Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сирĕн патăра «Канаш» хаçата тухма пуçланăранпах çырăнса илекен 90 çулти Александра Яковлевна Репина çырать.
Аллăма ручка тытма питĕ витĕ-млĕ сăлтав хистерĕ – эпĕ чăвашла вулама юрататăп. Чунăмшăн хаклă хаçата чăтăмсăррăн кĕтсе илетĕп те туххăмрах пĕр йĕрке юлмиччен шĕкĕлчетĕп. Тепĕр эрнекунччен ман чун каллех вулавсăр тунсăхлать. Пĕччен пурăннăран та пуль аллăма кĕнеке-журнал тытмасан кичемлĕх пусса çитерет. Вулас килет. Лавккана е вулавăша çĕнĕ кĕнеке патне тухса çӳрейместĕп. Çулсем сахал мар.
Мăшăрăмпа сакăр ача çуратса ӳстертĕмĕр. Ульяновска тивĕçлĕ канăва кайсан 1986 çулта кӳршĕллĕ Тутар Республикинчи Аслă Аксу ялĕнчен (Çĕпрел районĕ) куçса килнĕ. Ноябрь уйăхĕнче 30 çул пулать. Ачамсем пурте çак хулара пурăнаççĕ.
Хаçат вулаканĕсен, ахăртнех, килĕсенче чăваш кĕнекисем нумай. Тен, вĕсенчен хăшĕсен хваттерти çӳлĕксем çинче тахçантанпах тусан пуçтарса выртаççĕ пуль. Ман тем пек чăваш классикĕсен, пултаруллă сăвăç-çыравçисен хайлавĕсене вулас килет. Çĕнĕ кĕнекесем те çулсерен кун çути кураççĕ, журналсем пичетленеççĕ.
Сиртен кĕнекесем кĕтетĕп. Каялла тавăрса памалла пулсан, тархасшăн, вуласа тухсанах пĕлтерме хатĕр.
Адрес тата телефон – «Канаш» хаçат редакцийĕнче пулĕç. Тавах сире мана ăнланнăшăн. Пенсири сумлă çынсене пурне те Ватăсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Сывлăхпа, телейпе çӳрĕр.
 
Ульяновск хули.
 
: 118, Хаçат: 39 (1388), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: