Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку вĕренӳ çулĕнче Кунтикаври вăтам шкула 47 ача çӳрет, вĕсенчен иккĕшĕ – 1-мĕш класа. 2013 çултанпа директорта А.В.Еленкина вăй хурать. Пурĕ вара унăн педагог стажĕ 12 çул.
Пирĕн калаçу тӳрех чăваш чĕлхине вĕрентесси пирки пуçланса кайрĕ. Ку ĕç-пуçпа чăваш чĕлхине тата литературине илсе пыракан Н.А.Сидорова паллаштарчĕ. Вăл Ульяновскри патшалăх пединститутне
пĕтернĕ, ку шкулта 2005 çултанпа ĕçлет, пилĕк çул чăваш чĕлхипе литератури предмечĕ
сене вĕрентет. Çаплах виççĕмĕш çул завуч тивĕçĕсене пурнăçлать.
– Эпир 1-мĕш класра чăвашла вĕрентместпĕр. Ку предметсем 2-мĕш класра тытăнаççĕ. 2-9-мĕш классенче 2 урок чăваш чĕлхи тата 1 урок литература. 10-11-мĕш классенче вара 2 урок– литература. Унччен пирĕн чăвашла вĕренмелли кĕнекесем çитместчĕç, йывăрлăхсем пурччĕ. 2009 çулта вара пире, Чăнлă районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене вĕрентӳçĕсен пĕлĕв-
не ӳстерекен институтри В.А.Архипова автомашина
тытса Шупашкара илсе кайрĕ. Унта хамăра кирлĕ кĕнекесене туянтăмăр. Пĕлтĕр кĕнекесем туянма Чăнлă район администрацийĕ укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Кам заказ панă – çав кĕнекеллĕ пулчĕ. Халĕ ку йывăрлăхсем сирĕлчĕç ĕнтĕ, кĕнекесем çите-
лĕклĕ. Кирлисене почта урлă та çырăнса илет-
пĕр, – каласа парать Наталья Анатольевна.
Кунта акă мĕн каласа хăвармалла: ку ялта пĕтĕмпех чăвашсем пурăнаççĕ пулсан та ачасем шкулта та, урамра та, килте те ытларах вырăсла калаçаççĕ. Ку паян тытăннă ĕç мар, вăл чылай çул тăсăлать ĕнтĕ. Çавăнпа шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме çăмăл мар.
Çапах та 11-мĕш класра вĕренекен Владимир Еграшкин пĕлтĕрхи вĕренӳ çулĕнче чăваш чĕлхи олимпиадинче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çаплах ачасем облаçри «Пĕчĕк çăлтăр» конкурса хутшăннă, Ульяновска «Путене» фестивале те çиччĕн кайнă.
Пирĕн калаçу вăхăтĕнче класа шкул директо-
рĕ пырса кĕчĕ. Вăл чи лайăх паллăпа кăна вĕренекен ачасен хушамачĕсене каласа тухрĕ: Ульяна Маслова (3-мĕш класс), Дария Парамонова
(4), Виктория Казакова, Глеб Еленкин, Яна Сидорова (5), Анастасия Тихонова (6), Елена Тихонова (7), Елена Сидорова (9). Вĕсем общест-
вăлла пурнăçра та хастар, яланах тĕрлĕ меро-
приятисене хутшăнаççĕ, ертсе пыраççĕ.
Чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче
чăваш çыравçисен стенчĕ пур, çакăнтах Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов тата ытти классиксен
кĕнекисене курма тăратса хунă. Облаçри çыравçăсен кĕнекисем те пур: В.Тарават, А.Юман, А.Чебанов, А.Ырьят, А.Богатов, В.Деменкова, Н.Ларионов.
Спорт енĕпе те аптрамаççĕ Кунтикав шкулĕнче. 11-мĕш класра ăс пухакан Николай Петров чупса облаçри ăмăртура 3-мĕш вырăн илме пултарнă. Александр Сошниковпа (9-мĕш класс) Виктория Тарасова та (8) ăмăртусенче мала тухаççĕ, шкул чысне хӳтĕлеме района та каяççĕ.
Кăçал ку шкулта вырăнти фермерсен вăйĕпе юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çурт тăррине витнĕ. Ку ĕçре чи пысăк пулăшу параканни – Л.В.Еленкин, вăл 100 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл çаплах кашни çул 1-мĕш класа килекен ачасене парне парса савăнтарать.
В.А.Тихонов, Л.В.Сидоров, А.Ю.Лазарев, С.А.Клопков фермерсем те юсав ĕçне хăйсен
тӳпине хывнă.
– Вĕрентӳçĕсем хăйсен ĕçне тăрăшса тăваççĕ. Пурте пур шкулта. Ача сахалтараххи çеç пăшăрхантарать
пире. Çавăнпа çамрăксене яла килсе пурăнма чĕнетĕп. Ун чухне ял урамĕсем те, шкул класĕсемпе коридорĕсем те ача-пăча сассипе тулĕç,– тет Алена Викторовна Еленкина директор сывпуллашнă май.
 
: 608, Хаçат: 37 (1386), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: