Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск область ялхуçалăх ĕçченĕсем регионти халăха çителĕклĕ таран тĕш-тырăпа тивĕçтернĕ. Атăлçи Федераллă округĕнчи 14 регион хушшинче эпир вырмапа тăваттăмĕш вырăнта пыратпăр.
 
Кун пирки регион пуçлăхĕ Сергей Морозов профильлĕ ведомство ĕçченĕсене тырçин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тунă вăхăтра каланă.
- Вырма вĕçленчĕ. Кăçал палăртнине 130 процент пурнăçларăмăр - çăкăр ӳстерекенсем пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 532 пин гектар çинчен 1 миллион та 300 пин тонна çапса илсе юлашки вунă çул хушшинче пуçласа çакăн евĕр пысăк çитĕнӳ турĕç. Ял ĕçченĕсене тав тăватăп, халĕ пухакан пахча çимĕçпе хĕвелçаврăнăш та пысăк тухăç парасса шанатăп, - тенĕ Сергей Морозов апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн штабĕн ларăвне хутшăннисене.
Тыр-пул тухăçлăхĕпе чи пысăк кăтарту Чартаклă районĕнче палăртнă – гекартан 33 центнер, Мелекесс – 32,6, Ульяновск - 27. «Хуçалăхсенче паян хĕвелçаврăнăшпа сахăр кăшманĕн анисем çинче ĕçлеççĕ , çĕрулми кăлараççĕ. Çак ĕçĕн 29, 4 процентне пурнăçланă та ĕнтĕ. Чăнлăри сахăр заводĕнче пылак тымара йышăнас тата ĕçлесе çитерес тапхăр пуçланнă. Çĕнĕ тухăçран ку çул 70 пин тонна сахăр тума палăртаççĕ. Регион халăхне пылак таварпа туллин тивĕçтерме вара çулталăкне 52 пин те 500 тонна сахăр кирлĕ. Çĕрулми кăларас ĕç те кал-кал пырать. Хальлĕхе мĕнпур тухăçăн 40 процентне çеç пухса илме пултарнă-ха. Çумăр чарăнсан ĕç ӳсĕнĕ», - тенĕ облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕ-сен министрĕ Александр Чепухин.
Хуçалăхсенче тыр-пул, пахча çимĕç пухмалли техника çителĕклех. Çулла çеç ял ĕçченĕсем 40 çĕнĕ комбайн туяннă. Пахча çимĕçе хĕл каçарма хальхи вăхăтпа шайлашакан 30 яхăн пысăк усравлăх çурт (хранилище) çĕкленĕ. Паяна кĕрхи культурăсене 254 пин те 800 гектар ( ку вăл палăртнин 96 проценчĕ) акнă, 228 пин те 500 гектар çинче (48,1 процент) кĕрхи çĕртме ирттернĕ.
Сергей Морозов хушнипе тĕш-тыррăн регион фондне йĕркеленĕ. Унăн калăпăшĕ кăçал 40 пин тонна (10 пин тонна ыраш тата 30 пин тонна тулă).
2017 çулта ял хуçалăх тытăмне хавхалантарамалли çĕнĕ мелсем хута кайĕç - область хыснинчен ял ĕçченĕсем валли çурт-йĕр тума субсиди пама 10 миллион тенкĕ укçа куçарĕç. Пĕр çурт валли - 1 миллион тенкĕ. Хуçалăхра пилĕк çул вăй хунă хыççăн çурт ĕçчен харпăрлăхне куçĕ.
 
: 521, Хаçат: 39 (1388), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: