Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçалхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче чăваш халăхĕн паллă çынни, халăхăмăра çутта кăларас ĕçре нумай вăй хунă П.М.Миронов ăсчах çуралнăранпа
155 çул çитет (1861 çулта çуралнă).
Миронов ÇулĔпе
Пирĕн ялта – хальхи Тутарстанри Çĕпрел районĕ
нчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче (малтан вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ) – çуралса ӳссе Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче çунатланнă ентешĕмĕр хăйĕн пурнă-
çĕнчи çулĕсене ытларах Пушкăртра ирттернĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрнин халăх училищисен инспекторĕ пулнă. Павел Миронович пурĕ те 60 çул çеç пурăннă,
кăçалхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче вăл вилни 95 çул çитет.
Çакна асра тытса июлĕн 15-мĕшĕнче юлташсемпе
Пушкăрт Республикин тĕп хулине – Ĕпхĕве çитсе килме шутларăмăр. Унта Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕ ăнăçлă ĕçлет. Çапла вара УАЗ «Патриот» автомобиле лартăмăр та çывăх мар çула тухрăмăр. Ман çулташсем: Аслă Нагаткинта пурăнакан
Владимир Остроумов тата унпа пĕртăванĕн ачи – Владимир Юманов.
ТУТАРСТАНРА
«Ульяновск-Пăлхар-Па сарлă Матак-Нурлат-Çарăмс ан-Новошешминск-Шер еметьевка» маршрутпа
400 ытла çухрăм иртнĕ хыççăн тата Заинск хулине çитсе куртăмăр-ха. Унти паллă тата илемлĕ вырăн – Зай шывĕ çинчи ГРЭС. Ун хыççăн Тутарстанри
Анат Кама районĕнчи Шереметьевкăра палланă çынсем патĕнче çĕр каçрăмăр.
Тепĕр кун Камские Поляны текен поселока çитрĕмĕр, вăл Кама шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Кунта хăçан-тăр ГЭС тума пуçланă, анчах вĕçне çитереймен. СССР саланнă хыççăн унти япаласене те веçех салатса пĕтернĕ. Халĕ вара ГЭС тăвасси пирки тепĕр хут татăклăн калаçма тытăннă. Вăл кунта кирлех тесе шутлаççĕ.
Çаплах эпир Алапука хули урлă кайса çак района кĕрекен Морты ялне çитрĕмĕр, кунтан Удмурти Республикин чикки те 10 çухрăм кăна юлать. Ку ялта пирĕн пĕлĕш – Нуршат Губайдуллин фермер агротуризм комплексне йĕркелесе янă. Картара вăл пăлансем, ашаксем, кроликсем, тĕрлĕ ăратлă
сурăх-качака, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрать. Сăмахран, пĕр ăратлă сурăхĕ 220 пин тенкĕ тăни тĕлĕнтерчĕ пире! Качака йывăрăшĕ вара 180 килограма
çитме пултарать. Эпир курнă качаки тăватă уйăхра кăначчĕ-ха, çапах та 120 кг таять! Пуçĕ кăна мĕн пысăкăш! Тенкел пысăкăш автан та куçа тĕлĕнтерет, ури те мамăклă. Çакăнти юханшывра тĕрлĕ пулă тытма май пур. Çаплах кунта вĕлле хурчĕсем çинче те çывăрма пулать. Йывăçран тунă ятарлă пĕчĕк пӳртре (вăл икĕ вырăнлă) кравать çине выртатăн та – аялта вĕлле хурчĕсем сĕрлесе çӳреççĕ. Паллах, пӳлĕме тухаймаççĕ вĕсем, сетка карнă. Пыл музейĕ те пур кунта. Экскурси вĕçленнĕ хыççăн хуçасем пире кролик ашĕнчен пĕçернĕ хашламапа сăйларĕç.
Хуçи каланă тăрăх, агротуризм комплексне курма килекенсем чылай, ушкăнĕ-ушкăнĕпе тĕрлĕ хуларан çӳреççĕ. Финляндире пурăнакан тутарсем те килсе кайнă кунта.
Пире çакăнта çĕр каçма хистерĕç, çапах та эпир кунта çывăрмарăмăр, çак кун Анат Кама, Çыр Чалли хулисем витĕр тухса Пушкăрт Республики енне сулăнтăмăр.
Айккинче Мензелинск, Актанăш хулисем юлчĕç. Пушкăрта кĕрсен Дюртюли хĕррипе иртсе кайрăмăр, Кушнаренково та хыçа юлчĕ.
Унти вăхăтпа çур çĕр патнелле Ĕпхӳ хулине çитрĕмĕр. Ку вăхăтра çывăрмалли вырăн шыраса вăхăта сая ярас темерĕмĕр – каçĕ ăшă, çавăнпа автомобиль ăшĕнчех çĕр каçрăмăр.
ВЫРСАРНИ ШКУЛĔ
Эпир П.М.Миронов шкулне курас шухăшпа килнĕ вĕт-ха. Çавăнпа ирхине тӳрех ун патне васкарăмăр.
П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ Ĕпхӳ хулинче 1992 çулта хута кайнă. Ăна пĕрремĕш кунранах хастар чăваш – Пушкăрт Республикин вĕренӳ тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Чăваш Республикин
культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Иван Григорьевич Тарасов ертсе пырать. Паян кунта 150 ача пĕлӳ илет. Вĕсемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те çӳрет. Палăртса хăвармалла: ку хушма пĕлӳ паракан шкул.
Кунта чăваш чĕлхипе литературине, историне, акăлчан чĕлхине вĕренеççĕ, ӳкерме, тăмран е пластилинран кӳлепесем йăваласа тума, тĕрлеме хăнăхаççĕ. Пурте – тӳлевсĕр. Çаплах ачасем «Туслăх кĕперĕ» ятлă культурологи программипе экспедицисене çӳреççĕ, театра каяççĕ. Шкулта çакăн пек япаласем пур: «Термен» театр-студи, пукане театрĕ, «Хунав» ятлă ачасен фольклор ушкăнĕ, ЮНЕСКО клубĕ, ача-пăча телестудийĕ, ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентӳçĕсем валли – халăх университечĕ. Çаплах кунта нумай тиражлă хаçат та тухса тăрать – «Вырсарни хыпарĕсем». Пушкăрт чăвашĕсен съезчĕ палăртнă тăрăх, ку шкул чăвашлăха тĕпчекен тата наци вĕренĕвĕн бази шутланать.
Шкул тĕрлĕ программăсене тата проектсене хутшăнать. Халĕ пĕтĕм тĕнчери ача-пăча юхăмĕ «Добрые дети мира» пырать. 2013 çултанпа халăха
çутта кăларакан çынсен пурнăçне тĕпчекен «77 ступенек для саморазвития» программăпа ĕçлеççĕ, вăл тепĕр çул вĕçленет. Шкул «Диалог – путь к пониманию» ятлă пĕтĕм тĕнчери вĕренӳ проекчĕн тата Раççейри «100 лучших школ России-2013» конкурсăн лауреачĕ.
Чăваш вырсарни шкулĕн çурчĕ Киров районĕнчи Пушкин урамĕнче110-мĕш çуртра вырнаçнă. Ку икĕ хутлă здание 1839 çултах хăпартса хунă, вăл хулари кирпĕч çуртсенчен чи киввисенчен пĕри, культура тата истори палăкĕ шутланать.19-20 –мĕш ĕмĕрсенче кунта Уес училищи ĕçленĕ. Каярахпа ăна пĕрремĕш хула училищи туса хунă: кунта 1892 çултанпа Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ çын, дворян, математик, музыкант, биолог, халăха çутта кăларас тесе нумай тăрăшнă Павел Миронович
Миронов ĕçленĕ.1918 çулта П.М.Миронов кунта чăваш учителĕсен семинарине йĕркелесе ярать. Унăн мăшăрĕ вара – Ольга Васильевна – хĕрарăмсен Мария гимназинче вĕрентнĕ. Вăл çаплах «География Уфимской губернии», «География
Башкирии» кĕнекесен авторĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ.
20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ку çурта И.Я. Яковлев пырса каять, хăйĕн шкулĕнчи чи лайăх вĕренекенĕсенчен пĕринпе – П.М.Мироновпа
тĕл пулать. Çаплах кунта чăвашсен паллă çынни-сем те тăтăшах килсе çӳренĕ: Гурий Комиссаров, Тимофей Николаев-Хури, Семен Николаев, Парижри
Сарбонна университетне пĕтернĕ Степан Акимов, ашшĕпе ывăлĕ – Петров-Турингесем, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пушкăртри
ӳкерӳ ĕçне пуçарса яракан А.О.Тюлькин тата ыттисем.
Миронов шкулĕнче паллă общесто хастарĕ-сем ĕçленĕ: А.А.Кондратьев академик, истори наукисен кандидачĕ И.Г.Петров, Пушкăрт чăва-
шĕсен Канашĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ Г.П. Шушпанов,
Пушкăрт Республикинчи Чăваш культури обществин пуçлăхĕ В.Г.Никитин, хими наукисен докторĕ И.М.Борисов, РФ Писательсен союзĕн членĕ М.Е.Иванов (Михаил Сихун), «Урал паттăр» ятлă пушкăрт халăх эпосне чăвашла куçаракан çыравçă Н.В.Дмитриев (Ялтăр Мучи) тата ыттисем.
Шкул ачисем обществăлла пурнăçра питĕ хастар,
2005-2014 çулсенче 275 ача конкурссене хутшăнса тĕрлĕ премисене тата дипломсене тивĕçнĕ. Чи лайăх вĕренекен 30 ача Чăваш Республикин
Президенчĕн путевкипе Чăваш Енре кану лагерĕнче пулса курнă. В.М.Тарасова «Хунав» ушкăн артисчĕсем валли хăй аллипе 30 комплект костюм тӳлевсĕрех çĕлесе панă.
САЛАВАТ ЮЛАЕВ ПАЛĂКĔ
Ĕпхӳ хулине килекен пĕр çын та Шуратăл юханшывĕ хĕрринчи çӳллĕ хысак çинче вырнаçнă Салават Юлаев палăкĕ патне пымасăр каймасть пуль. Эпир те унта çитрĕмĕр. Палăка 1967 çулта хăпартса лартнă. Питĕ илемлĕ вырăнта ларать палăк, хăй те капмар тата мăнаçлă.
КИЛЕ
Хула тăрăх çуран тата автомашинăпа курса çӳренĕ хыççăн вара кăнтăр-хĕвеланăçалл а çул тытрăмăр – Тутарстанăн Павлă районĕ еннелле. Самар тата Оренбург облаçĕсен çĕрĕсемпе иртсе Димитровград урлă Ульяновска таврăнтăмăр. Пирĕн виçĕ кунлăх çулçӳрев çапла вĕçленчĕ. Пурĕ çак вăхăтра икĕ пин çухрăм иртрĕмĕр.
Мĕнле çулçӳреврен те халиччен курман япаласемпе
паллашнă хыççăн çĕнĕ шухăшсемпе, çĕнĕ ĕмĕтсемпе таврăнатăн. Ман шутпа, хамăр регионта агротуризма чĕртсе ярса аталантарас тесен специалистсем Морты ялне çитсе курмалла. Унта вĕсем валли курмалли-шухăшламал ли пур. Питĕ интереслĕ япала вăл.
Миронов ячĕллĕ шкул опычĕпе те ытти çĕрте пурăнакан чăвашсем анлăн усă курмалла. Вуласа кăна пĕлни çителĕксĕр, унта çитсе курмалла, вĕсен ĕçĕпе тĕплĕн паллашмалла. Ку ачасен наци ăс-тăнне ӳстерес, вĕсене усăллă ĕçе явăçтарас, чăваш культурине çĕклес ĕçре питĕ пысăк пулăшу пулĕччĕ.
 
: 113, Хаçат: 36 (1385), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: