Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 143 çул çитрĕ. Çаплах чӳк уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче çак шкултан вĕренсе тухнă паллă математик Павел Миронов çуралнăранпа 150 çул çитет. Ульяновскри “Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлевăн хваттер-музейĕ”асăннă кунсене халалласа педуниверситет студенчĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.
Музейăн наука сотрудникĕ Екатерина Солдатенкова Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн наци уйрăмĕнчи чăваш ушкăнĕн виççĕмĕшпе тăваттăмĕш курс студенчĕсене малтанах музейпа паллаштарчĕ, Иван Яковлевпа унăн шкулĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Шăпах 143 çул каялла, Яковлев патне Алексей Рекеев вĕренме килнĕ кун, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ йĕркеленнĕ.
Павел Миронович Мироновăн интереслĕ пурнăçĕ, тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те Екатерина Евгеньевна студентсене тĕплĕн каласа пачĕ. Павел Миронович математикăпа кăна мар, естествознанипе, музыкăпа кăсăкланнине палăртрĕ. Пĕр кĕтесре унăн интересĕсемпе çыхăннă япаласен куравне хатĕрленĕ.
-Кун пек паллă çынсене пирĕн манмалла мар. Вĕсен пурнăçĕ паянхи ăру çыннисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать,- терĕ вăл.
Юлашкинчен студентсене анкета ыйтăвĕсене хуравлама сĕнчĕ. Хуравсем пурин те тĕрĕс пулчĕç.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев облаçри автономи ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Яковлев шкулĕн пĕлтерĕшне палăртрĕ.
-Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Унта вĕренсе тухнă пиншер çын чăвашсем хушшинче сарăлса шкулсем уçнă, ентешĕмĕрсене хутла вĕрентсе çутта кăларнă. Ахальтен мар пирĕн хушăмăрта академиксем, профессорсем нумай. Космоса та çитрĕ чăваш. Çаплах çак кунсенче “Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттер-музейĕ” официаллă уçăлни 20 çул çитет. Çак вăхăтра музей пысăк ĕçсем турĕ, - терĕ вăл.
Чăваш культурине аталантарас ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн музей ĕçченĕсене тав турĕ, Тав хучĕпе чысларĕ.
 
: 1068, Хаçат: 44 (1136), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: