Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăматкун Ульяновск облаçĕн Тутарстанпа тата Самар облаçĕпе чикĕленекен кăнтăр районĕнче «Çĕнĕ Малăкла çăкăрĕ» ятлă
(«Новомалыклинский каравай») виççĕмĕш фестиваль иртрĕ.
Уява çанталăк ăмăр пулнине пăхмасăр районти пур ял тăрăхĕсем те пухăннăччĕ. Чи пултаруллă çĕр ĕçченĕсене тата хаклă хăнасене пурне те ĕлĕкхи йăлапа çăкăр-тăварпа кĕтсе илнисĕр пуçне тата техĕмлĕ те ырă шăршăллă çавра çăкăр парса чысларĕç.
 
– Юлашки пилĕк уйăх кăтартă-
вĕпе Çĕнĕ Малăкла районĕ регионта
виççĕмĕш вырăн йышăнать. Кăçалхи тырçинче пирĕн ял ху-çалăхĕсем пурĕ 61 пин тонна тырă
çапса илме пултарчĕç. Облаçĕпе çак кăтарту – 1 миллион та 300 пин тонна. Çакна пысăк çитĕнӳ тесе шутлатăп. Таймапуç çĕр ĕçченне халăх тулăх пурнăçпа пурăнтăр тесе ырми-канми уйра тăрăшнăшăн.
Паян эпир çĕр çинчи чи хаклă тупрана – Çăкăра – чыслама пухăнтăмăр.
Сире те, хаклă хăнасем, çавра çăкăрпа кĕтсе илетпĕр, –
терĕ фестивале уçса Çĕнĕ Ма-
лăкла район администрацийĕн пуçлăхĕ Анастасия Пуреськина.
Малалла Анастасия Дмитриевна
хăй ертсе пыракан хутлăхра туслă çыхăнура вунă ытла халăх çынни пурăннине, хуçалăхсем кал-кал ĕçленине каларĕ. Фестиваль
пурне те ырă та уçă кăмăл парнелетĕр терĕ.
Тырçи ăнăçлă пĕтнине чыслакан уяв наградăсемпе парнесемсĕр мĕнле ирттĕр/ Сцена çине чи тăрăшуллисем, чи хастаррисем
хăпарчĕç. «Восток» (Малаел) хуçалăх водителĕ Геннадий Смирнов
чăваш пысăк кăтартусемшĕн кĕпĕрнаттăрăн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Çак хуçалăх механизаторĕ
Геннадий Ильдутов – Ульяновск
облаçĕн ялпа вăрман тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министерствин
Хисеп хутне. Унсăр пуçне районти «Волга», «Нива», «Новомалыклинский Агротехснаб» тата ытти хуçалăх механизаторĕсем, водителĕсем кĕпĕрнат-
тăрăн тата министерствăн Тав хутне тивĕçрĕç.
Çĕнĕмалăкласене тулăх кĕр уявĕпе – Çăкăр кунĕпе – саламлакансем
йышлă пулчĕç. Вĕсен шутĕнче – кĕпĕрнаттăр тивĕçне вăхăтлăха
пурнăçлакан Сергей Морозовăн пулăшаканĕ Александр Молчанов, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсемпе тутарсен наципе культура автономийĕсен пуçлăхĕсем Олег Мустаевпа Рамис Сафин, Антон Шабалкин таврапĕлӳçĕ тата ыттисем.
Уй-хир ĕçченĕсемпе пахча тытакансен
уявĕн тĕп геройĕсем çăкăр ӳстерекенсем пулчĕç. Çĕнĕ Малăклари
тĕлĕнмелле йышлă та ĕçчен çемье династийĕсене чысларĕç. Гришинсем – ăнăçуллă фермерсем. Торговкинсем – 117 çул ачасене вĕрентеççĕ. Ыттисем – маттур механизаторсем,
сутуçăсем, выльăх пăхакансем.
Ачасене те чысларĕç фестивальте
– «Çĕнĕ Малăкла çăкăрĕ» уявĕ тĕлне йĕркеленĕ илемлĕ ӳкерчĕк-
сен ăмăртăвĕнче мала тухнисене
çемçе теттесем тата Диплом пачĕç.
Сцена çине паянхи уяв валли
çăкăр пĕçернĕ хĕрарăмсене чĕнсе кăларсан пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Чи маттурисем шутĕнче ытларахăшĕ Çĕнĕ Малăкла, Малаел, Упамсар, Эрсел, Курахви алăстисем пулни хавхалантарчĕ фестивале хутшăнакан чăвашсене. Çĕнĕ тырăран
пĕçернĕ кăпăшка çăкăрсем-
шĕн тарават та ӳркенмен кил хуçи-сем хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Чылайăшĕ уява ятне концерт курма килнĕ. Хăнасене юрă-ташăпа Владимир Ионов ертсе пыракан
«Волга» ансамбль, Владимир Корушинăн «Завалинка» ушкăнĕ (Ульяновск), «Савăнăç» (Димитровград),
«Телей» (Мелекесс районĕ, Эврел) тата ытти коллективсем савăнтарчĕç.
Вырăнти ансамбльсем чăваш, тутар, мордва халăх туйĕ-сене кăтартса пачĕç, хăйсен репер-
туарĕнчи чи чаплă юррисене юрларĕç,
чи аван ташшисемпе савăнтарчĕç.
Çынсем тахçанччен алă çупрĕç артистсене. Упамсарти Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Пилеш» ансамбле эпир пурте пĕлекен тата юратакан Ирина Иванюкова ертсе пырать. «Пилеш
» юрăçисем ентешĕсене çĕнĕ юрăсем парнелерĕç. Ĕлĕкрех çĕре
яхăн çынран тăнă, Раççейĕпех кĕрленĕ хор пулнă ялта çĕнĕ саманара
чăваш ансамблĕ пурри хăй – çитĕнӳ. Илемлĕ, тĕрĕллĕ чăваш тумне тăхăннă юрăçсене халăх тăвăллăн
алă çупса йышăнчĕ.
Районти ял тăрăхĕсен «Наци кил-çурчĕсем» пурне те тĕрлĕ
апат-çимĕçпе, техĕмлĕ сăрапа сăйларĕç. Тĕрлĕ йышши курав йĕркелӳçисем ĕç хатĕрĕсемпе, çăкăрпа çыхăннă япаласемпе паллаштарнисĕр пуçне пурне те савăнăç парнелерĕç.
 
: 110, Хаçат: 36 (1385), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: