Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Галина Сергеевна Тихонова Çĕнĕ Ульяновскри “Жилкомхоз” организацире изолировщица пулса ĕçлет. Çак йывăр ĕçре нумай çул вăй хурать вăл.
-Пирĕн ĕç хĕрарăм валли мар ĕнтĕ. Арçынсем йывăр тесе ĕçлесшĕн мар. Тата кĕленче тусанĕ куçа кĕрет теççĕ. Эпир хăнăхнă та – ĕçлетпĕр,- тет сăпайлăн Галина Сергеевна.
“Изолировщик” - çĕр çийĕпе хваттерсене вĕри шыв тата ăшă илсе пыракан пăрăхсене сивĕнесрен ăшă кăларман материалсемпе чĕркет. Çĕнĕ Ульяновскпа ун çывăхĕнчи Липки, Криуши, Мелзавод ялсенче тата Çĕнĕ Ульяновскри харпăр çурчĕсемпе пурăнакансен вырăнсенче çак ĕçе икĕ хĕрарăм туса тăрать. Пĕри вĕсенчен – Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă Галина Тихонова.
-Унччен ĕçлеме пушшех йывăрччĕ. Пăрăхсене чĕркемелли пĕр материал кăначчĕ – стекловата. Вăл куçа та кĕрет, алла та, пите те чĕпĕтетчĕ. Халь ку енĕпе çăмăллăх пур. “Урса” текен материал чикмест хăть. Пире хамăр организацире эрнене ĕç параççĕ. Эпир вара ĕçтешĕмпе ăна пĕр кунта пурнăçлатпăр. Вăл та ĕçре ман пекех пит харсăр. Тĕрĕссипе, хамăра “Жилкомхозри” маçтăр ĕç хушасса кĕтсе тăмастпăр. Пĕр-пĕр çĕрте пăрăхсем çаралнине курсан часрах унта кайса чĕркетпĕр. Пирĕн ĕçе пурĕпĕр урăх никам та тумасть. Мĕншĕн хушасса кĕтмелле. Ĕç пирĕн тупăнсах тăрать. Анчах пĕр çĕрте пăрăхсене чĕркетпĕр, тепĕр эрнерен пăхан та – çаралнă. Ачасем выляса вĕсене çунтараççĕ е аслисем килти хуçалăх валли сӳсе илеççĕ. Кун пекки те пулкалать,- ĕçĕпе паллаштарать чăваш хĕрарăмĕ.
Галина Сергеевнан пĕрре те ĕçре ларса канма вăхăт çук. Ырă чунлă хĕрарăм хĕл сиввисем çитиччен пур хваттере те ăшă лайăх çиттĕр тесе тăрăшать.
-Эрнери ĕçе пĕр кунта вĕçлесен те пирĕн ялан ĕç нумай. Канмалли кунсем те сайра. Хушнипе кăна ĕçленĕ пулсан çынсем мĕн курĕччĕç-ши? – кулать Галина.
Темле тăрăшсан та çак ик хĕрарăмăн ĕç укçи ялан пĕр пек – уйăхра 6 пин тенкĕ. Çак хыпар тĕлĕнтернипе ыйту памасăр чăтаймарăм. “Ĕç укçине ĕçленине кура тӳлемеççĕ пулсан мĕншĕн çаплах хăвăра нушалантаратăр-ха, хăвăра шеллеместĕр?” - терĕм.
-Эпир нушаланмастпăр. Хамăра шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлатпăр. Унсăрăн пулма та пултараймасть, - пулчĕ хурав.
Кашни Раççей çынни çак икĕ хĕрарăм пек ĕçлесен пирĕнтен чаплă та тирпейлĕ, пуян çĕршыв пулас çук çут тĕнчере!
Уявсене те çӳреме кăмăллать Галина Сергеевна. Уйрăмах чăвашсен уявĕсене. Вырăнти Культура керменĕ çумĕнчи чăвашсен “Чĕкеç” клубне те хаваспах çӳрет. Кăмăллă лару-тăрура ентешсемпе курса калаçни, “Канаш” хаçатра пичетленнĕ материалсене пĕрле вуласа сӳтсе явни, чăваш юррисене юрлани чунне уçать. Çĕнĕ Ульяновскри чăвашсен Культура кунĕнче Галина Тихонова хăнасене кăпăклă сăрапа сăйларĕ.
 
: 1156, Хаçат: 44 (1136), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Комментарисем:

Omwilefelp (2018-06-29 20:54:50):
купить игровые автоматы для казино<Ӳa>

Bdwilefelp (2018-08-01 07:04:18):
разработка хайп сайта<Ӳa>

Hmlilefelp (2018-10-24 05:24:38):