Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕ-рçен ялĕнче пурăнакан Марина Анисимовнапа Петр Андреевич Молгачевсем – вăрçă ачисем. Вĕсем – хăрушă вăрçăн нушине чăтса ирттернĕ, ун хыççăнхи çулсенче Тăван çĕршыва ура çине çĕкленме пулăшакан ăруран.
Молгачевсем мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра вăй хунă. Петр Андреевичăн ĕç стажĕ 49 çул. Вăл ачаллах, 11 çултан пуçласа колхозра ĕçленĕ. Совет çарĕнче салтак тивĕçне (Венгри çĕршывĕнче тăнă, танк командирĕ, сержант пулнă) пурнăçласа таврăнсан шоферсен курсĕнче вĕреннĕ. Çапла мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех аллинчен машина рульне яман. Вăл – Федераци шайĕ-нчи ĕç ветеранĕ.
Петр Андреевич 1940 çулхи чӳк уйăхĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнче вăл пĕчĕк ача пулнă пулсан та чи йывăр самантсем асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă.
- Вăрçă çулĕсенче ваттисене те, çамрăккисене те çăмăл пулман. Çĕнтерӳ хыççăн та ырă пурнăç часах çитмен. Эпĕ пĕчĕккĕ пулсан та хăш-пĕр япалана астуса юлнă. Анкартисем ун чухне хальхинчен пысăкрахчĕ. Лашасем пулманнипе çĕре алă вĕççĕн кĕреçепе чавса çемçетнĕ. Çĕрулми акнă чухне сухапуçне эртелпе туртнă. Çаплах вир акнă, кишĕр лартнă. Мана, пĕчĕкскере, хĕлле пӳрте хутса ăшăтма ĕне тислĕкĕнчен кирпĕч çаптаратчĕç, çурлапа курăк выртаратчĕç, ĕне пăхне пуçтарттаратчĕç, пурте хирте ĕçленĕ чухне апат та пĕçерме тивнĕ. Кăшт ӳссен колхоза çумлама çӳренĕ, пучах пуçтарнă. Колхоз йывăçран вăрăм шăллă кĕреплесем тутаратчĕ. Эпир вĕсемпе хăмăл пуçтараттăмăр. Молотилка патĕнчен кĕлте сĕтĕрнĕ, лашапа шыв турттарнă. Ун чухне хирте улăмне те, арпине те хăварман. Пирĕн килте ĕне пурччĕ. Атте çав ĕнепе кĕлте турттаратчĕ. Мана хăмăл çулма илсе каятчĕ. Çапла килти выльăха усраттăмăр, - аса илет Петр Андреевич.
Колхозра ĕçленипе шкула çӳреме те вăхăт сахалтарах пулнă ачан. Çапах та çичĕ класс пĕтернĕ.
Марина Анисимовнан хĕр хушамачĕ Сименова. Вăл вăрçă пуçланнă çул, кăрлач уйăхĕнче кун çути курнă. Ашшĕ 1941 çултах фронта тухса кайнă, Белорусси фронтĕнче фашистсемпе çапăçнă. Хĕрача атте мĕнне пĕлмесĕр пилĕк çула çитнĕ.
-Тавах Турра, вăрçă чарăнсан атте таврăнчĕ. Вара манăн та атте пулчĕ, - аса илет вăл.
Вăрçă вăхăтĕнче вĕсен çемйи çав тери нушаллă пурăннă. Амăшĕ ашшĕнчен пысăк çемьепе юлнă: амăшĕ, пăянамĕшĕпе пăяташĕ, унăн йăмăкĕ тата кăкăр ачи, Марина хĕрĕ. Выçăллă-тутăллă пурнăçпа ваттисем тăваттăшĕ те вилеççĕ. Амăшĕ пепкине йăтса хире ĕçе çӳрет. Килти анкартийĕнче те çимĕç лартса илет.
Ирех ĕçе вĕренет хĕрача. Çичĕ класс пĕтерсен вара вăл ашшĕпе хирте ĕçлеме тытăнать. Килте те кăçатă йăвалама пулăшать.
Кайран Марина професси илес тĕлĕшĕпе Ульяновска ĕçлеме каять. Çул тунă çĕрте тăрăшать.
-Ун чухне Сĕве урлă каçма кĕпер те çукчĕ. Лаишевка патĕнчен кимĕпе каçарса яратчĕç. Çапла тăватă çул ĕçлерĕм те хулара, каялла яла таврăнтăм. Колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Ĕç стажĕ 40 çул. Петр Андреевичпа пĕрлешрĕмĕр. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Пирĕн икĕ мăнук. Карчăкпа старик иксĕмĕр килти хуçалăхра кĕштĕртететпĕр: анкарти-пахчине лартса илетпĕр, хур-кăвакал, чăх-чĕп, сысна тытатпăр, ачасене кăшт та пулин пулăшма тăрăшатпăр. Пĕр-пĕ-рин тĕрекĕ пулса пурăнни çăмăллăх парать, - тет ĕçчен хĕрарăм.
Марина Анисимовнапа Петр Андреевич Молгачевсем питĕ тирпейлĕ те сăпайлă çынсем. Çын килĕнче мĕнле пулни картлашкаранах паллă тенĕ мар-и-ха чăвашсем/ Молгачевсен кил-çурчĕ урамранах тирпейлĕ курăнса ларать. Шала кĕрсен те – тап-таса, пахчи тип-тирпейлĕ. Хăйсем те хаклă хăна кĕтнĕ пек таса та илемлĕ тумланнă. Кăмăллă çынсен сăн-пичĕ çуталса тăрать. Молгачевсем пурнăçа юратни пĕрре курсанах паллă. Марина Анисимовнан питĕнчен йăл кулă сӳнмест.
 
: 611, Хаçат: 39 (1388), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: