Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 17-мĕш «Содружество»
ятлă библиотекăра чăваш хастарĕсем – УОЧНКАпа И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пайташĕсем – хамăрăн ентешпе,
Рио-де-Жанейрăри Олимпиадăна хутшăнса ирĕклĕ кĕрешӳпе 63 килограмлă хĕрарăмсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă Инна Тражуковапа тĕл пулчĕç. Ашшĕне – пĕрремĕш тренерне – Вячеслав Александровича тата хăйне пысăк çитĕнӳпе саламларĕç.
Спорта юратакансем нумай, унпа аппаланакансем
те чылай, анчах çак йывăр та тертлĕ ĕçре пысăк çитĕнӳсем тăвакансем сахал. Паянхи кунчченхи пурнăçне Инна веçех спорта, ирĕклĕ кĕрешĕве халалланă. Кĕрешӳ арçын ăмăртăвĕ тетпĕр пулин те мĕн пĕчĕкрен ялти ирĕклĕ кĕрешӳ секцине ертсе пыракан ашшĕ Вячеслав Александрович хĕрне чăн-чăн спортсмен пулма хатĕрленĕ. Мĕнле шеллесен те ачана вăл кашни ир темле çанталăкра та чупма, зарядка тума илсе тухнă. Мĕн ачаран йывăрлăха парăнтарма хăнăхтарса ӳстернĕ.
Олимп вăййисене лекме пултарниех вăл питĕ пысăк çитĕнӳ. Кашни спортсмен унта лекеймест-ха. Виçĕ хутчен Раççей чемпионĕ ятне çĕнсе илсе чăваш хĕрĕ хăй виçе категорийĕнче чи вăйлă пулнине çирĕплетнĕ. Рио-де-Жанейрăри Олимп вăййисенчи лару-тăру кăшт урăхларах пулнă пулсан, тен, ăмăртăвĕн вĕçĕ те кун пек пулмастчĕ.
Раççей спортсменĕсене пур енĕпе те хĕсĕрленине пиртен кашни телевизорпа курса, илтсе тăчĕ. Ют çĕршыв çыннисем кашни Раççей спортсменĕ допинга пула кăна çĕнтерме пултарать
тесе сăмахлани вара спортсменсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хĕсĕрленĕ. Çакна чăтма, çăтса антарма тивнĕ. Спорт вăл вăйă. Унта кашни çĕнтереймест, хăш чухне шăпа тени, тепринче ăнăçу тени те унта хутшăнаççĕ. Анчах та çакăн пек ларура хамăр спортсмен-
сене хавхалантарас тата пулăшас вырăнне хăш-пĕр тӳре-шара хăйне тивĕçсĕр тытнă, спортсменсене кӳрентернĕ. Инна Тражукова
ячĕпе çыхăннă хирĕçӳ – Раççейри спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕн Ми-
хаил Мамиашвилин тӳрккеслĕхĕпе, çынсăр-
лăхĕпе пулса тухнă. Выляса янăшăн вăл Иннăна
ытти çĕршывсенчи кĕрешӳçĕсемпе вĕсен тренерĕ
сем умĕнче икĕ хутчен çупса янă.
Чăвашсем пуçарнă калаçу та çакăн тавра
çаврăнчĕ. Чăваш хĕрне мĕнле хӳтĕлемелле/ Мĕнпе пулăшма пултараятпăр эпир, ентешсем/
Иннă майлă пулнине, М. Мамиашвилие явап тыттармаллине палăртса кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи Владимир Сваев, И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ Алексей Мордовкин, УОЧНКАн Засвияжски, Ленин, Чукун çул районĕсенчи уйрăмĕ
сен председателĕсем Анатолий Сайдяшев, Петр Петров, Вячеслав Буяндуков, Ульяновскри тĕрĕслĕхпе общество контролĕн палатин председателĕ
Николай Власов, Чăнлă районĕнчи ирĕклĕ кĕрешĕвĕн аслă тренерĕ Борис Чернов, И.Я. Яковлев обществин членĕ Валерий Топтыгин,
Ирçелĕнче çуралса ӳснисем – Засвияжски район администрацийĕн ĕçченĕ Владимир Маркелов, облаçри чăваш кĕрешĕвне пуçарса яракан Сергей Краснов, паллă çыравçă тата поэт Анатолий Юман, «Канаш» хаçат журналисчĕ Елена Мустаева сăмах каларĕç.
Пухăннисем М. Мамиашвилин тивĕçсĕр хăтланăвне
сивлесе, административлă явап тыттарма ыйтса çырнă çыру айне алă пусрĕç.
– Мана никам та хӳтĕлемерĕ. Ют çĕршыв спортсменĕсем тĕлĕнсе те хăраса пăхрĕç Мамиашвили
çине. «Эпир Раççее кĕрешме вĕренме каясшăнччĕ. Çук, каймастпăр, унта спортсменсене
хĕнеççĕ», – терĕç. Паллах, вăл нумай çул кĕрешӳ федерацинче, унăн пур çĕрте те хăйĕн çыннисем, ăна явап тыттарма май пулаять-и – пĕлместĕп. Ку ĕçпе халĕ манăн адвокат ĕçлет. Çапах та çынсем умĕнче каçару ыйтасса кĕтетĕп. Телевизорпа темле интервьюра вăл Рио-де-Жанейрăри пăтăрмахшăн каçару ыйтнă. Анчах та манран ыйтман-ха. Эп каçарма хатĕр. Манăн малалла спортрах пулас килет, хамăн вăя кăтартас
килет.
Мускавра эпĕ спорт министрĕпе В. Муткопа тĕл пулса калаçрăм, вăл мана ăнланчĕ. «Ку çын хăйĕн тивĕçне пурнăçлаймасть. Санпа кăна мар, ытти спортсменсемпе те унăн ăнланманлăхсем пулнă», – терĕ.
Паян çакăнта пухăннисене пурне те тав тăватăп.
Мана эсир май пур таран хӳтĕлеме тăрăшни, айккинчен сăнаса кăна тăманни питĕ кăмăллă. Министр патне çыру çырни – мана пулăшни, – каласа пачĕ Инна ентешĕсене.
Пухăннисен ыйтусем чылайччĕ. Кашни çын Иннăна спортра аталану, малашне ăнăçу сунчĕ, ниме парăнма хăнăхман чăваш хĕрĕ олимп чемпионĕ
пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
Инна Тражукована Анатолий Юман «Чĕмпĕр Юманĕсем» кĕнекине халалласа парнелерĕ, УОЧНКАпа И.Я. Яковлев обществи – икĕ томлă «Краткая чувашская региональная энциклопедия
» кĕнеке.
Чăвашсемпе калаçнă хыççăн Инна кĕпĕр-наттăр тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозовпа тата регионти физкультурăпа спорт министрĕпе Сергей Кузьминпа тĕл пулнă.
 
: 139, Хаçат: 36 (1385), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: