Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче кĕпĕрнаттăр
суйлавĕ иртрĕ. Облаçри суйлав комиссийĕн председателĕ
Юрий Андриенко пĕлтернĕ тăрăх, унта 54,33 процент сасă пухса хальхи регион пуçлăхĕ Сергей МОРОЗОВ çĕнтернĕ. Иккĕмĕш
вырăнта КПРФ çынни Алексей Куринный – 25,46 процент.
Ку кăтартăва бюллетеньсен 100 процентне шутланă хыççăн панă.
 
С.Морозовăн малтанхи срокĕ 2016 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче пĕтнĕччĕ. Ун чухне Раççей Президенчĕ Владимир Путин Сергей Морозова кĕпĕрнаттăр тивĕçне вăхăтлаха пурнăçлама шаннăччĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр вырăнне суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтернĕренпе 10 кун хушшинче йышăнмалла.
Ульяновск облаçĕнчен Патшалăх Думине те депутатсене суйланă. Парти списокĕпе «Единая Россия» малта – 48,46 процент. Ун хыççăн КПРФ (19,16) тата ЛДПР (15,99) пыраççĕ.
Пĕр мандатлă 187-мĕш округра Алексей Куринный (КПРФ) çĕнтернĕ, 188-мĕш округра – Владислав Третьяк («Единая Россия»).
Сергей Морозов Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн вырăнне 2004 çултанпа йышăнать. 2011 çулта ăна çак вырăна икĕмĕш хут Саккунсем кăларакан Пуху çирĕплетнĕ.
 
: 189, Хаçат: 38 (1387), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: