Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лянкинсен çемйине çак кунсенче Ульяновск область правительствине чĕнсе илнĕ. Ырă хыпарпа. Лянкинсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Тав çырăвне
тата хаклă парне панă. Çак чыса вĕсем опекăна илнĕ ачисемпе пĕрле пĕтĕм тĕнчери «Золотой шар» алĕçĕсен куравне хутшăнса тивĕçнĕ.
Мускаври курава мĕнле лекнĕ-ха Лянкинсен çемйин ĕçĕ/
Кăçалхи пуш уйăхĕнче облаçри «Звезда Губернии» фестиваль-конкурса вĕсем çемйин «Хĕвел» ушкăнĕ чăваш юрри-ташшипе тухнă кăна мар, алĕçне те тăратнă. Конкурс виçĕ тапхăрпа пулнă. Димитровградра иртнĕ конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕнче Лянкинсен çемйин «Хĕвел» ансамблĕ юрланă хыççăн жюри чле-
нĕсем ачасен алĕçĕ Мускава каяссине пĕл-
тернĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем – Владислав Третьякпа Григорий Балыхин – диплом, хаклă парнесем панă.
Регион тапхăрĕнче çĕнтернĕ алĕçĕсене Мускавра, РФ Патшалăх Думинче йĕркеленĕ «Золотой шар» курава тăратнă.
«Золотой шар» – тĕнчери ача-пăча премийĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – пултаруллă ачасене тупса
палăртасси, вĕсем валли аталанмалли майсем тăвасси тата пултарулăх, ăслăлăхпа техника енĕпе ачасемпе ĕçлекен педагогсене пулăшасси.
Конкурс программисене тата курава хутшăнса çĕнтернĕ 16 регионти 33 ачана çĕртмен 1-мĕшĕнче парнепе диплом панă. Наградăсене «Визуальное искусство», «Литературное творчество», «Старт в профессию», «Вокал», «Музыка», «Преодоление» номинацисенче тата «Вера. Надежда. Любовь», «Мой здоровый образ жизни», «Семейная вера», «Я помню», «Песня моего края» ятлă пултарулăх ĕçĕсен конкур-
сĕнче çĕнтернисене панă.
– Эпир хăва тураттисенчен явса лаша тата тăрантас турăмăр, ун çинче çемье ларса пырать – ашшĕпе амăшĕ, пилĕк ачи. Кĕçĕннине ача çуратмалли çуртран тин илсе тухнă, вăл алăра. Çичĕ ача тăрăшрĕ çак ĕçе тума, паллах, хамăр та пулăшнă.
Пирĕн ĕçе пысăк хак панăшăн савăнтăмăр. Нумаях пулмасть ĕç каялла таврăнчĕ, ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Григорий Балыхин хăй Мускавран илсе çитерчĕ, çаплах хаклă парне пачĕ, – каласа пачĕ Елена Николаевна.
 
: 562, Хаçат: 38 (1387), Категори: Халах пултарулахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: