Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти издательство çуртĕнче «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 105 çул, хаçат «Хыпар» ятпа тепĕр хут тухма тытăннăрапа 20 çул çитнине халалланă 3-мĕш пуху иртрĕ.
Эпĕ çак хаçата 20 çула яхăн çырăнса илетĕп, унта тĕрлĕ материалсем ярса паратăп. Кашни хайлав кун çути кураймасть пулин те вĕсен пĕлтерĕшне кура мана çак пухăва пыма йыхрав ячĕç.
Вунпĕр сехетре Издательство çурчĕн пысăк залĕнче Чăваш Ен Президентне Михаил Игнатьева, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторне Алексей Леонтьева тата ЧР патшалăх Канашĕн председательне М.А. Михайловские залра ларакансем ура çине тăрса алă çупса кĕтсе илчĕç.
Алексей Леонтьев хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ:
– Хаçат пурнăç чăнлăхне тĕрĕс çырса кăтартать. Хальхи вăхăтра вулакансенчен çырусем сахалтарах килнине шута илсе (пурĕ 500 обществăлла корреспондент, вĕсенчен 220-250-шĕ яланах çырса тăраççĕ) мĕнпур материала пичетлетпĕр, «чирлисемсĕр» пуçне.
Унтан вăл Аркадий Золотовран (Санкт-Петербург) тата Петĕр Мультиертен (Мускав) пуху ячĕпе килнĕ телеграммăсене вуласа пачĕ.
Михаил Игнатьев пухăннисене уяв ячĕпе саламласа çапла каларĕ: «Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр эсир пархатарлă ĕç туса пыратăр. «Хыпар» хаçат редакцийĕ ыттисемшĕн шкул пулса тăчĕ, пысăк тав сире уншăн. Çавăнпа та «Хыпар» хаçата пулăшма субсиди хушса тӳлес терĕмĕр. Пушкăртстан Президенчĕ те укçа уйăрса чăвашла хаçатсене кăларма тытăнасси çинчен пĕлтерчĕ». Унтан вăл Дмитрий Медведев хаçатăн тĕп редакторĕ ячĕпе янă Тав хутне вуласа пачĕ. Шупашкарти вĕрентӳ министерствине 15 миллион тенкĕ укçа уйăрни çинчен каларĕ.
М.А. Михайловский хăй сăмахĕнче чăваш культурине, чĕлхине малалла аталантарас ыйту çинче чарăнса тăчĕ, А.П. Леонтьева Хисеп хучĕ, ĕçтешĕсене Грамотăсем парса чысларĕ.
Çаплах Хула Пухăвĕн депутачĕ В.Н.Быков, ЧНАНИ Хисеплĕ президенчĕ В.П.Станьял, Аслă Хуралăн председателĕ Анатолий Кибеч, студентсем тата обществăлла корреспондентсем тухса калаçрĕç.
Виталий Станьял çапла каларĕ: «Хыпар» – манăн тăван хаçат. Вăл чăваш пурнăçне ялав пек вĕлкĕштерсе çутатса тăчĕ, тăрать те. Тĕрлĕ самант чăтса ирттерчĕ: малта пыни те, кая юлни те пулнă. «Хыпара» хастартарах, анлăрах курас килет. Аналитика матералĕсем, тишкерӳллĕ статьясем вулас килет. 105 çул – пысăк тапхăр, çапах та «Хыпаршăн» яшлăх вăхăчĕ, «çырла пиçнĕ» тапхăр çеç пултăр. Вăл малалла та пурăнтăр, аталантăр, çынна пулăштăр, ырă патне турттăр!».
Мана Чĕмпĕртен килнĕ обществăлла корреспондент тесе сăмах пачĕç. Эпĕ уяв ячĕпе саламланă май хаçата юратса вулани, унта çырса тăни пирки каларăм, республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсене ытларах çул уçса памалли, ятарлă страницăсенче наукăпа культура çинчен специалистсен çырса кăтартмалли, редактор хăйĕн шухăш-туйăмне вулакансен чĕри патне çитермелли пирки ыйтусем хускатрăм. «Хыпар» редакторĕ обществăлла корреспондентсене Тав хучĕсем парса чысларĕ, вăл шутра мана та.
Вĕçĕнче патшалăх влаçĕн органĕсене , «Раççей почти» ФПУПа, чăваш наци интеллигенцине, Чăваш наци конгресне, Раççей регионĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсен ертӳçисене, вулакансене «Чĕнсе каланипе» паллаштарчĕç.
Уяв хăнисене юлашкинчен Н.Заводскова, В. Леонтьев, Л.Васильева, О. Ласточкина юрăçсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç, Альбина Юрату хăйĕн сăввисемпе пурнăçра юрату пысăк вырăн йышăннине аса илтерчĕ.
 
: 1113, Хаçат: 44 (1136), Категори: Пĕлтерӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: