Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вулакана педагогикăра палăрса тăракан ятлă-сумлă пĕр-пĕр вĕрентекенпе паллаштарас тĕллевпе шкула кайсан пуçăма яланах В. Ключевский каланă сăмахсем аса килеççĕ: «Лайăх вĕрентекен пулас тесен хăв мĕне вĕрентнине те, кама вĕрентетĕн, çавна та юратма тивĕç».
 
Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкула пырса кĕнĕ вăхăтра географи вĕрентӳçи Мария Макаровна Карпова хĕрсех урок ирттеретчĕ – эпĕ те хама 8-мĕш класс вĕренекенĕ вырăнĕнче туйса куртăм. Вĕрентекен сăмахне парта хушшинче ларакан «тантăшăмсем» пекех тимлĕн итлерĕм. Паллах, тарăнрах хакласа, тишкерсе. Çур урокра ачасемпе вĕрентекен хушшинчи тĕлĕнмелле ăнланулăха асăрханă май В.Ключевский сăмахĕнчи лайăх учитель умăмра тăнине, Мария Макаровна ача тĕнчине пуянлатмах çуралнине ăнкарса илтĕм.
Саккăрмĕшсен – географи урокĕ 45 минут тăршшĕнче класри çирĕм ытла ачаран пĕри те пулин ура çине тăманни юлчĕ-ши, юлмарĕ-ши/ Мария Макаровна темăпа килĕшӳллĕн кашнин шухăшнех итлеме тăрăшни сисĕнчĕ.
- Эсир географи предметне юратни чунăртах пулас – еплерех интереслĕ каласа паратăр, хăвăра шкул ачисемпе пĕр шайра тытатăр, çивĕч ыйтăвĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе çăмăл чĕлхепе ăнлантаратăр. Кичем ан пултăр тесе темăпа çыхăннă хăйнеевĕр пулăмсене, кулăшла самантсене кĕртетĕр, - терĕм урок тăршшĕпех учитель ăсталăхĕпе киленсе ларнă май.
- Ачасемпе çывăхланас, вĕсене географие юратма вĕрентес тесен тĕрлĕ вăрттăнлăхпа усă курма тивет, - кулать вăл.
Мария Макаровна хăй çак ăслăлăха суйласси пуçламăш классенчех никĕсленме пуçланă. Вĕрентӳçи пысăк тавракурăмлă, пултаруллă пулнă. Ачасем çине шанса пăхнă, кашниех çитĕнӳ тума пултарассине курса тăнă, ăслă кĕнекесем вулама вĕрентнĕ.
Мария, Тутарстан Республикинчи Аслă Ăнă ялĕнче ӳснĕскер, вăтам шкул хыççăн Хусанти патшалăх университетне çул тытать. Географи факультетне пысăк конкурс (пĕр вырăна 6 çын) витĕр тухса вĕренме кĕрет.
Аслă шкулта малтанхи икĕ çул Мурманск облаçĕнчи Хибины тăвĕсем çинче практика иртет. Казахстанра Тянь-Шань тăвĕсем çинче гляциолог (пăр тĕпчевçи) пулса ĕçлет. Урал, Кавказ, Крым сăрчĕсем çинче шырав ĕçĕсем ирттернĕ çĕре хутшăнать. 1977 çулта Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу вăтам шкулĕнче учительте вăй хума – географие вĕрентме пуçлать. 1985 çултанпа – Ульяновскри 64-мĕш шкулта. Çак хушăра учительте, завучра тăрăшнă. Паян 8-мĕш класс тата факультатив ертӳçи.
- Вăтăр ытла çул вăй хуратăп ĕнтĕ ку шкулта – ман тĕле нихăçан та япăх ачасем лексе курман. Ахăртнех, çавăнпах пĕр çĕнĕлĕх хыççăн теприн патне ăнтăлнă. Эпĕ «уçман çереме» хута ямашкăн çав тери кăмăллатăп. Шыравçă-тĕпчевçĕ кăмăл-туйăмне ачасене те «ертсен» – савăнатăп. Сакăр çул каялла хула шкулĕнче «Чăваш халăхĕн чĕлхи, историйĕ тата культури» темăпа кружок илсе пыма пуçларăм. Ачасемпе çуллен тĕрлĕ мероприятие хутшăнса грамотăсемпе таврăнатпăр. Ман ачасем пĕр хутчен çеç мар тăван чĕлхепе тата литературăпа ирттернĕ олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннă. Вера Крылова «Сарпикене» ăнăçлăн хутшăнчĕ, «Юность» лагерьте йĕркеленĕ ăс-тăн ăмăртăвĕнчен çĕнтерӳпе таврăнчĕ. Артем Соколов хатĕрленĕ портфолиора та чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăннă дипломсемпе Тав хучĕсем нумай. Дарья Трофимова, Мария Шипкова мана куллен савăнтаратчĕç. Мария тата Анастасия Муленковасем, Анастасия Прокопьева пĕлтĕрхи вĕренӳ çулĕнче 7-8-мĕш классем хушшинче 1, 2, 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç, - хăй ертсе пыракан ĕç пирки сăпайлăн кăна каласа парать вĕрентекен.
2010 çулта М.М. Карпова «Чи аван чăваш чĕлхи кабинечĕ» ăмăртăва хутшăнса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илет, 2011 çулта облаçри «Чи лайăх тăван чĕлхе вĕрентӳçисен» йышне кĕрет – «Учитель-çĕнетӳçĕ (новатор)» номинацире çĕнтерет. Наградăсен çӳпçинче аслă категориллĕ учителĕн РФ вĕренӳ министерствин Хисеп грамоти, УлППУ тата Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн Тав çырăвĕсем тата ытти Хисеп хучĕсем пур.
- Эпĕ хевтесĕр ачасемпе вĕсен килĕнче те географи урокĕсем ирттеретĕп, хăшĕсемпе класра уйрăм ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра вĕсене сывă ачасен хушшинче вĕрентессипе çине тăма пуçланăшăн хĕпĕртетĕп, - терĕ вăл.
Мария Макаровна тĕрлĕ йышши ăслăлăх семинарĕсене, конференцисене хутшăнма кăмăллать. Ют çĕршывсене тата Раççей тăрăх çулçӳревсене нумай тухса çӳрет.
- Пĕлтĕр Ульяновскри патшалăх техника университечĕн профессорĕ йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăннăччĕ. Паянхи саманара географие вăтам тата аслă шкулсенче еплерех вĕрентни пирки пынăччĕ калаçу. «Пĕлтĕр экономика факультетĕнче вĕренекен студентсене географипе экзамен тыттарма тӳр килчĕ. Вĕсем çакăн пек интереслĕ дисциплинăпа нимĕн те пĕлменнинчен тем пек тĕлĕнтĕм», - тенĕччĕ ăсчах. Раççейре, шел пулин те, темиçе теçетке тăршшĕпе географи манăçа тухмах пуçланăччĕ. Паян çĕнĕрен çĕкленме шанăç пысăк унăн. Çĕршыв ертӳçи те ку ыйтăва тимлени курăнать. Тытма тивĕçлĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен йышне те кĕрттересшĕн ăна Раççей Президенчĕ. Тĕлĕнмелле, анчах паян географипе экзамен тытнă чух тĕл пулакан йывăрлăхсене пула хăш-пĕр аслă шкулта географи факультетне кĕнĕ чух та тĕп предмет вырăнне «обществознанипе» тытмалла. Кулăшла мар-и ку/ Унпа çыхăннă пăнтăх самана АПШра та пулнăччĕ. Паян аталану тапхăрĕ пырать. Халь Америкăра программистсене те ăçта, мĕн вырнаçнине пĕлччĕр тесе географипе экзамен тыттараççĕ, - терĕ вĕрентекен.
М.М.Карпова хăйне телейлĕ хĕрарăм тет. Шкул коллективĕ питĕ туслă. Халĕ тата вăл хула шкулĕ-сенче тăван чĕлхене вĕрентекенсемпе туслă çыхăнăва кĕрсе пырать. Куллен шăнкăравласа е куçа-куçăн тĕл пулса калаçаççĕ, ĕçри ыйтусене пĕрле татса параççĕ. Уроксем хыççăн бисерпа тĕрлеме юратать. Мăшăрĕ, Петр Михайлович, «Авистар-СП» завод ветеранĕ. Вĕсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те Ульяновскри патшалăх университетĕнче икшер аслă пĕлӳ илнĕ (юридици тата экономика). Паян вĕсем çинчен пĕр шикленмесĕрех – ури çинче çирĕп тăраççĕ теме май пур. Хальлĕхе Марийăпа Петр Карповсен пĕр мăнук. «Шкулта вăл аван паллăсемпе вĕренет. Питĕ тăрăшуллă мăнук, ăслă-тăнлă», - терĕ Мария Макаровна кăмăллăн кулса. Мĕн акатăн, çавă шăтать теççĕ – Карповсен йăхĕнче ырра вĕрентесси ламран лама куçса пытăр эппин.
 
 
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 561, Хаçат: 39 (1388), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: