Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Петĕр пичче – пĕччен арçын. Вăлкивĕрех пӳртре пурăнать, анчах ун патне ял-йыш яланах пырса çӳрет. Ырă кăмăллă çын вăл. Алли те ылтăн, платник-столяр ĕçне лайăх пĕлет. Вăл çынсем валли сухапуç, тачка-урапа, пуртă-пăчкă, кĕреçе-сенĕк, сава-пăра хăй аллипе туса хатĕрлесе хунă. Хуть
кам ыйтма пырсан та парса ярать вăл япалисене. Вĕсем валли ятарласа
туса хунă-çке! «Усă курччăр,ĕçлеччĕр. Хавшанă сывлăхпа халь тем туса пулăшаймастăп ĕнтĕ вĕсене. Ман уссăм çавă пултăр кӳршĕ-аршăшăн,
ял-йышшăн»,– тет вăл ăшă кăмăлпа.
Сывлăхĕ, чăнах та, Петĕр пиччен аванах мар. Вăл Аслă вăрçă вучĕ урлă тухнă, унта сапер пулнă. Урăхла каласан – малтан пире тапăнса килекен фашистсен
çулне минăсем лартса пӳлнĕ, каярах вара тăшмансем лартса хăварнă минăсене тупса сиенсĕрлетнĕ, хамăр салтаксем валли малалла çул уçнă. Ун çумĕнче яланах шанчăклă тусĕ– Казбек ятлă йытă– çӳренĕ. Мĕн чухлĕ мина тупман
вĕсем иккĕшĕ, мĕн чухлĕ хамăр салтаксен
пурнăçне çăлса хăварман! Вăрçă пĕтес умĕн вара, Берлина çитеспе, вĕсен ротине тăшмансем тупăсемпе пеме тытăнаççĕ. Çак çапăçура снаряд çывăха ӳксе çурăлнипе Петĕр вăйлă аманать, тăнне çухатать. Тăна кĕрсен вара вăл хăрушă хыпар илтет: ун йытти вилнĕ! Çапла вăл тăватă ураллă çывăх тусне çухатать. Çакă аманнă салтака хăй суранĕсенчен те ытларах ыраттарчĕ. Виçĕ уйăх сипленчĕ вăл госпитальте, çапах ура çине тăчĕ.
Часах вăрçă вĕçленет те – Петĕр тăван ялне таврăнать. Халĕ ун сывлăхĕ унчченхи пек мар: пуçĕ час-час ыраткалать,
ури суранĕ юхать, ăна яланах мазь сĕрсе çыхса çӳремелле. Сивĕ окопсенче,
шурлăхсенче тăшман пульлинчен пытанса выртнисем те хăй çинчен аса илтереççĕ: фронтра шăнса пăсăлнипе халĕ Петĕр пичче сывлăш тухманнипе нушаланать. Вăрçăран килсен Петĕр савнă мăшăрĕпе нумаях та савăнса пурăнаймарĕ – Анна шăнса пăсăлнипе вилсе кайрĕ. Вăл хирте ĕçлесе пăшăхнă хыççăн çырмана анса çăл шывĕ ĕçнĕ, çавăнтан ӳпке чирне кайнăччĕ.
Çапла вара Петĕр пĕр-пĕччен юлчĕ – çывăх тăванĕсем те, ачисем те çук. Сурăх-качака, чăхăсем пур-ха килте, анчах вăл çак вăхăтра хăйĕн чунĕ валли йытă çитменнине туйрĕ. Аллă çултан иртнĕ арçын вара салтакри тăватă ураллă тусне – Казбека аса илчĕ. Унăн тинкерсе пăхакан ăслă куçĕ вăрçăра пулнă çынна канăç памарĕ: «Эпĕ тăван çĕршыва таврăнайрăм хуть, вăл вара ĕмĕрлĕхех ют çĕрте выртса юлчĕ. Эх, ăслă йытăччĕ! Эх, мĕскĕн... Малалла мĕн тумаллине ман куçран пăхсах ăнланатчĕ
вĕт...»
Тепĕр кун Петĕр чăтаймарĕ, урамра выляса çӳрекен ачасене чĕнсе илчĕ те: «Атьсем, пĕлетĕр-и, мана йытă çури кирлĕ. Эсир ялта камăн та пулин йытти çăвăрланине илтмен-и/ Тупсан мана кӳрсе парăр-ха. Эп сире тутлине çитерĕп»,– терĕ йăвашшăн.
Кăштах вăхăт иртсен ачасем ун патне шурă çура йăтса килсе пачĕç. «Петĕр пичче, унта тата пур. Кирлĕ пулсан тата иккĕ кӳрсе пама пултаратпăр!» – терĕç лешсем пĕр-пĕрне пӳлсе.
Петĕр: «Мана чун валли пĕрре те çитет, темиçе пулсан пăхса ӳстерме те йывăртарах пулать мана, чирлĕ çынна. Тавтапуç сире, маттурккасем!»– терĕ.
Унтан ачасене пӳртне илсе кĕрсе сахăрпа чей ĕçтерчĕ, хăй пĕçернĕ кукăльсемпе
хăналарĕ.
Икĕ уйăха çитсе пыракан йытă çурине
мĕнле ят парас пирки Петĕр пичче шутласа та тăмарĕ – Шураçка!
– Кӳршĕсен Хураçка пур, манăн Шураçка пулать!– терĕ вăл хĕпĕртесе.
Ку çура та ӳссе çитсен вăрçăри тусĕ пек ăслă та хăюллă пуласса шанчĕ. Килте качака пурри вара ĕçе самаях çăмăллатрĕ – ăна суса илет те йытă çурине ĕçтерет.
Çулла Петĕр пичче шапа хупахĕ пуçтарса типĕтсе хурать, хĕлле вара ăна чей вырăнне вĕретсе ĕçет. Ку сывлăш тухманнинчен пулăшать. Ытти курăксемпе
те усă курать вăл. Йытти вара ун хыçĕнчен кантрапа çыхса хунă пекех çӳрет. Хуçи çакăн пек шанчăклă юлташ тупăннăшăн питĕ хĕпĕртет.
– Халĕ йытă маншăн– çур пурнăç. Вăл пулман пулсан мĕнле пурăнăттăмччĕ-ши паян/– тет вăл кӳршисем умĕнче тăватă ураллă тусне мухтаса.
Икĕ çултан йытă ӳссе çитрĕ, Петĕр шутланă пекех ăслă пулчĕ. Малтан вăл кĕтӳ кĕтсе илме хуçипе тухатчĕ, кайран
ку ĕçе хăех тума вĕренчĕ. Кĕтĕве хирĕç чупса каять те хăйсен сурăхĕсене ыттисем хушшинче палласа илет, кĕтӳ çумĕпе чупса пырать. Килне çитеспе вара хăйсен сурăхĕсем хыçне тăрать
те картиш алăкĕ патнелле хăвалать, ытти çĕре юлма памасть.
...Çапла вуникĕ çул туслă пурăнаççĕ ĕнтĕ Петĕр пиччепе Шураçка. Вăхăт иртнĕçемĕн Петĕр пиччен сывлăхĕ самаях
хавшаса килчĕ, ун чĕри те ыратма пуçларĕ. Ун сĕтелĕ çинче халь пĕр купа эмел, кунне темиçе хут та ĕçме тӳрĕ килет. Йытти те унчченхи пек йăпăр-япăр мар ĕнтĕ, вăл та ватăлса пырать, ытларах чухне канса выртать.
Пĕррехинче кĕркунне енне Петĕр пĕрле шкулта икĕ класс пĕтернĕ Тимахви
патне кайса калаçса ларма кайма шутларĕ. Типĕтсе хунă сиплĕ курăксем илчĕ вăл юлташне хăналама. Тимахви çак урамăн тепĕр вĕçĕнче пурăнать.
Килĕнчен тухсан Петĕр кӳршĕ Уççана курчĕ. Ăна вăл: «Тимахви патне çитсе килем-ха, тахçантанпа курман ăна»,-тесе хăварчĕ.
Пĕтĕрпе пĕрле йытти те пычĕ, хуçи Тимахви пӳртне кĕрсе кайсан вара вăл ăна пусма умĕнче кĕтсе выртрĕ.
Чылайччен аса илсе ларчĕç юлташсем
чей ĕçнĕ май ача чухнехисене. Петĕр чунне йĕп пек чышса ыраттараканнисем
те пулчĕç калаçура: ачаллах тăлăха юлни, çăкăр татăкĕшĕн кунĕпе пуянсем патĕнче ĕçлени, хăрушă вăрçă çулĕсем, арăмĕнчен пĕччен юлни... Ун куçĕ хăйпе хăй куççульпе шывланчĕ. Петĕр калаçу вĕçленеспе пĕр вăхăт чĕри тĕлĕнчен тем чĕпĕтсе илнине туйрĕ те хуллен килне кайма пуçтарăнчĕ.
Вăл пӳртрен тухрĕ те хăйне кĕтсе выртакан
йыттине курчĕ. «Атя кайрăмăр, тусăм, тем чĕре йăшса илчĕ-ха. Атя киле çитер хăвăртрах, эмел ĕçсе ярасчĕ хуть»,– терĕ вăл айванланакан, ăшне путса килекен сассипе.
Петĕр килĕ еннелле утнă май вăйĕ пĕтсе пынине туять. Пырсан-пырсан арçын сулăнса кайрĕ, унтан пĕр вăхăт чарăнса тăрса канчĕ те хуллен малалла утрĕ. Йытти вара хуçине çул кăтартса малта пырать, ăна васкатасшăн пек пулса ялан çаврăнкаласа пăхать. Килне
çитме те 5-6 пӳрт кăна ĕнтĕ... Акă Пĕтĕрĕн чĕри яшлатса чиксе кайрĕ, куçĕ-пуçĕ хуралса килчĕ. Вăл каллех утма чарăнчĕ, кăштах сывлăш çавăрса яма шутларĕ. Çак вăхăтра вăл ури шăнăрĕ
сем çемçелнине, алли-ури хăйне итлеменнине туйса илчĕ. Унтан çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Йытти тӳрех хуçин пичĕ патне чупса пычĕ те ăна çулама тытăнчĕ. Леш хускалмасть,
аяк пĕрчи çинче пĕкĕрĕлсе выртать. Йытă ун йĕри-тавра темиçе хут та чупкаласа çаврăнчĕ ĕнтĕ, вĕре-
вĕре те илчĕ. Усси çук – хуçи тăмасть. Каçхи сулхăн çил кассăн-кассăн килсе çапăнать, Пĕтĕре шăнтать. Вăл чĕтреме пуçларĕ.
Йытă каллех хуçин питне пырса çуларĕ, анчах лешĕ хускалмасть те, чĕнмест те. Шураçка пĕр вăхăт пăхса тăчĕ те– килĕ еннелле вирхĕнчĕ! Ки-
лĕнче никам та çуккине пĕлет-ха вăл, çавăнпа чӳречинчен краççын лампи çути курăнакан кӳршисен хапхи умне çитрĕ. Чӳрече енне пăхса темиçе хут вĕрчĕ, унталла-кунталла чупкаларĕ.
Ун сассипе хуçисен йытти те вĕрсе
ячĕ, кайран вĕсен çумне касăри ытти йытăсем те хутшăнчĕç. Йытăсем мĕншĕн ушкăнпа вĕреççĕ-ха тесе кил хуçи– Уççа урама тухрĕ. Вăл тӳрех Петĕрĕн йыттине палласа илчĕ.
«Мĕншĕн пирĕн пата килсе вĕрет-ха вăл/»– çиçсе илчĕ шухăш ун пуçĕнче. Унтан вăл Петĕр пӳрчĕн чӳречисене пăхрĕ те çутă çуккине асăрхарĕ.
«Петĕр паçăр Тимахви патне каятăп терĕ вĕт, ăна çул çинче тем пулман-ши/» – ырă мар шухăш килсе кĕчĕ Уççа пуçне.
Унтан вăл пӳртне кĕрсе çемйине çакăн çинчен каласа пачĕ. Вара вĕсем икĕ ывăлĕпе пĕрле васкаса тăхăнса урама тухрĕç. Йытă çаплипех ун-кун кумать: пĕрре урам тăрăх вĕрсе чупса каять, тепре Уççасем патне вирхĕнсе килет.
– Атьсем, атя йытă хыççăн каяр. Петĕр çавăнта пуль, тем амакĕ пулнă пек туйăнать,–
калаçса пырать Уççа.
Йытă çул çинче выртакан Петĕр патне чи малтан чупса çитрĕ, тĕттĕмре хăйсем ăçтине палăртса темиçе хут вĕрчĕ.
Кӳршин ывăлĕсем Петĕре икĕ ху-
лĕнчен хăйсем çине çакса унăн килне çитерчĕç. Алăкне вăл нихçан та çăрапа
питĕрмен, йывăç сăлăп кăна хунă.
Ырă чунлă кӳршисем Петĕр пиччĕш-не пӳртне кĕрсе вырттарчĕç, унтан тепĕр урамра пурăнакан фельдшера чĕнсе килчĕç. Вăл килсе кĕрсен чирлĕ çынна эмел пачĕ. Тепĕртакран Петĕр хуллен калаçма тытăнчĕ. Хăйне мĕн пулнине ăнланса илнĕ хыççăн ун куçĕ шывланчĕ.
Петĕре икĕ эрне кӳршисем пăхрĕç, шыв ăсса кĕрсе пачĕç, килĕнчен апат илсе килсе çитерчĕç. Чирлĕ çын кунне пĕрре йыттине курма картишне çеç тухса кĕретчĕ. Пĕррехинче вара Петĕр пичче картиш ĕнчи пусма картлашки-
сем çине тухса ларчĕ те тăватă ураллă тусне чĕнсе илчĕ. Унтан ăна пуçĕнчен, çурăмĕнчен аллипе ачашласа, хуллен сăтăркаласа чун-чĕринчен калаçрĕ:
– Эх, Шураçка... Эпир ку пурнăçра пĕр-пĕринсĕр пуçне никама та кирлĕ мар вĕт халĕ... Эсĕ мана кирлĕ те – эпĕ сана кирлĕ... Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса чылаях пурăнтăмăр эпир. Эс мана вилĕмрен çăлтăн, нумай çул ман çумра пулса ĕмĕрĕме тăсрăн. Эс пулман пулсан эп кун чухлĕ пурăнаяс та çукчĕ. Саншăн пурăнма тăрăшрăм эпĕ. Анчах ман кунсем кĕскелсе пыраççĕ ĕнтĕ. Кун пек сывлăхпа эпĕ нумаях пурăнас çук. Халĕ нимĕнрен ытла саншăн пăшăрханатăп,
тусăм. Хам санран малтан вилесрен
питĕ хăратăп. Хам çут тĕнчерен уйрăлнăшăн мар, эс ку тĕнчере пĕччен юлнăшăн. Килĕрен киле çӳрĕн вара... Анчах сана кам апат парĕ-ши, ман пек кам пуçунтан аллипе шăлса ачашлĕ-ши/ Ман пек кам ачашшăн чĕнсе илĕ-ши малашне сана хăй патне/ Ял тăрăх шăмă татăкĕсем шыраса çӳрĕн-ши вара/ Усал çынсем сана чулпа ывăтса перĕç. Çынна çын та шеллемест те ку тĕнчере– хуçасăр йытта кам шеллетĕр/ Питĕ
чĕре ыратать çакăн çинчен шухăшласассăн...
Чĕрем татăлса анать...
Хуçи калаçнине йытă тимлĕн итлерĕ, ăна куçĕнчен тинкерсе пăхса выртрĕ.
Пӳрте кĕрес тесе тăма пикенсен вара Петĕр пиччен ури вăйсăрланчĕ – вăл çĕкленеймерĕ. Сасартăк чĕри тĕлĕнчен аллипе тытрĕ те пуçне алăк урати çине хучĕ, хускалми пулчĕ. Шураçка хăйĕн хуçине мĕн пулнине тӳрех ăнкарса илчĕ те хапха айĕнчи шăтăкран вир-
хĕнсе тухса каллех Уççа пӳрчĕ умне чупса кайрĕ, хытă вĕрме пуçларĕ...
Часах Петĕр патне кӳршисем килсе пăхрĕç те васкаса фельдшера чĕнме кайрĕç. Фельдшер Петĕр патне кĕрсе кайнă вăхăтра Шураçка пӳрт умĕнче выртатчĕ.
Пăртакран Петĕр килне ытти кӳршисем
те пухăнчĕç. Пурте мĕнле те пулин пулăшасшăн чирлĕ çынна. Хăшĕ шыв ăсса кĕрет, тепри хăйсен килне эмел илме чупать. Ыттисем пĕччен çынна шеллесе калаçрĕç.
Çак вăхăтра урамра автомашина сасси илтĕнсе кайрĕ.
Унччен те пулмарĕ – йытă хыттăн хăйк! туса çухăрса ячĕ. Ку сасă Петĕ-рĕн ыратакан чĕрине сăнă пекех тăрăнтарчĕ.
– Шураçка сасси вĕт ку... Мĕн пулчĕ ăна/ – айванрах сасăпа ыйтрĕ вăл.
Пӳртрисем чӳречерен урамалла пăхрĕç. Унта машина чарăннă: ун айĕнче Шураçка выртать, хускалмасть...
Урамран пĕр çын васкаса кĕчĕ те: «Шураçка чиперех выртатчĕ. Тăрук ним кĕтмен çĕртен автомашина айне вирхĕнсе кĕрсе кайрĕ те кустăрма айне пулчĕ!» – терĕ тĕленнине пытараймасăр.
Йытти вилнĕ хыпара илтсен вырăн çинче выртакан Петĕр пичче малтан питĕ хурланчĕ, унтан ăна çăмăл пулса кайрĕ.
– Эпир унпа калаçнăччĕ... Сисет вăл малалла мĕн пуласса... Халĕ эпĕ нимрен те хăрамастăп ĕнтĕ...– терĕ вăл хуллен.
Петĕр вырăн çинчен урăх тăраймарĕ, каç енне унăн чĕри тапма чарăнчĕ...
 
: 86, Хаçат: 37 (1386), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: