Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, ĕçленĕ вĕрентӳçĕ художниксене пурне те И.Я. Яковлевăн сăн-сăпачĕ, кĕрнеклĕ кĕлетки кăсăклантарнă.
 
Революцичченхи чăвашсен культурин аталанăвĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе тачă çыхăннă. А.В. Луначарский хăй вăхăтĕнче И.Я. Яковлев шкулне культура аталанăвĕн çăлкуçĕ тенĕ. Сăнарлă искусство аталанăвĕн никĕсне хывакансен хушшинче чи малтан чăваш литаратурин классикĕн, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В. Ивановăн ятне асăнмалла. Яковлев шкулĕнче вĕреннĕскер каярахпа хăй те Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕçленĕ. Пĕр вăхăтрисем аса илнисенчен çакă паллă: Константин Иванов портрет, пейзаж аван ӳкернĕ, кĕнекесене ӳкерчĕксемпе илемлетес, сценăна капăрлатас ĕçре те палăрнă. Вăл И.Я. Яковлев портретне çуллă сăрăпа пир çинче çырнă. Портрет Анна Алексеевна Некрасова (Яковлевăн мăнукĕ) патĕнче упраннă. Ӳнер урокĕсенче вăл вырăс тата ют çĕршывсен сăнарлă искусствипе паллаштарнă.
Константин Иванов ӳкерӳçĕ пирки калаçатпăр пулсан унăн вĕрентекенне – Н.Ф. Некрасова аса илни вырăнлă. Акă мĕн аса илет ун пирки Трубина Марфи çыравçă: «Пирĕн шкула Н.Ф. Некрасов художник килчĕ. Вăл рисовани урокне илсе пыратчĕ. Константин Иванова мухтатчĕ. Пĕррехинче вăл урокра пиртен çапла ыйтрĕ: «Хĕрсем, эсир Иванов хушаматлă ачана пĕлетĕр-и? Питĕ аван ӳкерет. Çак ачаран аван художник пулма пултарать». Вăл Кĕçтенккин ӳкерчĕкĕсене урока илсе пырса кăтартатчĕ. Некрасовăн мастерскойĕ пирĕн класс айĕнче – вулавăшра вырнаçнăччĕ. Унăн алăкĕ умĕнчен иртсе çӳренĕ чух эпир вăрттăн пуçа чиксе пăхаттăмăр, кĕрсе те куркаланă. Стенисем çинче картинасем, тĕрленĕ япаласем çакăнса тăратчĕç».
Некрасов художник патне ӳкерме вĕренме Иван Яковлевăн аслă хĕрĕ те çӳренĕ. Каярахпа Иван Яковлевичăн мăнукне Катьăна К.В. Иванов ӳкерме вĕрентнĕ. Сакăр çулхи Катьăна хăй те ӳкернĕ. Ӳссен Екатерина Алексеевна Некрасова художник кăна мар, паллă искусствовед пулса тăнă.
1920-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕрентӳçĕре ĕçлекен Д.И. Архангельский художник та (Чĕмпĕр çынни) Н.Ф. Некрасова питĕ лайăх пĕлнĕ. Акă мĕнлерех аса илет вăл çав çулсене: « Николай Фёдоровича эпĕ вăл Чĕмпĕре килнĕренпех пĕлетĕп. 1908 çулта эпир пулас художникпа — Аркадий Пластовпа — Николай Фёдорович патне кĕрсе курнăччĕ. Тепĕр самант. Миçемĕш çулта пулнине ас тумастăп, Некрасов курав ирттерчĕ. «Семейный портрет» картини халĕ те куç умĕнчех. 1922 çулта, И.Я. Яковлев Мускава куçса каяс умĕн, Некрасов унăн портретне кăранташпа ӳкерчĕ».
Д.И. Архангельский та чăвашсен сăнарлă искусствине аталантарас ĕçре сахал мар ĕçленĕ. Чăвашсен авалхи çи-пуçĕ, савăт-сапи çинчи тĕрĕсене çĕнетсе ӳкернĕ.1925 çулта педучилищĕре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ф.Т. Тимофеевпа пĕрле «Чувашские узоры» кĕнеке кăларнă. Вĕрентӳçĕ пулнă май вăл чăвашсен йăли-йĕркине тĕпчесе вĕрентӳ пособийĕсем хатĕрленĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи художниксен ĕçĕсем çинчен нумай çырнă. Вăл вăтăр çул ытла Чĕмпĕр тăрăхĕнчен аякра пурăннă. Ăна çутĕç наркомĕ «Бодрая жизнь» текен колони-шкула ĕçлеме куçарать. Апла пулин те вăл тăван хулипе çыхăну тытма пăрахман.
Н.Ф. Некрасовăн тепĕр вĕренекенĕ – Д.С. Архипов художник. Вăл та Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, кайран çак шкулта вĕрентнĕ. Унтан Мускаври В.И. Ленин ячĕллĕ пединститутăн доценчĕ пулса тăнă.
Архиповăн çуралнă çĕршывĕ – Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ. Пĕчĕклех тăлăха юлса тăхăр çултах вăл Çурçĕр Кавказа лекнĕ. Осети генералĕн именийĕнче вăл ӳкерес ăсталăха алла илнĕ. Унтан шăпа ăна Чĕмпĕр чăваш шкулне илсе килнĕ. Вăл Н.Ф. Некрасов патĕнче вĕреннĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче декорацисем ӳкернисĕр пуçне вăл парти деятелĕсен портречĕсене сăнарланă, «Ана» (Нива) журнала ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. 1920 çулсенче Архипов художниксен салонĕнче портретистра вăй хунă. Унăн патне чăваш культуринчи паллă çынсем: И.С. Максимов-Кошкинский , Ухсай Яккăвĕ, Куçма Чулкаç, çар çыннисем, чăваш студенчĕсем — пырса çӳренĕ. Выçлăх çулсенче вăл Украинăна тухса кайнă.
Вăл вăхăтрисем ун пирки çапла аса илнĕ: "Д.С. Архипов ĕмĕрĕпех К. Иванова, И.Яковлева аса илетчĕ. 1940 çулта Архипов К.Иванов юбилейĕ тĕлне поэтăн пастельпе ӳкернĕ пысăк портретне ярса панă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче портрет çухалнă". Архипов Шупашкарта йывăр операци хыççăн вилнĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи вĕрентӳçĕ художниксен ретне тивĕçлипех Т.И. Иванов ятне те кĕртмелле. Вăл Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск уесĕнчи Шурча вулăсне кĕрекен Костеряково ялĕнче 1872 çулта çуралнă. Воронежра ӳкерме вĕреннĕ, Чĕмпĕрте пурăннă, ĕçленĕ.
Вĕрентекенĕмĕрĕн сăнарне кашни тĕрлĕ мелпе ӳкерме тăрăшнă. Пĕрин куçĕпе вăл шурсухаллă ăслă çын, теприн куçĕпе — хытă ыйтакан Вĕрентекен. Чи хакли – кашни вĕрентекен Яковлев портречĕ урлă унăн сăнарне ĕмĕрлĕхех хăварма, вăл уçнă шкулăн сумне çӳллĕ шая çĕклеме тăрăшни, çамрăк ăрăва илемлĕхе юратма, культурăпа искусствăна хисеплеме вĕрентни.
 
: 1199, Хаçат: 16 (1108), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: