Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Кирлĕ: 2 кг помидор, 1 кг сухан, лавр çулçи, техĕмлĕ пăрăç, гвоздика, тип çу, 9 процентлă уксус, сахăр, тăвар.
Помидорсене çуса тасатмалла, шултра турамалла. Сухана çурма çаврашкасене касмалла. Хутăштармалла.
Çур литрлă банкăсен тĕпне икшер лавр çулçи, 3-4 пăрăç, икшер гвоздика хумалла, помидорпа сухана кăшт пусарса тултармалла. Çиелтен пĕрер чей кашăкĕ сахăр песукĕ, тăвар тата тип çу ямалла. Вĕретнĕ шыв ямалла, пăшăхлама шыв янă кастрюле лартмалла. Шыв вĕреме кĕрсен 15 минутран кăлармалла, икшер чей кашăкĕ уксус ямалла, тимĕр хупăпа хупмалла. Çавăрса хурса ăшă япалапа витмелле. 12 сехетрен нӳхрепе лартма юрать.
Лечо
Кирлĕ: 3 кг помидор, 3 кг пăлхар пăрăçĕ, 4 апат кашăкĕ тăвар, 1,5 стакан сахăр, 2 лавр çулçи, 8 пĕрчĕ хура пăрăç, 200 г тип çу, 80 г 9 процентлă уксус.
Помидора аш арманĕпе авăртса кăлармалла. Пылак пăрăçа вăрринчен тасатмалла, пысăках мар тăрăхсем çине касмалла. Авăртнă помидора 15 минут вĕретмелле, пăрăç, тăварпа сахăр, тип çу хушса тата 20 минут вĕретмелле. Юлашкинчен пĕрчĕллĕ пăрăç, лавр çулçи, уксус ярса тата 7 минут вĕретмелле. Вĕрилентерсе тасатнă банкăсене ямалла, тимĕр хупăпа хупмалла.
 
: 229, Хаçат: 35 (1384), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: