Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ.
П
уçламăшĕ 35-мĕш номерте.)
Ĕмĕрĕсене тăван ялта ирттерчĕç Николай
Французов, Петр Ибетов, Николай Долгов. Пĕр касăри ачасем, çывăх тантăшсем,
1936 çулхисем. Вĕсем 8-10 классене
Хурăнварти вăтам шкулта вĕренчĕç. Мĕншĕн тĕр аслă пĕлӳ илме тăрăшмарĕç. Николай Французов нихăçан та нимĕнле ĕçрен хăраман. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă, ялан хастарлăхĕпе палăрнă.
Петр Ибетова Юман тесе чĕнетчĕç. Ачаран шофер пулма ĕмĕтленнĕскер çартан таврăнсанах çак профессие алла илчĕ. Патшалăх наградисене тивĕçрĕ: «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа
100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕç ветеранĕ
» медальсене, 3-мĕш пусăмлă Ĕç мухтавĕн орденне, тĕрлĕрен Хисеп тата Тав хучĕсене.
Николай Ефимович Долгова (ял çинче Миккуль тесе чĕнетчĕç) 10 класс пĕтер-
нĕ çулах çара илчĕç. Юман тусĕпе пĕр кунрах кайрĕç. Çартан таврăнсан меха-
низатора вĕренчĕ. Хирти ĕçсем вĕçлен-
сен сысна ферминче кормокухня операторĕ
нче тăрăшатчĕ. Ферма пысăкланса кормоцех уçсан çулталăкĕпех унта ĕçлеме тытăнчĕ. Пултарулăхне кура колхоз правленийĕ
ăна ферма пуçлăхĕ пулма шанчĕ. Ку ĕçре нумай тăрăшрĕ вăл. Куçăмсăр
майпа ялхуçалăх техникумне пĕтерчĕ. Ферма ĕçне аван йĕркелесе ячĕ. Районти сысна фермисем хушшинчи ăмăртура яланах малти вырăнтаччĕ, çавăнпа кашни çулах районти ялхуçалăх управленийĕ
нчен Тав хучĕпе хаклă парнесене тивĕçетчĕ.
Шел, виçĕ юлташăмăн та (Коля, Юман, Миккуль) кун-çулĕ вăрăм пулмарĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен пиртен яланлăхах
уйрăлса кайрĕç.
Ялти клуб сцени çинчен хăйĕн пултарулăхĕ
пе нумай çул савăнтарчĕ Николай Анисимович Долгов. Çартан таврăнсанах ăна клуб заведующине лартрĕç. Ульяновскри
культурăпа çутĕç училищине пĕтерчĕ. Çирĕм çул туртрĕ заведующи лавне. Пархатарлă ĕçне РСФСР культура
министерстви Хисеп хучĕпе хакларĕ. Çаплах «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальсене тивĕçрĕ. Шăпа ăна автозавода çитерчĕ. Унта вăл куллен ĕçе çӳретчĕ. Ачаранах хаçата çырма юрататчĕ, пултаратчĕ. Ватлăх кунĕсенче те чăваш хаçачĕсене çырса тăратчĕ. Унăн чĕри 74 çула çитсен тапма чарăнчĕ.
Пурне те пĕлме тăрăшакан ачаччĕ Саша Петров. Шкул çулĕсенче эпир унпа пĕр парта хушшинче лараттăмăр, вăл ман çывăх юлташчĕ. Яланах савăнăçлă, шӳтлеме
юрататчĕ, вĕренӳре те кайра пымастчĕ. Хĕл кунĕсенче вăл çӳхерех тумпа çӳретчĕ, çулла вара ăшă тăхăнатчĕ. «Пирĕн йывăрлăхсене
чăтма хăнăхмалла», – тетчĕ.19 çул тултарсан çара кайрĕ. Çур çултан вăл
пӳкле вилни çинчен тăван килне пĕлтер-
чĕç. Архангельск облаçĕнче çĕре кĕнĕ.
Маншăн пĕрле вĕреннĕ тантăшсем пурте çывăх. Василий Кузьмич Купцов тăван районтах, Телешовка ялĕнче, тымар ячĕ. Унти ятарлă хуçалăхра (спецхоз) выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ветсанитарта
ĕмĕрне ирттерчĕ. Тăван яла курма килсен унпа пĕрле вĕреннĕ çулсене аса илеттĕмĕр. Вăл та 70 çултан иртеймерĕ, çĕре кĕчĕ.
Александр Енилов бухгалтер специ-альноçне илнĕ. Тантăшăм нумай çул Тутарстанри Çĕпрел район пульницинче бухгалтер ĕçне илсе пычĕ. Анчах йывăр чирлесе тивĕçлĕ канăва тухичченех вилчĕ.
Петр Васильевич Мелеков çамрăкран тытăнса мĕн пенсие кайичченех Ульяновскри
хими заводĕнче вăй хучĕ. 80 çула çитсен пиртен уйрăлса кайрĕ.
Семен Владимирович Юманов тăван колхозра тĕрлĕ çĕрте тăрăшрĕ, ăста платник, столяр, кăçатă тăвакан. Ĕмĕрĕ 36 çултах татăлчĕ.
Николай Владимрович Аюгов нумай çул Тюмень тăрăхĕнче вăрман ĕçĕнче маçтăрта тăрăшрĕ. Ватлăхра Краснодар тăрăхне пурăнма куçрĕ. Унтах çĕре кĕчĕ.
Хам çинчен калас пулсан тивĕçлĕ канăва
тухичченех тăван колхозра ĕçлерĕм. Куçăмсăр майпа Жадовкăри совхоз-техникумра вĕренсе тухнă хыççăн 15 çул агрономра ĕçлерĕм. Унтан хăрушсăрлăх техникин инженерĕ пултăм. Чăваш юрри-ташшине питĕ кăмăллатăп. Çавăнпа 15 çул Чăвашкассинчи «Шурăмпуç» ушкăна хаваспах çӳрерĕм. Анчах ватлăх пуснипе уйрăлма мĕнле йывăр пулсан та ансамбльпе
сывпуллашрăм.
1952-1953 вĕренӳ çулне Çĕнĕ Улхаш шкулĕ çĕнĕ директорпа пуçлать. А.К. Романов хăй ыйтнипе тăван ялне – Кивĕ Улхаш шкулне ĕçлеме куçать. Ун вырăнне директора К.Д. Белякова латаççĕ. Вăл ку лава 10 çул туртать. 1959-1960 вĕренӳ çулĕнче ачасене сакăр çул вĕренмелли программа çине куçараççĕ. 1952-1959 çулсенче, сакăр вĕренӳ çулĕнче, çичĕ çуллă шкула 279 ача пĕтерет:
1952 – 20 ача, 1953 – 60, 1954 – 39, 1955 – 57, 1956 – 34, 1957 – 32, 1958 – 23, 1959 – 14.
1954 çулта шкул картишне библиотека туса лартаççĕ. 1959 çулта шкул ачисене апат çитерме тытăнаççĕ. Ку ĕçе вырăнти колхоз шучĕпе туса пыраççĕ.
1959-1960 çулхи вĕренӳ çулĕ тĕлне шкул таврашĕнчи ял варринчи çерем пулса выртнă вырăнта шкул пахчи ӳссе ешерме тытăнать. 1960-1961 вĕренӳ
çулĕнче шкул пахчинче пахчаçимĕçпе улма-çырла пысăк тухăçне илсе шкул районта пĕрремĕш вырăн йышăнать, Мускавра ВДНХ куравне хутшăнать, унтан бронза медальпе таврăнать. Ку хисепе шкулта биологипе вĕрентекен Антонина Ивановна Крылова тата çиччĕмĕш класра вĕренекенсем – Петр Иванович Петров, Владимир Кузьмич Беляков, Зинаида Савельевна Сидулова, Мария Петровна Баскакова – тивĕçеççĕ. Çак çулсенче шкул районти тĕрлĕ мероприятсене (олимпиадăсем,
спорт ăмăртăвĕсем) хутшăнса мала тухать. Йĕлтĕрпе чупакансен команди
– В.И. Андронов, Г.П. Клемендеев, Н.Н. Французов, В. Дунаев, Е.Н. Утриванов, А.П. Кольцов, В. Сандркина, В.В. Седова, Т.Н. Игнатьева – 1-мĕш вырăна тухать.
Кузьма Дмитриевич Беляков директор ĕçне илсе пынă вăхăтра шкул пурнăçĕнче питĕ паха ĕç пуçарса ярать. Музейра шкул историйĕн стенчĕ пур. Унта çакăн пек çырса кăтартнă: «Материал по истории школы стал собирать бывший ее директор
учитель-историк Кузьма Дмитриевич Беляков. В книге «История школы села Новые Алгаши, начатой с 6 января 1959 года, он оставил такую запись: «Просьба всем работникам школы продолжить историю о школе. Первоначальные данные
о школе взяты из этой книги. Книга хранится в школе».
К.Д. Беляков Аслă вăрçă участникĕ, фронтран контузипе таврăннă. Ял шку-
лĕнче ачасене 36 çул истори вĕрентрĕ, завуч, директор пулчĕ. Халăх вĕрентĕ-
вĕн отличникĕ. Вăл 58 çулта йывăр чирлесе
пиртен уйрăлса кайрĕ.
1975 çулта облаçри ĕçтăвком йышăнăвĕ
пе ялта вăтам шкул уçăлать. Çак çул 19 класра 496 ача пĕлӳ пухнă. Шкул директорĕ Петр Петрович Ильмендеев математик, завуч Василий Алексеевич Селендеев географ, Геннадий Петрович Клемендеев организатор, историк. Ку вăхăтран вара шкул çурчĕ çĕнĕ вырăна, хальхи вырăна, куçса пычĕ. Эпир вĕреннĕ шкул çурчĕ вырăнне ача сачĕ турĕç.
И
кĕ юбилей
2000 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче шкул икĕ юбилей палăртрĕ, ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлнăранпа – 50 çул, вăтам шкул туса хуни – 25 çул. Пысăк уяв пулчĕ. Районтан РОНО пуçлăхĕ И.Н. Малля тата район пуçлăхĕн çумĕ Н.С. Мухитова килсе çитрĕç. Шкул директорĕ
Надежда Михайловна Утриванова
коллективăн кулленхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ,
шкултан тухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă пултаруллă вĕренекенсене аса илсе хăварчĕ.
Директор çумĕ Г.П. Клемендеев шкул историйĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Хăнасем хушшинче те калаçакансем пулчĕç: РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ Н.Г. Левендеев пĕрле вĕреннĕ тантăшĕ-сен ятĕнчен хăйсен класс ертӳçине Р.К. Сидулована чечек çыххи парнелерĕ, шкула укçа пачĕ. Çаплах çичĕ çуллă шкулăн пĕрремĕш выпускникĕсем – В.А. Селендеев, В.Н. Утриванов калаçрĕç. Шкулта 40 çул ытла вырăс чĕлхипе литературине
вĕрентнĕ Р.Ф. Захарова хăй çырнă сăввине вуларĕ, библиотекăна илемлĕ литература парнелерĕ.
Петр Алексеевич Савкин (1925-2004) Аслă вăрçăра икĕ çул пулнă хыççăн тата виçĕ çул Совет çĕршывне сыхланă. Ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлсан пĕрремĕш кунран пуçласа (тивĕçлĕ канура
та ĕçе пăрахман) 50 çул делопроизводительте
ĕçленĕ. Юбилейра вăл иртнине аса илсе сăмах каларĕ.
Питĕ тăрăшакан, ĕçе йĕркелеме пĕлекен, шухăшласа тата тĕплĕ тăвакан çынччĕ вăл. Килĕнче те чăн-чăн хуçа. Унăн вилĕмĕ пирĕншĕн тĕлĕнмелле пулчĕ. Килте ĕçлесе çӳренĕ вăхăтрах тăрук чирлесе ӳкет. Район пульницине илсе каяççĕ, анчах 79 çулхи ватта унта та çăлса хăвараймаççĕ.
Юбилей тĕлне шкулта тĕрлĕ стендсем туса хатĕрленĕччĕ. Унта шкулăн темиçе çулхи пурнăçне, ĕçне кăтартса панăччĕ. Уява килнисем В.А. Селендеев нумай çул тăрăшса йĕркелесе янă музейпа паллашрĕç.
Çĕнĕ ăрури ачасен çитĕнĕвĕсем пирки те каласа хăварас килет.
Г.П.Клемендеев ялти шкул хыççăн Кивĕ Улхашра вăтам пĕлӳ илет. Ульяновскри пединститутра
истори факультетне вĕренсе пĕтерет. Совет çарĕнче службăра тăрать. Тăван ял шкулĕнче 11 çул истори вĕрентет, 10 çул партин вырăнти пуçламăш организацине
ертсе пырать, 7 çул вăтам шкул директорĕ пулать. Ун хыççăн директор çумĕн ĕçне илсе пырать. Ял музейне çĕнетет.
Ĕç ветеранĕ. СССР КГБ пуçлăхĕнчен, КПСС обком тата райком пуçлăхĕсенчен юбилей медалĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçет. Питĕ шел, Г.П. Клемендеев халь пирĕн хушăра çук. Вăл 2016 çулхи январь уйăхĕнче 71 çул пурăннă хыççăн йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
Н.Г.Левендеев 1958 çулта çичĕ класс вĕренсе пĕтерет. Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн ялта механизаторта
ĕçлет. Ульяновска пурăнма куçать.
Ленин мемориалне, «Венец», пединститут,
автовокзал çурчĕсене тунă çĕрте бульдозерпа ĕçлет. Вăл «РФ тава тивĕçлĕ строитель» ятне, «Ĕç ветеранĕ», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа» медальсене, Хисеп хучĕсене тивĕçет.
Ялти 8 çул вĕренмелли шкула пĕтерсе Жадовкăри ялхуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном специальноçне илсен Чăнлă районĕнчи колхозра агрономра ĕçленĕ хыççăн Николай Николаевич Саврандеева парти райкомĕпе ĕçтăвкомĕ юлса пыракан Вырăс Чăнлă ялĕнчи Крупская
ячĕллĕ колхоза ертсе пыма ярать. Унта 20 çул тăрăшса ĕçлет вăл, хуçалăха самай аталантарать. Унти çынсем ăна паянччен ырăпа аса илеççĕ.
Владимир Дмитриевич Пртюков ялти шкул хыççăн Кивĕ Улхашра, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра аслă пĕлӳ илет. Салтак хыççăн яла таврăнса ачасене физикăпа вĕрентет. Аслă Нагаткинти
СПТУ директорĕнче вăй хурать, районти электросеть пуçлăхĕ пулать, ун хыççăн облаçри УЭСа куçса управлени
пуçлăхĕн пурлăхпа тата техникăпа тивĕçтерекен çумĕнче тăрăшать. РФ тава тивĕçлĕ электрикĕ ятне тивĕçет.
В.П. Енилов вăтам пĕлӳ Кивĕ Улхаш-
ра илет. Ун хыççăн ялхуçалăх институ-
тĕнче инженера вĕренет. Çартан таврăн-
сан колхозра инженер тивĕçне пурнăç-
лать, ун хыççăн колхоз председателĕ пулать. Вăл тăрăшнипе Çĕнĕ Улхашпа
Чăвашкассине районта чи малтан çутçанталăк газĕ çитет. Ĕçре çитĕнӳсем туса вăл ВДНХан бронза медальне, Чăн-
лă районĕн Хисеплĕ çынни ятне тивĕçет.
Мария Васильевна Борисова – экономика
ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Ульяновскри
политехника университетĕнче вĕрентет.
Алевтина Петровна Долгова 1989 çултанпа Чăваш гуманитари институтĕн-
че ĕçлет, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ,
доцент. ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче вара ял каччисем çар ĕçне вĕренме кайма тытăнчĕç.
Николай Владимрович Седов подполковник
Балашовăри авиаци училищинче вĕреннĕ, летчик 20 çул службăра тăнă. Тĕрлĕ хĕрӳ вырăнсенче пулма тӳр килнĕ унăн. 2-мĕш тата 3-мĕш пусăмлă «За выслугу
лет», «70 лет Вооруженным Силам» медальсене тивĕçнĕ.
Анатолий Архипович Сорокин полковник
Оренбургри зенитлă ракетăсен аслă çар училищине, кайран академи пĕтерет. Валерий Николаевич Долговпа Сергей Александрович Долгов полковниксем иккĕшĕ те академире вĕреннĕ. Валерий Иванович Долгов, Сергей Александро-
вич Елимов – подполковниксем.
Эдуард Валерьевич Утриванов художник-дизайнер Ульяновскри патшалăх
университетĕнче вĕрентет.
Пирĕн ял шкулĕнче вĕреннĕ, аслă пĕлӳ илнĕ çынсем сахал мар. Паянхи вĕренекенсен тĕслĕх илмелли нумай.
Кăçал ялта шкул уçăлнăранпа 105 çул çитрĕ. Тăван шкулта вĕрентекенсене, унта ĕçлекенсене, вĕренекен çамрăк ăрăва юбилей ячĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Ăнăçу, пурне те çирĕп сывлăх, телей, пархатар, пысăк çитĕнӳсем сунатăп. Шкул чысне, унăн ырă ятне упраса пурăнар, ĕçлер, хастар пулар!
 
: 611, Хаçат: 36 (1385), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: