Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ылтăн кĕркунне çывхарса килет. Çăвĕпе кам мĕнле пахча-çимĕç ӳстернине тĕрĕслемелли вăхăт.
Асанне лартнă çĕрулми лайăх çитĕннĕ. Ăна кăларма
вăхăт нумай та юлмарĕ. Çав сăлтавпа ĕнтĕ сухапуç тытакана, мишук йăтакансене ывăннă хыççăн çăмăлтарах пултăр тесе йăлана пĕлекен кинемей лавккаран икĕ кĕленче çутă эрех илсе килчĕ. Кирлĕ япалана ал айĕнче пултăр тесе кă-
мака кĕтессине курăнман вырăна лартса хучĕ.
Çакна туйса-ши е эрех шăршине сиссе-ши –
аппăшĕ патне шăллĕ пырса кĕрет. Шыракан
тупать теççĕ. Мĕн тума шăп кăмака кĕтессине пăхмалла пулнă Иванăн/ Хăй кăна пĕлет. Унта
икĕ кĕленче ларнине курать те пĕрне вăрттăн кĕсйине чиксе хурать.
– Акка, мĕнле сывлăхсемпе тăратăн/ Эпĕ тахçантанпах сирĕн патăрта пулманччĕ, çав сăл-тавпа пĕр кĕленче эрех илсе килтĕм. Сĕтел çине
мĕн те пулин хатĕрле-ха эппин, – тесе сĕтел
хушшинче вырнаçса ларчĕ тахçан пулман хăна.
– Ах, Иван, мĕн пулнă сана, миçе çул пурăнса
та эсĕ пирĕн пата пĕрремĕш хут кучченеçпе килетĕн! – тĕлĕнет асанне.
– Хăçан та пулин манăн та маттур пулас килет. Атьăр, пĕр черкке пушатар-ха, юратнă акка, – сĕнӳ парать тултарнă черккисене кашни умне лартса.
Калаçу пуçланса кайрĕ. Кинемей кăмăлĕ çемçелчĕ пулсан та иккĕмĕш черккине ĕçмерĕ. Хăналаканни иккĕмĕшне ĕçрĕ те:
– Акка, çитĕ, эппин, ку юлашкине илсе хур ĕнтĕ. Тепре килсен хăналанăпăр, – терĕ.
– Мĕн пулнă сана паян, Иван/ Хăна та турăн, ĕçсе ярайман эрехе те парса хăваратăн. Тĕлĕнмелли кăна юлчĕ.
– Сывă пулăр, тепре киличчен, нумай кĕттермĕп. Часах тата килĕп, – тесе кушак пек ерипен тухса шăвăнчĕ чее кукаçи.
Асаннен савăнмалли кăна юлчĕ. Вара çĕрулми кăларма икĕ кĕленче илнĕччĕ, тата çур кĕленче кĕтмен çĕртен тупăнчĕ. «Çĕрулми кăларакансене çитет», – тесе кăмака кĕтессине уттарчĕ. Тинех тавçăрса илчĕ асанне Иван мĕншĕн лайăх енне улшăннине. Вăрçĕччĕ ĕнтĕ чее кукаçее, анчах вăл тахçанах куçран çухалнă. Шăллĕ те хăйĕн сăмахне тытаймарĕ – нумай вăхăт хушши аккăшĕ патне килмесĕр пурăнчĕ.
«Куçĕ курмасть», – теççĕ ун пеккисене.
 
Ульяновск хули.
 
: 538, Хаçат: 37 (1386), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: