Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Виççĕмĕш хут пĕр çынпа пĕрлешсе виççĕмĕш хут уйрăлма документсем пани – шӳт мар, Ульяновскри пĕр çемье историйĕ. Мĕншĕн паянхи çемьесем питĕ çăмăллăн арканаççĕ, упăшкипе арăмĕ ЗАГСа лавккана кайнă пек çăмăлттайла кĕрсе тухаççĕ те ĕмĕрлĕхех пĕр-пĕрне çухатаççĕ/ Пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп хутшăнусене тата юратăва сыхласа хăварас тесен мĕн тумалла-ши/
Раççейре ку çулăн юлашки ултă уйăхĕнче пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан уйрăлусен шучĕ 2,1 процент ӳснĕ, Атăлçи Федераллă округра – 1,7. Ульяновск облаçĕнче юлашки темиçе çул çак цифра чакни сисĕнет – 0,2 процент. Анчах та çакна савăнăçлă хыпар теме иртерех-ха – çемьесем арканма чарăнмаççĕ.
Мăшăрлану мар, тарăху
ЗАГС службин ĕçченĕсем уйрăлма пынисем шухăшне каялла туччăр тесе тем те хăтланса пăхаççĕ: психолог патне яраççĕ, кĕнеке-журнал вулама, тĕплĕнрех шухăшласа пăхма, пĕрле канма хушаççĕ... Ульяновскра Мăшăрлантару керменĕсенче тахçантанпах ачасене тата çемьене социаллă психологи пулăшăвне паракан «Çемье» центрăн ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Йывăр лару-тăрăва çакланнă мăшăрсен ыйтăвĕсене тӳлевсĕр хуравлаççĕ.
– «Кăмăл-туйăм расна», «пĕр-пĕрне ăнланма хал çитмест» – çаксем уйрăлма хистекен сăлтавсенчен чи тăтăш тĕл пулаканнисем, – тет Заволжски районĕнчи ЗАГС психологĕ Марина Ильина. – Анчах та уйрăлнин чăн сăлтавĕсем – кулленхи хирĕçӳсемпе пĕр-пĕрне ăнланма тата каçарма пăрахни. Паспортри пичет çынсен кăмăл-туйăмне пĕр самантра улăштарма пултараймасть-çке-х а. Мăшăрсем малтанхи пилĕк çулĕнче пĕр-пĕрне хăнăхаççĕ – вăхăт-вăхăт тавлашма, хирĕçме пултараççĕ. Вĕçне-хĕрне тухайманнипе уйрăлса каякансем те пайтах вĕсен хушшинче. Çавăнпа та ку пилĕк-çуллăха çемьен тĕрĕслев тапхăрĕ теççĕ.
Уйрăлма шутланă çемьесене сыхласа хăварас тесе ЗАГС ĕçченĕсем мĕн вăй-хал çитнĕ таран тăрăшаççĕ. Анчах та вĕсем те кашнинчех ыйтăва кирлĕ пек татса параймаççĕ. Сăмахран, Заволжски районĕнчи Мăшăрлантару керменнех илер, çамрăк çемьесем уйрăлма тăтăш пыраççĕ унта. Вĕсенчен хăшĕсен ашшĕ-амăшĕ туй-çуй валли кивçен илнĕ укçана та тӳлесе татайман-ха – ачисем нимĕнпе савăнтараймасăр, мăнук парнелеймесĕрех иккĕшĕ ик енне вĕçсе кайнă.
– Эпĕ тӳсме çук вĕри хĕрарăм, упăшка – ытла та тимсĕр, ӳрĕк-сӳрĕк. Тепĕр чух вăл утнă çĕртех çывăрнăн туйăнать. Çакă шăртлантарать мана. Чун-чĕре хĕрӳлĕх ыйтать! Юрататăп ăна, анчах мĕнле майпа улăштармаллине пĕлейместĕп, – тенĕ заявлени йăтса килнĕ çамрăк арăм.
– Эпир иксĕмĕр те тӳсме çук чăтăмсăр. Кашни пули-пулми сăлтавпах хĕм сирпĕнтерме пултаратпăр. Пиртен пĕри те пулин лăпкă пулнă пулсан аванччĕ те вĕт. Анчах та юлашки вăхăтра тӳсме май çук. Хирĕçсе-çăпăçса пурăннин усси пур-и/ Капла пĕр-пĕрне амантма та пулать-çке. Чун суранне вара пушшех те сиплеме йывăр, – тенĕ куççульпе йĕре-йĕрех уйрăлнине çирĕплетекен пичет пирки ĕмĕтленме пуçланă арăм.
Хальхи вăхăтри кашни виççĕмĕш уйрăлăвăн сăлтавĕ – арăмне е упăшкине тепĕр хĕрарăмпа е арçынпа улăштарни, сутни, çемьерен пăрăнни. Ку тин пĕрлешнисенче те тĕл пулать, чĕрĕк ĕмĕр е ытларах çул пурăнаканнисен те. Мăшăрсем пĕр-пĕринчен сивĕннине те, çемьери çывăх хутшăнусенчи çивĕч ыйтусене те çакăнтах кĕртмелле.
Эрех-сăрана, наркотика, вăйăсене явăçма тытăнни, çак сереперен тухайманни – уйрăлу патне утăм тума хистекен чи пĕлтерĕшлĕ сăлтав. Паянхи упăшкасене (сайра – арăмĕсене те) картла вылясси çеç мар, компьютер вăййисем те илĕртсе-илĕ-ртсе пыраççĕ. Вĕсем таçта чăн пурнăçран аякра пурăнма пуçлаççĕ.
Васкакан вакка чăмнă тет
Шел, психолог патне ытларах чухне иккĕшĕ те çак шухăш патне пырса тухнă çынсем çеç пыраççĕ. Камăн вара килте çул çитмен ачасем, е арăмĕпе упăшкинчен пĕри хыпарсăр çухалнă, е ку е вăл сăлтава пула ĕçлеймест, е тата виçĕ çултан ытларах вăхăта тĕрмене лекнĕ çавсем пурте – суд урлă уйрăлаççĕ. Чун тухтăрĕ патне лекеймеççĕ... Судьясем те çемьесене сыхласа хăварассипе ĕçлеççĕ. Шухăшласа пăхма тата мирлешме виçĕ уйăх параççĕ.
Шел, шăпине татса паракан йышăну тунă чух нумайăшĕ ачисен пуласлăхĕ пирки шухăшламасть – малашне кам аллине лекĕç вĕсем, еплерех çынсем пулса ӳсĕç/
– Ытларах чухне уйрăлнă хыççăн ачасем амăшĕ-пе юлаççĕ, сайра хутра – ашшĕпе. Анчах епле тăрăшсан та тулли мар çемьере тĕпренчĕксем кирлĕ пек ăс, хӳтлĕх илеймеççĕ. Амăшĕ ачана ачаш та çепĕç, сапăр пулма вĕрентет, ашшĕ – хăюллă та çирĕп кăмăллă. Çемьере çак «сыпăсенчен» пĕри пулманни ăспарăва сиенлĕ витĕм кӳрет, – шутлать Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çырассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен канашлуçи Людмила Тихонова.
Тин çеç çемье тĕвĕлеме шухăшланă хĕрсемпе каччăсем паян ЗАГС çумĕнче йĕркеленĕ çамрăк мăшăрсен шкулĕсенче пĕлӳ илме пултараççĕ. Унтах вĕсемпе психологсем, юристсем, тухтăрсем, социаллă хӳтĕлев специалисчĕсем, тĕн çыннисем калаçаççĕ.
Йывăрлăхсем хутшăнусене çирĕплетеççĕ
Çемьене 25 çула илнĕ кивçен укçа пек нимĕн те çывăхлатаймасть. Ку, тен, малтанласа шӳт пек янăрать пуль. Анчах та унта тĕрĕслĕх тени те пур. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, çурт-йĕр туянма илнĕ кивçен укçана уйăхсерен тӳлекенсем хушшинче уйрăлакансем çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакан мăшăрсенчен çичĕ хут сахалтарах. Тĕнчери кăткăслăхсем те çемьесене çирĕплетеççĕ текен шухăш та пур.
– Экономикăри йывăрлăхсем, вĕсем пур пулсан, çемье ыйтăвĕсене тивĕçлĕ татса пама, кăткăс лару-тăрура тĕрĕс шухăшлама, кăмăл-туйăма йӳле ямасăр çирĕпрех тытса тăма май параççĕ. Пач арканнă çемьене ку та çăлса хăвараймасть – апла пулин те хăçан-тăр пĕрле пурăннă çынсем лăпкăрах вăхăт çитиччен пĕр-пĕринпе юнашар пулма, мирлешме хăтланса пăхма тăрăшĕç, – тет УлПУ социологĕ, политика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ Нина Дергунова.
Уйрăлни – ыйтăва татса пама май паракан чи çăмăл меслет. Çывăх çынна ăнланасси тата каçарасси – самай йывăр ĕç. Хывнă кĕперсене аркатма ан васкăр. Ăслă чăвашсем: «Каснă чĕлле каялла сыпма çук» тата «Чавса çывăх та – çыртма çук», – тенисене асра тытăр. Упрăр пĕр-пĕрне, кайран ӳкĕнмелле ан пултăр.
 
: 539, Хаçат: 39 (1388), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: