Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мăшăрăм çемьере арçын ачасенчен
вăтаммиччĕ. Вăл аслине хăварса мана юлташĕн туйĕнче вăрласа юлчĕ. Кĕçĕнни ун чухне салтакраччĕ. Çулла салтакран таврăнсан Чĕмпĕре кайса ĕçе кĕчĕ. Хуларан яла каçхи пуйăспа таврăнатчĕ. Вăл киличчен çывăрма та выртаттăмăр ĕнтĕ. Килнĕ чухне кучченеç сăра е эрех илсе килетчĕ, мăшăра çывăрнă çĕртен вăратса хăналатчĕ. Кучченеçне ĕçнĕ хыççăн ялан ӳпкелешсе: «Эп кĕçĕнни, манăн пурăнмалла ку çуртра», – тетчĕ. Виçĕ пĕртăван ывăл пухăнсан вара малтан хăна пулнă, кайран – тăшман.
Эпир ялтан Чĕмпĕр облаçне тухса кайрăмăр. Пĕррехинче яла кăмака тăвакана илме кайнă мăшăр каялла Чĕмпĕр тăрăхне таврăнаймарĕ. Малтан хăна тунă ăна, унтан виçĕ пĕртăван каллех хирĕçсе кайнă. Мĕн сăлтавпа – паян та никам пĕлмест. Пиччĕшĕ ял клубĕнчен çамрăксене илсе килсе хĕнеттерет те – ман упăшкана вĕлерсех пăрахаççĕ. Çамрăклах пĕр-пĕринчен уйрăлма йывăр пулчĕ.
Мăшăр вилсен яла çӳреме пăрахрăм.
Аслă аппăшĕн хĕрĕ техникум пĕтерсен диплом илнĕ ятпа пухакан хăна-вĕрлене мана та йыхравларĕç. Уявра çынпа пĕрле юрларăм, ташларăм.
Тăванĕсем мана упăшкан кĕçĕн шăллĕн арăмĕ пулма калаçтараççĕ, килĕшмесен вăрлассипе хăратаççĕ. Эпĕ тĕлĕннипе хытсах кайрăм. «Апла пулас пулсан эпĕ çĕр çинче те пурăнмастăп
», – тесе хирĕçсех кайрăм, тумсене шырама пуçларăм. Ман тăхăнмаллисене
пытарнă. Каччине тытса
чараймаççĕ, кăмака хыçне чышса кĕртеççĕ. Вăл вара: «Çырлана çынна паратпăр-и/ Çырла вĕт вăл!» – тесе кăшкăрать. Январь уйăхĕ, сивĕ. Гурий ятлă тăванĕ пычĕ те: «Пирĕн пата кай, эпĕ вĕсене тытса тăратăп, тумтирсĕрех чуптар, пирĕн пата шырама каяс çук», – тесе кăларса ячĕ. Эп каланă çĕре çил пек вĕçтертĕм. Кайри пӳлĕмĕнче çутă пурччĕ. Кăмакара çĕр кăмрăкĕ çунать. Эпĕ çав çулăм çине пăхса йĕрсе ăшăнса лартăм.
Гурий тете килсен чей ĕçрĕмĕр. Эпĕ вилнĕ упăшкан тăванĕсем мана хирĕç пулнипе эрленсе калаçса лартăм, кăшт лăплансан диван çинче ларсах çывăрса кайнă. Ирхине никама систермесĕр фуфайка тăхăнса
япаласене илме чупрăм. Аслă аппăшĕсĕр пуçне ыттисем манпа сӳрĕккĕн калаçрĕç. Тепĕр хут кин пулма
килĕшменшĕн кăмăлсăрланчĕç курать. Урăх кунта ура ярса пусас марччĕ тесе кĕлтурăм.
Вăхăт шăвать. Пĕррехинче анне района кайсан çав диплом илнĕ хĕрпе курса калаçнă. «Диплом çума пырсан инке Гурий тете патĕнче çĕр каçса килчĕ. Арăмĕ килĕнче пулман, кусем иккĕшĕ улах тунă», – тесе каласа панă. Анне шанмасăрах киле таврăннă. Эп яла килсен каласа пачĕ. Эпĕ çав каç упăшка тăванĕсен килĕнче мĕн пулса иртнине аннене тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. Анне хаш сывласа ячĕ.
Пурнăç малаллах пырать. Эпĕ çемьеллĕ те пултăм, тепĕр мăшăр та вилчĕ. Лайăх пурăнатăп, кăмăла каякан ĕç пур, сăвă-калав хайлатăп. Телевизорпа хам çырнă юрăсене юрланине куратăп, çынсем вĕсемпе ашшĕ-амăшне саламланипе савăнатăп.
Пĕррехинче Чĕмпĕрти автовокзалта
автобус кĕтсе хĕрĕмпе уткаласа çӳретпĕр. Ума ватă çын тухса тăчĕ те палламан пек пулса малалла утса кайрĕ. Кăшт тăрсан каялла çаврăнса килчĕ.
– Эс манăн кин вĕт. Каçар пире. Урăх яла пĕрре те пымарăн, – тет.
– Яла пыман, мăшăрăн вилтăпри çине çӳренĕ, – терĕм.
– Ав эсĕ юрăсем çыратăн, вĕсене йĕре-йĕре юрлаççĕ. Ача ӳстеретĕн. Эпир веçех пĕлсе тăратпăр. Каçар пире, кинĕм, – терĕ.
– Манăн сирĕн умăрта айăпăм çук. Турă каçартăр. Мана ахалех айăпланă эсир. Çын сăмахĕ вута сиктерет тенине ан манăр, – терĕм те пăрăнса утрăм.
 
: 524, Хаçат: 37 (1386), Категори: чунри

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: