Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Умсăмах
Кăçалхи «Тăван Атăл» журналăн 8-мĕш номерĕнче Виталий Родионов профессорăн «Г.И. Комиссаров (Вантер) – халăхăмăрăн аваллăхне тĕпчекенĕ» тишкерӳ статйине интересленсе вуларăм. Унта вăл чăвашсем кăсăкланакан, пире час-час паракан – чăвашсем ăçтан пуçланса кайнă/ – ыйтăва хуравлать. Статья вулакан-
семшĕн ăнланмаллăрах пултăр тесе
чи малтан Гурий Иванович Комиссаровпа паллаштарасшăн.
Редакцирен.
 
Чăваш фольклористикин ăслăлăхне йĕркелесе яракан, чăваш этнологийĕпе, историйĕпе, таврапĕлĕвĕпе нумай ĕç çырнă, куçаруçă, литературовед, публицист, чĕлхеçĕ, педагог, философ, историк, çутта кăларакан Г.И. Комиссаров 1883 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕрекен (халĕ Чăваш Республики) Патăрьелĕнче çуралнă. Вăл чăваш, вырăс, тутар, пушкăрт, латин, француз тата славянсен авалхи чĕлхисене аван пĕлнĕ, вĕсемпе калаçнă.
Унăн вĕрентекенĕсем тата юлташĕ-сем И.Я. Яковлев, Н.В. Никольский, П.М. Миронов, Н.И. Ашмарин, Ф.П. Павлов, И.Е. Ефимов-Тăхти, А.И. Матвеева-Нухрат, С. В. Сухарев, К.Ф. Тарасов-Ухик, П.А. Петров-Туринге, И.Н. Антипов-Каратаев тата ыттисем пулнă.
1896 çулта вăл ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1899 çулта – Элĕкри икĕ класлă училищĕрен.1903 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ хыççăн Етĕрне уесĕнче 3 çул ĕçленĕ, кайран Ĕпхӳри тĕн семинарийĕнче тата вырсарни шкулĕнче вĕрентнĕ. 1908-1913 çулсенче Хусанти тĕн академийĕнче тата Хусанти император университетĕнче пĕлӳ пухнă. 1913 çултан Ĕпхӳри тĕн семинарийĕнче инспектор пулăшаканĕ пулнă, кунта Чĕмпĕр чăваш шкулĕ евĕрлĕ шкул йĕркелесшĕн пулнă. 1917 çулта Ĕпхӳри чăваш наци обществи йĕркелес ĕçе хутшăннă. 1917-1918 çулта ăна Хусан епархийĕ Пĕтĕм Раççейри чиркӳ соборне суйланă.
Революци хыççăн вăл Çĕрпӳри
хĕрарăмсен гимназийĕнче, Националь-ноçсен наркоматĕнче чăваш уйрăмĕн инспекторĕнче, куçарупа издательство центрĕн заведующийĕнче, Ĕпхӳри тата Уралти чăваш педтехникумĕсенче, Пушкăртри совет парти шкулĕнче, Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институтĕнчи чăваш уйрăмĕнче, Хусанти медицина, финанспа экономика институчĕсенче ĕçленĕ.
1942 çулта Киров облаçĕнчи Санчурск хулине куçса кайнă. Унта тĕрлĕ шкулсенче вĕрентнĕ. 1957 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. 1969 çулта вилнĕ. Санчурск хулинчех пытарнă.
 
Г.И. Комиссаров (Вантер) –
халăхăмăрăн аваллăхне тĔпчекенĔ
Раççейре чăваш аваллăхĕпе XVIII ĕмĕрте кăсăкланма пуçланă. В.Н. Татищев чăваш халăхĕ пăлхарсенчен пулса кайнă тесе шутланă. Атăлçи пăлхарсем çинчен сăмахланă май вăл çапла çырса хунă: «Оные видятся были рода и языка сарматского, что нам оставшие их поселянства чуваша удостоверяют». Çак вырăс тĕпчевçи Атăлпа Урал тăрăхĕнче пăлхар кĕпĕрни тăвас ĕмĕтпе çунатланнă. Унти пиллĕкмĕш провинци (вăл Чĕмпĕр, Карсун, Саратов, Самар таврашĕнчи çĕрсене пĕрлештерсе тăмалла пулнă) «Чăваш провинцийĕ» ята тивĕçнĕ.
XIX ĕмĕрĕн 30-40 çулĕсенче чăваш халăхне хасарсемпе (А. Фукс) тата пăр-
тассемпе (В. Сбоев) çыхăнтарнă. В. Ле-
бедев та чăвашсен ватă аслашшĕсем
Атăл çине кăнтăр енчен килнĕ тесе шухăшланă, хăйĕн «Пирĕн телей» сăввин пуçламăшĕнче çавăн çинчен çапла çырнă:
Чăваш эпĕр полтăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр.
Онтах тăтăх лартăмăр.
Халь тияксем ыйтаççĕ:
«Штан чăвашсем каяççĕ».
Çак 1852 çулта пичетленнĕ сăвăра чăваш халăхĕ йышлă (тăтăх) пулнине палăртнипе пĕрлех унăн чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕни çинчен те пĕлтернĕ:
Эпĕр чăваш – тăтăх чăваш.
Тотар пирĕн хорăнташ:
Пирĕн чĕлхи – чăваш чĕлхи,
Хăш чухне пулать хойхи...
Çав çулсенче чăвашсен паллă çыравçи тата тĕпчевçи С. Михайлов (Янтуш) та чăвашсем ăçтан пуçланни çинчен тăтă-
шах шухăшлать. 1853 çулта пичетленнĕ «Краткое этнографическое описание
чувашей» очеркĕнче вăл çапларах ги-
потеза кăларса тăратать: «Для открытия происхождения чувашей недостаточно одной древней письменности... Я могу лишь предположительно сказать, что чуваши происходят из разных племен, так же как все народы царства Болгарского: конечно, в них есть и болгары, и финны, и монголы, но отличались они уже после падения, сопровождавшегося кровопролитием* тогда они стали самыми бед-
нейшими жителями, утратив первоначальное свое могущество...»
Чăваш историне XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче тĕпченĕ И.Я. Яковлев халăхăмăра хасарсемпе çыхăнтарнă. 1902
çулта Н.И. Ашмарин «Болгары и чуваши» ятлă кĕнекере чăвашсем пăлхарсенчен пулса кайнине ăслăлăх енчен çирĕп-
летсе ĕнентерет, чул палăксенчи чăваш сăмахĕсене пăхса тухать, халăхăмăрăн ятне тишкерет. Çав çул Гурий Иванович Комиссаров (Вантер) Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ăс пухнă-ха. Н.И. Ашмарин кĕнекипе те паллашма ĕлкĕреймен. 19 çулти çамрăк çын пуçне ун чухне çапла-
рах шухăшсем канăç паман (кун кĕне-кинче çырса хунинчен): «Чуваши как
будто с неба упали или из земли вы-
росли: кто знает, откуда произошли и долго ли они живут здесь. Или то верно, что они были культурным народом, у них была история, но книгу их съела проклятая корова. Конечно, и они пришли из Азии,
но когда, в какое время. Неужели они отрасль знаменитых гуннов. Ничего не известно. Жаль! Очень жаль!»
Чĕмпĕрте вĕреннĕ çулсенче (1899 – 1903) Патăрьел каччи сăвăсем хайлать, пьесăсем çырать. Н.И. Ашмарина халăх юрри-сăввине, халап-юмахне пухса парать. Çапах та историпе этнографи енне вăл чылай каярах, Хусанти тĕн академи-
йĕнче вĕреннĕ çулсенче кăна, туртăнма пуçлать.1910 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче чăваш студенчĕ Археологи, истори тата
этнографи обществин пĕтĕмĕшле
пухăвĕнче «Чуваши Казанского Заволжья» темăпа доклад тăвать. Ăна тепĕр çултан пичетлесе кăларать. Унта тĕпчевçĕ чăвашсем пулса кайни пирки чи малтанхи сыпăкрах çырать. Вăл хасар, пăртас тата пăлхар теорийĕсене пĕр-пĕринпе çураçтарма тăрăшать. Çав хушăрах пăл-
хар культурине чăвашсем йĕркелесе
аталантарнă тесе çирĕплетет. Хусан тутарĕсен тĕп пайĕ чăвашран пулса кайнине те тĕслĕхсемпе ĕнентерме тăрăшать автор. Çапла Г.И. Комиссаров пăлхар теорине çĕнĕ фактсемпе çирĕп-
летсе çитерет.
Чăваш аваллăхĕ çинчен Г.И. Комиссаров 1917 çулта хăй хайланă «Чăваш
халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши/» очеркĕнче те вуласа пĕлме пулать. Çак публицист хĕрӳлĕхĕпе çырнă ĕçе вăл ăслăлăх факчĕсемпе çирĕплетсе пырать, хăйĕн калас шухăшне татăклăн ĕнен-
терме пултарать. Чăваш халăхĕ чапа тухассине кăтартакан ырă паллăсен шутне тĕпчевçĕ тăван халăхăмăрăн авалхи мăнаçлă пурнăçне кĕртет. «Чăвашăн патшалăх пулман теççĕ. Вăл тĕрĕс мар: чăвашăн та патшалăх пулнă, ăна вырăссем «Болгар патшалăхĕ» тенĕ», – И.Н. Ашмаринăн тĕпчев ĕçĕсем çине таянса пĕтĕмлетет публицист. Кунтах вăл
чăвашсен çырулăхĕ пулни, ăна араб саспаллисемпе йĕркелени пирки те калать. «Кайран çав вĕреннĕ чăвашсем Мухам-
мед тĕнне тытнă пирки чăвашран уйрăлса тутар пулса кайнă, – питĕ уçăмлăн
ăнлантарса çырать тĕпчевçĕ. – Кайран Пăлхар патшалăхĕ вырăнне Хусан
патшалăхĕ пулнă. Ку патшалăх та чăва-шăн хăйĕн патшалăхех пулнă, анчах ку патшалăхра Мухаммед тĕнне тытакан-
сем анчах аслă вырăнсене кĕнĕ».
Малалла автор «тутар» тата «чăваш» ятсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннине, малтанхипе (тутар) хула мăсăльманĕ-сене, кайранхипе ялсенчи çĕр ĕçченĕ-
сене чĕннине тĕрĕс палăртать. «Çу чă-
ваш» тесе чăн чăваш тĕнĕпе пурăнакансене каланă, мăсăльман пăлхарсене
вара «пĕсĕрмен» (пăсăрман) тенĕ. Каярах çав ята «тутар» этноним хĕссе кăларнă.
Çу чăвашсем çу уйăхĕнче «çăва» ятлă ваттисене асăнмалли йăла (XVIII ĕмĕрте ăна «çимĕк» теме пуçланă) ирттернĕ, çав йĕркене пăхăнакан пăлхарсем хăйсене «эпир çăваçăсем» (çăва йĕркине уякансем) тенĕ, кыпчак тутарсем вара çав сăмаха хăйсем евĕрлĕ (чуваш) калама пуçланă. Çапла вара «чăваш» тесе мăсăльман тĕнне куçман, ваттисене асăнмалли уява çирĕп уяса пурăнакан пăлхарсене калани тӳрре килсе тухать. Çакна Г.И. Комиссаров та тĕнпе çыхăнтарса ăнлантарнă. Чăваш аваллăхне пăхса тухнă хыççăн тĕпчевçĕ çапла ыйту лартать: «Çапла вара, чăваш хăй тĕллĕн пурăннă, хăйĕн суйланнă çыннисене пăхăнса, итлесе пурăннă. Халĕ мĕншĕн пултараймасть пулĕ вăл çавăн пекех пурăнма/» Тĕрĕссипе, çак паха очеркра лартнă ыйтусем пире паян та канăç памаççĕ.
Г.И. Комиссаровăн «Чăваш халăхĕн историйĕ» кĕнеки Хусанта 1921 çулта пичетленсе тухать. Унти умсăмахран эпир çав историллĕ ĕçе 1918 çултах çырнине пĕлетпĕр. Çав тапхăрта чăваш халăхĕ политика нацине чăмăртанса çитес çулпа пынă, унăн интеллигенцийĕ вара халăхăмăрăн ăнне çĕнĕ шая çĕклесшĕн çуннă. Акă еплерех çырать автор вулавçăн наци ăнне вăратас тĕллевпе: «Хамăр халăхăн иртнĕ пурнăçне пĕлмесĕр ют халăхсем мар, эпир хамăр та хамăр камне пĕлместпĕр, сĕм вăрманти пек пурăнатпăр. Хамăр халăхăн авалхи пурнăçне пĕлмесĕр эпир хамăра нимĕн вырăнне те хуми пултăмăр, хамăршăн хамăр çынсен умĕнче вăтанса «чăваш» тесе чĕнесрен хăраса çӳрекен пултăмăр».
Наци ăнĕ вăйлантăр тата ӳссе пытăр тесен халăха унăн аваллăхĕ çинчен каласа памалла, унăн историне пĕлтермелле. Эппин, чи малтан тăван чĕлхепе çырнă истори кĕнеки кирлĕ. Çак тĕллеве чăваш тĕпчевçи тата çыравçи çапла ăнлантарать: «Малалла пирĕн те чăваш историне пĕлсе тăмалла пултăр, хамăр чăваш халăхĕн истори кĕнеки пултăр тесе эпĕ çак кĕнекене çырас терĕм».
Автора çак тĕпчев ĕçне çырма никам та хистемен, тен, хавхалантарман та пулĕ. 1918 çулта чăваш интеллигенцийĕ виçĕ пысăк ушкăна пайланса каять. Пĕрремĕшсем, Раççейĕн Аслă пухăвне пилĕк чăваш депутат суйлаттарма пултарнă эссерсем, Комучăн Халăх çарĕнче хĕрлисемпе çапăçаççĕ. Иккĕмĕшĕсем, сулахай социалист-революцио нерсен партийĕнчен тарса коммунистсен çумне ермешнисем, пĕтĕм тĕнчери чухăнсен пĕрлешĕвне тума хатĕрленеççĕ, чăваш е урăх халăх таврашĕ çук тесе çухăрашаççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара чи малтан чăваш халăхĕ, унăн шăпи пирки шухăшлаççĕ. Шăпах çавăн йышшисен хушшинче пулнă та Г.И. Комиссаров.
«Чăваш халăхĕн историйĕ» кĕнеке вĕçĕнче автор чăваш халăхĕ пăлхарсенчен пулса кайнине татăклăнах çирĕплетет. Вăл «чăваш» ят пăлхар-мăсăльмансем тутара тухнă майăн çирĕпленсе-палăрса пыни çинчен ĕнентерӳллĕ çырать. Чăн та, Хусан ханлăхĕнче пăлхар чĕлхин сумĕ пĕтнĕ, тутар-кыпчаксен (нухайсен) чĕлхи çĕкленнĕ тапхăрта йĕркеленсе çитнĕ пăлхар чĕлхиллĕ, çĕр ĕç культуриллĕ тата йăли-йĕркиллĕ чăваш халăхĕн этнос ăнĕ. «Чăваш» текен çĕнĕ этноним, Г.И. Комиссаров шухăшĕпе, «пирĕн ват аттесене çухаласран сыхласа хăварнă... ялта çĕр ĕçлесе пурăнни, мулласен айне пулманни, хамăр тĕп пăлхар чĕлхине пăрахманни, хамăр авалхи ват асаттесен йăлисене тытни чăваш халăхне пĕтесрен сыхласа хăварнă». Юлашкинчен тĕпчевçĕ çав çăлăнушăн чи малтан ялсенче пурăннă пăлхар хура халăхне пуç тайса тав тумаллине палăртать.
Çапла вара Г.И. Комиссаров чăваш халăхĕ чăмăртанса пынă тапхăра XIV-XV ĕмĕрсене вырнаçтарать, пăлхар-мăсăльмансем (пĕсĕрменсем) кыпчакланса кайнипе çыхăнтарать. Халăхăмăршăн чи хакли çавăн чухне унăн çепĕç чĕлхи тата йăли-йĕрки пулни халĕ никама та иккĕлентермест. В. Лебедев: «Чăваш эпĕр полтăмăр», – тенĕ. «Чăваш пулсах юласчĕ, йăхташăмăрсем», – теер паян. Çапла пултăр тесе хуравлаканĕсем йышлăлансах пыччăр.
 
: 196, Хаçат: 38 (1387), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: