Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăписене пĕр тĕвве çыхнă çамрăксене юлашки вăхăтра уйрăмах çак çивĕч ыйту канăç памасть – ăçта пурăнмалла/ Вĕсенчен кам-тăр ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче юлать, хăшĕ ют хваттере куçать те уйăхсерен укçа тӳ-лесе пурăнать. Нухрачĕ пулсан çĕнĕ хваттер те туянма пулать-ха. Хальхи вăхăтра тата ури çинче çирĕпрех тăраканнисем кивçен укçапа йăва çавăраççĕ, банкпа çыхăну йĕркелесе лару-тăрăва çăмăллатаççĕ.
Эпир çав-çавах телейлĕрех пулнă – пирĕн вăхăтра çамрăк мăшăрсене ĕçрен общежитире пĕр пӳлĕм уйăрса паратчĕç. Ваньăпа Аньăн та ăраскалĕ пулнă.
Каччăпа хĕр хĕллехи вăхăтра çемье çавăрчĕç. Çемье пуçĕ заводра водительте ĕçлерĕ. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн завод пуçлăхĕсем общежитире авланичченех пӳлĕм уйăрса панăччĕ. Хăвăн кĕтес пурришĕн савăнмалла кăна!
Ун пек çĕрте пурăнса курнисем общежитире чăн-чăн юлташсем тупăннине, ахăртнех, пĕлеççĕ. Пĕрле пурăннă вăхăтра аталаннă туслăх – ĕмĕре. Кунашкал тăванлăх нихăçан та арканмасть. Каярах кашниех уйрăм хваттер илсен те хăçан-тăр пĕрле пурăннă туссемпе тачă çыхăну тытма пăрахмаççĕ, юлташ пулайман кӳршĕсемпе тĕл пулсан чĕнсе те калаçмаççĕ.
Общежитире аван самантсем те, начаррисем те яланах пулса иртеççĕ. Эпĕ сире унта пурăннă çынсен пĕр кунĕ çинчен каласа парасшăн.
Ваня пысăк машинапа çӳрет. Вăл завод валли аякри хуласенчен машинăсем пуçтармалли хатĕрсем турттарать. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе килĕнче эрнене яхăн пулаймасть. Паян сакăр кун пĕччен пурăннă хыççăн Аня килте хăйĕн мăшăрне кĕтет. Каçа хирĕç тинех çамрăксем тĕл пулчĕç.
Васкаса курса калаçнă хыççăн Ваня илсе килнĕ япалисене пушатма, кайран машинине лартма тесе тухса кайрĕ. Мĕнле хăвăрт пушанасшăн пулсан та киле час çитесси пулмарĕ унăн. Аня та упăшкине нумай вăхăт кĕтме тӳр килнишĕн пăшăрханма тытăнчĕ. Пуçне элле темле шухăшсем пыра-пыра кĕчĕç. Унашкал самантсенче лайăххи çинчен шутлама мансах каятпăр.
«Кĕтни кăлăхах – ĕçне пĕтернĕ те эрне курман юлташĕсемпе тĕл пулнă. Вĕсенчен хăвăртах уйрăлаймĕ», - хĕрарăм пуçне çавăрттарчĕ усал шухăш.
Лифт хăпарса аннă, коридорта кам-тăр утса çӳренĕ сасăпа сике-сике тăчĕ – кĕç-вĕç мăшăрĕ кĕрсе тăрассăн туйăнчĕ Аньăна.
Акă такам вĕсен пӳлĕмĕ еннеллех утса килчĕ. Алăк тĕлĕнче кам-тăр темĕскер каптăртатнă пек те туйăнчĕ арăма.
-Ăнланатăп, юлташĕсене тĕл пулса эрех-сăра ĕçнĕ те – пӳлĕме хăйĕн çăра уççипе уçма вăй-халĕ çитеймест ĕнтĕ. Хăвах уç, алăка пӳрнепе те тĕкĕнместĕп. Чун тарăхтармăшĕ! - алăк патĕнчен пăрăнса, диван çине тутине тăсса вырнаçса ларчĕ çамрăк хĕрарăм.
Вăхăт нумай та иртмерĕ – алăк кутĕнчи сасă ерипен шăпланчĕ. Кĕрекен-тăвакан пулмарĕ. Вĕсен секцийĕнчен тухса каякан алăка хытă хупса хăварни кăна паллă пулчĕ.
-Мĕншĕн уçмарăм-ши/ Тата ăçта кайса çухалать ĕнтĕ/ - тӳ-рккесленнĕшĕн хăйне хăй ятларĕ хĕрарăм.
Ун хыççăн нумаях кулянма тӳр килмерĕ Аньăн – çирĕп утăмпа утса, алăка хăйĕн уççипе уçса пӳлĕме тăп-тăрă урă мăшăрĕ кĕрсе тăчĕ. Тĕлĕннипе Аня упăшкине нимĕн те калаймарĕ, каçхи апат хатĕррине кăна пĕлтерме пултарчĕ.
Кайран çывăрма выртсан та-ха пуçĕнчен пĕр шухăш çеç кайма пĕлмерĕ – кам пулчĕ вара алăк патĕ-нче тăрмаланаканни/
Тепĕр кунне веçех паллă пулчĕ: чĕнмен хăна хĕл каçма хатĕрленĕ çĕрулмие веçех илсе тухса кайнă иккен. Ку киревсĕр япала упăшкине шанманнипе кăна пулса иртнишĕн пăшăрханчĕ хĕрарăм. Хăй пур çĕрте алăка уçса пăхманни кулăшла мар-и/
- Малашне пĕр-пĕрне шанса пурăнар, мăшăрăм. Эп çавна çеç каласшăн, - терĕ упăшки арăмне çепĕççĕн ыталаса. - Юратăвăм эсĕ манăн, сар хĕвелĕм!
 
Ульяновск хули.
 
: 503, Хаçат: 35 (1384), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: