Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Наци ялĕ – халăхсен туслăхĕн палли)
 
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Ульяновскра историллĕ пулăм иртрĕ – «Наци ялĕ» культура комплексĕнче савăнăçлă лару-тăрура чăвашсен кил-çурчĕ уçăлчĕ.
 
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Ульяновскра
историллĕ пулăм иртрĕ – «Наци ялĕ» культура комплексĕнче савăнăçлă лару-тăрура чăвашсен кил-çурчĕ уçăлчĕ. Çĕнĕ çурт уявне нумай паллă та чаплă, сумлă хăна килсе çитрĕ: Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Владислав
Третьяк, Чăваш Республикин элтеперĕ Михаил Игнатьев, Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ
Анастасий, кĕпĕрнаттăрăн пĕрре-мĕш çумĕ Александр Якунин, культура тата вĕренӳ министрĕсем Татьяна Ившинапа Екатерина Уба, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ
Анатолий Бакаев, Ульяновск мэрĕ Сергей Панчин, облаçри мĕнпур наципе культура автономийĕ
сен тата нацисен обществăлла организацисен ертӳçисем.
Чăваш Республикинчен çитнĕ делегаци йышĕнче ЧНК президенчĕ
Николай Угаслов, культурăпа
национальноçсен министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Константин Яковлев, культурăпа искусство çыннисем – чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, чăваш халăх художникĕ Праски Витти тата ыттисем
пулчĕç.
Аса илтеретпĕр: наци комплекс-
не РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи хушăвĕпе «Стратегия государственной национальной
политики РФ на период
до 2015 года» программăпа килĕшӳллĕн тăваççĕ. Ульяновск облаçĕнче «Наци ялĕнче» тăхăр халăх кил-çурчĕ пулмалла: вырăс,
чăваш, тутар, еврей, ингуш, азербайджан, осетин, эрмен тата хĕвелтухăç халăхĕсен. Проектăн тĕп тĕллевĕ – наци культурисене сыхласа хăварасси, аталантарасси тата пуянлатасси.
Сергей Морозовпа Михаил Игнатьева
çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн делегацисем нумаях пулмасть
çĕклеме тытăннă вырăс кил-çурт таврашĕнчи строительство
ĕçĕсене кайса курчĕç, пулас картишĕн проектне ырларĕç. Анастасий
митрополит ĕçе малалла ăнăçлă тăсма пиллерĕ.
Кун хыççăн делегацисем чăвашсен
килĕ еннелле çул тытрĕç.
Чăваш комплексĕнче йывăç çурт (вăлах музей), мунча, банкет ирттермелли
пысăк зал тата хăна çурчĕ пур. Хапхипе картисем хăмаран. Çуртăн чӳрече хашакĕсене, хапхана авалхи чăваш йăлипе эрешленĕ.
Хĕрлĕ хăйăва касма хаклă хăнасем
– Сергей Морозов, Михаил Игнатьев, Владислав Третьяк тата «Инвестрой М» организацин тĕп директорĕ, чăвашсен çуртне хăпартакан Владимир Федоров ирĕк илчĕç.
Çĕнĕ кил-çурта Анастасий митрополит
хăй сăваплă шывпа сапса çутатрĕ.
Саламсем
Чăвашсен çĕнĕ пӳрт уявне пухăннисене
кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ
Владислав Третьяк, Чăваш Республикин Элтеперĕ Михаил Игнатьев
тата УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев саламларĕç.
– Облаçри халăхсен, пур наципе культура автономийĕсен ертӳçисен ячĕпе культурăри пысăк уявпа
саламлатăп. Паян эпĕ çакăнта Чăваш Республикин Элтеперне курма пит хавас. Пысăк тав ăна вăхăт
тупса инçе çула тухнишĕн, çак
пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăн-нишĕн. Чăвашсен кил-çурчĕ уçăл-
ни – питĕ пысăк та паллă пулăм. Ульяновск облаçĕ – чи нумай нациллĕ
регионсенчен пĕри, 120 ытла халăх пурăнать кунта. Вĕсемшĕн пуриншĕн те пирĕн çĕр тăван пулса тăчĕ. Çак «тăван кил» ăнлава кашни наци çыннин чĕри патне çитерме шăпах «Наци ялĕ» культура комплексĕ
пулăшмалла, мĕншĕн тесен кунта кашни халăхăн культури, йăли-йĕркипе пурнăçĕ витĕм-
лĕ курăнмалла. Эпир регионта пурăнакан
тĕп халăхсене хаклатпăр, çав вăхăтрах тĕрлĕ халăхсем пĕр-
пĕринпе туслă та килĕштерсе, пĕр çемьери пек пурăннипе мухтанатпăр.
Чи малтан чăвашсем хăйсен кил-çуртне уçнипе питĕ савăнатăп. Чăвашсем – ырă ĕçсене яланах чи малтан хутшăнакансем, правительство
сĕнĕвĕсене пурнăçлама тăрăшакансем. Облаçри чăвашсен наципе культура автономине çак пысăк ĕçе пурнăçласа паян уяв туса панăшăн, нумай çул пĕрле тухăçлă ĕçленĕшĕн Федоровсен çемйине – Владимир Артемьевича, Артем Владимировича тата Юрий Владимировича
– чĕререн тав тăватăп. Сирĕн тĕслĕхĕрпе вырăссем çурт çĕклеме пикенчĕç. Кĕçех юнашар кӳршĕсем вырнаçĕç – тутарсем, узбексемпе азербайджансем. «Наци ялĕ» комплекс – Ульяновск облаçĕнчи халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕх палли пуласса шанатăп, – терĕ Сергей Иванович.
«Наци ялне» çĕклессипе тунă ĕçсене Чăваш Республикин Элтеперĕ
Михаил Игнатьев пысăк хак пачĕ.
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр.)
– Ульяновск çĕрĕ çинче пулма мана питĕ кăмăллă.Чи малтанах область правительствине наци ялĕ тума çĕр уйăрса панăшăн тав каламалла.
Иккĕмĕшĕ – кунта чăвашсем хамăрăн культурăна, çепĕç чĕлхе-
мĕре аталантарма пултараççĕ, çа-
кăн валли пур майсем те пур. Пирĕн И.Я. Яковлевăн халалне тĕпе хурса пурăнмалла, вăл хушнă пек ырă ĕçсем тума тăрăшмалла. Тав калатăп
Олег Мустаева. Вăл малашне те пĕтĕм халăхпа пĕрле пулса ырă ĕçсемпе савăнтарасса шанатăп.
Ĕмĕртен пирĕн несĕлĕмĕрсем çамрăк ăрăва чунлăха, çынлăха вĕрентнĕ тата çемьери йăла-
йĕркене çирĕп тытса пыма халалланă.
Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – çавсене хамăр ачасене парса
хăварасси, вĕсене пĕчĕк тата аслă
Тăван çĕршыва юратма, кӳршĕ-
семпе туслă пурăнма хăнăхтарас-
си. Чун пархатарлăхĕпе кăмăл-сипет вăйĕ çынна ырă та тивĕçлĕ ĕçсем тума хистет. Çавăнпа та чăваш çуртне уçнă çĕрте Чĕмпĕр тата Çĕнĕ Спасск митрополичĕ Анастасий пулни питĕ савăнтарать. Регионта нацисене сыхласа хăварма
пур майсем те туса панăшăн, нацисен туслăхне çирĕплетнĕшĕн эпĕ область ертӳçине питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Паян Ульяновск
облаçĕ – Раççейре чи ăнăç-
лă аталанса пыракан регионсен-
чен пĕри. Эпир, кӳршĕсем, пĕр-
пĕринпе яланах туслă пулнă. Çа-
вăнпа та сирĕн çитĕнӳсемшĕн савăнатпăр, сирĕнпе мухтанатпăр, сиртен вĕренетпĕр, – терĕ вăл.
Çĕнĕ пӳрте пушă алăпа çӳременнине
палăртса элтепер картина парнелерĕ.
Владислав Третьяк çавăн пек историллĕ пулăма хăйне хутшăнма тӳр килнĕшĕн савăннине пытармарĕ.
РФ Патшалăх Думин депута-
чĕсен ятĕнчен саламларĕ. Нумай нациллĕ çĕршыва çĕнтерме йывăррине,
çакна Рио-де-Жанейрăри Олимпиада лайăх кăтартнине палăртрĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев чăваш халăхĕ ырă та паттăр,
ĕçчен те пултаруллă, вăйлă та хăватлă пулнипе наци кил-çуртне пĕрремĕш çĕклесе лартнине палăртрĕ.
– Пирĕн хăватлă И.Я. Яковлев
19-мĕш ĕмĕртех Чĕмпĕрте чăваш шкулне уçнă, халăха çутта кăларма интеллигенци хатĕрленĕ. Халĕ те эпир ума пысăк тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшатпăр,
малаллах талпăнатпăр. Паянхи уява Михаил Васильевич
Игнатьев килсе çитни пире пушшех те хавхалантарать, ырă ĕçе пурнăçлама нимĕнле чикĕ те чăрмантарайманнине çирĕплетет. Историе эпир хамăр тăватпăр. Паянхи
кун – чăн-чăн истори, – терĕ.
Экскурси чăваш çуртĕнчен, музейран, тытăнчĕ. Çĕнĕ пӳрте кĕмелли йăлана Аслă Нагаткинти «Шанăç» ансамбль кăтартса пачĕ. Шалта вара хăнасене кил хуçи хĕрарăмĕсем кĕтсе тăчĕç: аслă-
раххисем алă ĕçĕпе аппаланса ларчĕç, кинĕ ачине сăпкара сиктерчĕ.
Музейри экспонатсен пуянлăхĕ
нчен пурте тĕлĕнчĕç.
Хăнасем мунчана, хăна çуртне кĕрсе курнă хыççăн регионсен пуçлăхĕсем картишĕнче асăнмалăх йывăç лартрĕç. Çак ĕçе вĕсем чăваш ывăл-хĕрне те явăçтарчĕç.
Журналистсемпе тĕл пулса интервью
панă хыççăн регионсен ертӳçисем чăваш общественноçĕпе тата облаçри мĕнпур наципе культура
автономийĕсен ертӳçисемпе калаçу ирттерчĕç. С. Морозов чăваш халăхне паянхи уявпа саламларĕ,
М. Игнатьев Яковлев вăхăтĕнче чăваш шкулĕсем уçăлнине, интеллигенци йĕркеленнине, çакна пирĕн шкул ачисемпе студентсене аса илтерсех тăмаллине палăртрĕ. Валери Туркай Сергей Морозова
чăваш классикĕн Константин Ивановăн произведенине – çичĕ чĕлхене куçарнă «Нарспи» кĕнеке – парнелерĕ.
Анастасий митрополит пиллесе çĕнĕ пӳрте турăш – Сыхлакан Турă элчин сăнĕ – парнелерĕ.
Анатолий Александрович Бакаев
хăй чăваш чĕлхине вĕреннине пĕлтерчĕ.
– Юрататăп эпĕ чăваш халăхне, икĕ-виçĕ çул ĕнтĕ чăваш чĕлхине вĕренетĕп. Вăл француз, итал чĕлхисенчен йывăртарах. Чăваш
чĕлхи пире пĕрремĕш Чечня вăрçинче çăлчĕ. Ман тавра мĕнпурĕ чăвашчĕ. Тăшман пирĕн салтаксем пĕр-пĕринпе калаçнине ăнланмастчĕ,
– аса илчĕ вăл чăвашсене тăван чĕлхене вĕренме сунса.
Мемцентрти уяв
Чăваш кил-çуртне уçнипе çыхăннă
Чӳклеме уявĕ Ленин мемориалĕн пысăк залĕнче иртрĕ.
Ульяновск хулин кунне уявланă çĕре хутшăннă хыççăн мемцентра чăвашсене саламлама каллех кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов тата Чăваш Республикин Элтеперĕ Михаил
Игнатьев килсе çитрĕç.
– Çывăх юлташсем хушшинче пушшех çывăхраххи пур теççĕ. Çывăхраххи пирĕншĕн – Чăваш Республики. Паян пирĕн виçĕ уяв – Ульяновск хулин кунĕ, чăвашсен кил-çуртне уçни тата çĕр ĕçченне
мухтамалли, сума сумалли, чысламалли Чӳклеме уявĕ. Эпир 1 миллион та 400 пин тонна тырă пухса илтĕмĕр. Çĕр ĕçченĕсене чыс та мухтав!
Чăвашсен наципе культура автономийĕ
наци кил-çуртне ыттисенчен
маларах уçма пултарнипе эпĕ питĕ савăнатăп. Эпир чăваш халăхĕн чаплă ывăл-хĕрне нихăçан та манмастпăр. Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. Паян чăвашсемшĕн чунне парса ĕçлекенсем – Владимир Сваев, Олег Мустаев, Илья Арланов, Зинаида
Портнова. Çаплах манăн сире çапла чĕнсе калас килет: çуралакан ачасене хăвăрăн ентешĕрсен, паллă çынсен, ячĕсене хурăр.
Шаларах шырасан пиртен кашнинче
сирĕн халăхăрăн юнĕ юхать, кунпа мухтанмалла кăна! – терĕ Сергей Морозов.
Михаил Игнатьев атте-анне вĕрентĕвне тĕпе хурса чăваш Тăван çĕршыва юратса ӳснине, кӳршипе туслă пурăннине, ваттисене хисепленине,
пĕчĕккисене сума сунине палăртрĕ. Хула кунĕнче хăй ульяновецсемпе
тĕл пулса калаçнине, çынсен сăн-питĕнче савăнăç ялкăшнине
пĕлтерчĕ. Чĕмпĕр çĕрĕ çинче уйрăм вăй-хăват пулнипе кашни чăваш телейлĕ пуласса шаннине палăртрĕ.
Чыслав
Регионсем хушшинчи нумай çулхи çыхăнăва тытса пынăшăн, халăхсен туслăхне çирĕплетнĕ ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн область правительстви Чăваш Республикин Элтеперне Михаил Игнатьева Туслăх
медалĕпе наградăларĕ.
Ялхуçалăхри пысăк çитĕнӳсем-шĕн кĕпĕрнаттăрăн Хисеп хутне Павел Узикова (Чăнлă районĕ, «Рассвет» хуçалăх) пачĕç.
Кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне фермер хуçалăхĕн ертӳçисем – Илья Арланов (Кăлаткăпуç районĕ), Владимир Ледюков (Чăнлă районĕ) тата Виталий Терентьев комбайнер (Чартаклă районĕ)* чăваш чĕлхине упранăшăн тата общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн Алевтина Алюкова (Ульяновск, 15-мĕш вулавăш) тата Галина Прилучных (Ульяновск, 30-мĕш гимнази) тивĕçрĕç.
Чăваш Республикин Элтеперĕ те парнесĕр килмен. Вăл УОЧНКА председательне Олег Мустаева, «УльяновскЦентргазст рой» организацин
тĕп директорне Артем Федорова тата унăн çуммине Юрий Федорова сехет парнелерĕ.
Шупашкартан килнĕ артистсен пысăк ушкăнĕ малтан Ульяновск хули кунне уявланă çĕре хутшăнса чылай çĕрте концерт панă. Кăнтăр
иртсен вара вĕсем – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, патшалăх филармонийĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» эстрада ушкăнĕ, Людмила
Семенова юрăçă тата баянпа калакан Георгий Сорокин – Ленин мемориалĕн сцени çинче чăвашсене
савăнтарчĕç.
Юлашкинчен С.И. Морозов
ятĕнчен артистсене пысăк карçинкка чечек парнелерĕç.
 
: 120, Хаçат: 37 (1386), Категори: УОЧНКА

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: