Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ»
музей 1991 çулта уçăлнă (вăл «В.И.Ленин тăван çĕршывĕ»
ятлă музей-заповедника кĕрет).
Музей çуртне 1883-1885
çулсенче хăпартса лартнă.
Музейра 300 ытла экспонат, вĕсем пурте пире çутта
кăларакан çыннăн пурнăçĕпе çыхăннă. Кунта – кĕнекесем, сăнӳкерчĕксем, документсем, тумтир, савăт-сапа...
 
Ку фонда пуянлатма И.Я.Яковлевăн тĕрлĕ çĕрте пурăнакан тăхăмĕсем те хутшăннă. 200 экспоначĕ Яковлевсен çемьи Чĕмпĕрте пурăннă вăхăта сăнласа парать. Тӳрех каламалла: чаплă япаласем курма тăрăшакансен кăмăлĕ сĕвĕрĕлме те пултарать пуль, мĕншĕн тесен ун пеккисем çукпа пĕрех. Анчах ку япаласем укçа-тенкĕ енчен мар, истори тĕлĕшĕнчен хаклă. Ку лару-тăрăва патриархăн мăнукĕ И.А.Яковлева çапла ăнлантарать: «Яковлевсен хваттерĕ-нче тĕрлĕ сĕтел-пукан хутăшĕ ларнă, нимĕнле ятарлă «стиль» те пулман. Мĕншĕн тесен çемьере ку ыйтăва ытла пысăк тимлĕх те уйăрман, укçи-тенки те çитсех кайман».
Кунта хĕрлĕ йывăçран туса хатĕр-ленĕ сĕтел-пукан уйрăм вырăн йышăнать, ăна хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковле-
ва С.Д.Раевский дворян парнеленĕ пулнă. Самсон Дмитриевич Иван Яковлевича кăмăл-сипет енчен те, ук-
çа-тенкĕ енчен те пулăшнă, кайран хăйĕн хваттерĕнче ларакан хĕрлĕ йывăçран туса хатĕрленĕ креслине те ăна халалласа хăварнă. Ăна 19-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче тунă. Апла пулсан вăл 200 çулта ĕнтĕ. Хĕрлĕ йывăçран тунă секретер-комода тата сĕтеле (19-мĕш ĕмĕр вĕçĕ) 2008 çулта И.Я.Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ В.В.Павлов парнеленĕ. Диван çумĕнчи ларакан сĕтеле (19-мĕш ĕмĕр варри) Е.А.Некрасова (мăнукĕ) 1986 çулта панă. Алă ĕç тумалли сĕтелпе (19-
мĕш ĕмĕр вĕçĕ – 20-мĕш ĕмĕр пуç-
ламăшĕ) И.Я.Яковлевăн арăмĕ Екатерина Алексеевна усă курнă. Германире тунă çĕвĕ машини те (19-мĕш ĕмĕр вĕçĕ -20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ) унăн пулнă. «Г.Мозер» фирма тунă стена çумне çакмалли сехет те – музей
илемĕ. Барометр – 19-мĕш ĕмĕр вĕ-
çĕнче Германире туса хатĕрленĕскер. Вĕсене музее тĕрлĕ çулта В.В.Пав-
лов çитернĕ. Сарă металран тунă
çурта лартмалли (19-мĕш ĕмĕр вĕçĕ) вара Чăваш Республикин Таврапĕлӳ музейĕнчен 1987 çулта çитнĕ. Йĕсрен тунă çурта лартмаллине Н.Г.Краснов ăсчах 1992 çулта кӳрсе панă.
Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевнан харпăр япалисем те пур кунта: визит карточкисем, хĕрес çакса çӳремелли вăчăра (шурă металран). Иккĕшĕн шкатулкисем те пур (йывăçран). Арăмĕн шкатулкине Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем 20– мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче столяр мастерскойĕнче хатĕрленĕ.
Савăт-сапаран Францире 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче тунă чей куркипе чей чашăкне курма пулать, унпа И.Я.Яковлев хăй усă курнă. Металпа çавăрса тухнă патнус вара (19-мĕш ĕмĕр вĕçĕ –20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ) Дрезденран килнĕ. Иккĕшĕ те фаянсран. Богемирен килнĕ турилккесем (айккисене кĕмĕл тĕслĕ металпа çавăрса тухнă), çăкăр касакан çĕçĕ, хрусталь графин (И.Я.Яковлев хăй усă курнă), сок кăлармалли, кофе вĕретмелли (Хĕвеланăç Европăра металран туса хатĕрленĕскер), тăмран ăсталанă чӳ-лмек те пур музейра.
Çырмалли япаласене те курма пулать: И.Я.Яковлевăн кĕленче чернильници (хуппи бронзăран), хут касмалли çĕçĕсем (пĕрне Екатерина Алексеевна 1910-1911 çулсенче Ессентуки хулинчен илсе килсе упăшкине парнеленĕ пулнă). Металран тата чулран тунă хут хĕстермеллисен кӳлеписем те интереслĕ.
Харпăр библиотекинче упраннă кĕнекисем И.Я.Яковлев вилсен Алексей ывăлĕ патне куçаççĕ. Кайран – Иван Алексеевич тата Ольга Алексеевна мăнукĕсем патне. «Великая дидактика» (авторĕ – Коменский Я.А., 1893, Мускав) кĕнеке те кунтах. Кĕнекен пĕрремĕш страницинче Ольга Алексеевна хăй аллипе çапла çырса хунă: «Эта книга принадлежала просветителю чувашского народа Ивану Яковлеву». Тепĕр кĕнекине – «Новый завет на чувашском языке» – 1911 çулта Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă. Ăна музее Ульяновскра пурăнакан А.Г.Пешне 2010 çулта пырса панă.
Паллă ĕнтĕ, И.Я.Яковлев кĕнеке кăларас тата куçарас ĕçре нумай тăрăшнă. Вăл Лондонра вырнаçнă Британи тата Ют çĕршывсенчи Библи Обществипе (БИБО) тачă çыхăнура тăнă. Çав общество укçа-тенкĕ уйăрнипе вăл чăваш чĕлхипе тĕн кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çак кĕнеке пĕрремĕш хут ют çĕршывра мар, Чĕмпĕрте пичетленнĕ (тиражĕ – 20 пин экземпляр). БИБО вĕсене хăй ятĕнчен салатнă. Яковлев аллинче ун пек кĕнеке темиçе кăна пулнă, музейри – çавсенчен пĕри.
Тĕрлĕ сувенир-парне те нумай кунта. Лаша хӳринчен явса тунă вăчăра, паллах, çынсене кăсăклантарать. Вăчăрана (15 см тăршшĕ) А.Я.Гречкин явнă. Ун
историйĕ çапларах. А.Я.Гречкин Чĕм-
пĕр гимназинче И.Я.Яковлев ывăлĕ-
пе – Алексейпа – пĕрле вĕреннĕ. Вăл 1905 çулта Сочи хулинче пăлхава ертсе пынă. Уншăн ăна каторгăна яраççĕ, икĕ хутчен вĕлерме приговор çыраççĕ. Вăчăрана Александр Яковлевич Саратов хулинчи тĕрмере ларнă чух туса хатĕр-
ленĕ. Кайран вăл çак вăчăрана адвокат тытма тата укçа-тенкĕ парса пулăшнăшăн И.Я.Яковлева парнелет.
Тĕрлĕ скульптура япалисене, Италире тунă хĕрарăм капăрлăхне курсан та тĕлĕнетĕн: ăста алă темĕн те туса хатĕр-
леме пултарать иккен.
Е.А.Яковлева алă ăсти пулни пирки мăшăрĕ çапла çырса хăварнă: «Екатерина Алексеевна алли тĕлĕнмелле ăста. Ун уйрăмĕнче темĕн те пурччĕ. Вĕсем тĕрлĕ куравра наградăсене те тивĕçнĕ. Уйрăмах унăн çыхасси, çĕлесси, эрешлесси лайăх пулса тухатчĕ». Çавăнпа та музейра Е.А.Яковлева хăй аллипе çĕлесе тунă япаласем те, ăна хăйĕн вĕренекенĕсем парнеленисем те пур: сĕтел çитти, салфетка, парне хутаççи, çырусем упрамалли хутаç-конверт...
Музейра чăвашсен авалхи пурнăçне кăтартакан уйрăм та пур. Унта иртнĕ ĕмĕрсенче пирĕн несĕлсем мĕнлерех условисенче пурăннине, мĕн ĕçленине курса паллашма пулать.
Иккĕмĕш хутра вара хальхи саманапа çыхăнса тăракан интерактивлă курав пур.
Çĕр хут илтиччен пĕрре курмалла теççĕ халăхра. Çавăнпа та кашни чăваш кунта килсе хăйĕн куçĕпе хăй çаксене веçех курмалла, уйрăмах ача-пăчана, çамрăк ăрăва кирлĕ ку. Мĕншĕн тесен ку пирĕн халăхăн историйĕ, иртнĕ кун-çулĕ, халăха çутта кăларнă тапхăр. И.Я.Яковлев çинчен пирĕн нумайрах пĕлмелле, ун пурнă-
çĕпе çывăхрах паллашмалла. Вăл
чăваш халăхĕ валли алфавит туса хатĕр-
ленĕ, çĕнĕ çырулăх пуçарса янă, пĕр-
ремĕш кĕнекесем пичетленĕ, вырăс-
ларан чăвашла кĕнекесем куçарса пирĕн несĕлсене ытти халăхсен культурипе паллаштарнă, чăвашсене ытти халăхсемпе пĕртан тăвасшăн çуннă. Çак ĕçре вăл 54 çул вăй хунă! Ун ятне Раççейре кăна мар, тĕнчере те лайăх пĕлеççĕ. Вăл тĕнчери чи лайăх педагогсен шутĕнче.
Музей Ульяновск хулинче Чĕмпĕр чăваш шкулĕн çĕрĕнче вырнаçнă. Адресĕ: Воробьев урамĕ, 12-мĕш
çурт. Кунта çемйи-çемйипе, класĕ-класĕпе, шкулĕ-шкулĕпе килмелле! Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пирĕн халăхшăн Мекка пекех пулмалла!
 
: 190, Хаçат: 38 (1387), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: