Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ 75 çулпа пыратăп. Пит те, ӳт те купăс пĕрми пек пĕркеленчĕç, пуçăмри çӳç те юр пек шап-шурă шуралчĕ. Çапах та ура чупать-ха, хама çамрăксенчен кая мар туятăп. Сывлăхпа пуян, тавтапуç çӳлти Турра. Уйăхран-уйăха укçа парсах тăраççĕ, патшалăха тавтапуç уншăн. Ват карчăка та килте ларса тарăхтарать пулмалла çав, манăн пуçăма таçтан шухăш килсе çапрĕ. Ыран ирех Пăва хулинчи кĕçĕн хĕре çитсе курас! Ир пулчĕ, кукăр патака аллăма тытрăм та аслă çул çине тухрăм. Кутамккана çул хĕррине хутăм та машинасем епле хăвăрт иртсе кайнине тĕлĕнсе пăхса тăратăп. Сасартăк ман ума шурă пĕчĕк машина килсе чарăнчĕ.
- Асанне, санăн ăçталла каймалла/ Ларăр, лартса каятăп, - терĕ руль умĕнче ларса пыраканни.
Чăнах та эп пĕр шикленмесăр машина ăшне кĕрсе лартăм. Ман çумра пĕр 40-45 çулсене çитнĕ арçын куçне тутăрпа шăлса пырать, çитменнине тата ĕсĕклесе илет. Мĕн пулнă-ши ку арçынна тесе тĕлĕнсе пăхса пытăм, ыйтса пĕлесшĕнччĕ, çапах та шиклентĕм.
Кайсан-кайсан:
- Асанне, авă Пăва хулине çитсе пыратпăр, - терĕ руль умĕнче ларакан çамрăк ача.
- Вара эпĕ çитрĕм те-ха, сирĕн тата инçе каймалла-им/
- Инçе çав, асанне, инçе, - тесе хучĕ ман çумра ларса пыракан арçын. - Пирĕн Хусан хулинех çитмелле.
- Ара, усалпа-и, ырăпа-и машинана вут пек чуптаратăр/
- Курмастăр-и кĕрĕкпе витсе вырттарнă хĕрарăма. Вăл манăн мăшăр, Наçтук. Ыран-паян вилет пулмалла, ӳт температури унăн чакмасть – 39-40 градус. Район пульницинче чирне тупаймарĕç. Асанне, эсир ăна-кăна чухлаймастăр-и/
- Вара чарăр-ха çакăнта машинăра, пăхса илес-ха Наçтукăр çине. Анчах та сурма-вĕрме шанчăклах мар халь эпĕ. Астăватăп пĕчĕк Кирука пĕрре пĕлнĕ-пĕлмен сурса-вĕрсе янине, пĕр вунă çул каяллах пулмалла. Чăнах та Кирук амăшĕ Лисук виçĕ литрлă банкăпа ăшă сĕт кӳрсе панăччĕ ун чух.
- Ара, Лисук, мĕншĕн-ха ку сĕчĕ/ - ыйтрăм унран.
- Эх, асанне, эсĕ манăн Кирука вилĕмрен хăтартăн. Пысăк тавтапуç, асанне, Турă сывлăх патăр сана, вăрăм çул пурăнмалла пултăр, - терĕ Кирук амăшĕ Лисук.
Чăнах та Кирука амаçури амăшĕ хытă хĕнесе пĕтернĕччĕ, çурăмĕ çинче веçех кăвакарса кайнă пиçиххи йĕрĕсем çеçчĕ. Эпĕ Кирука вĕртĕм, суртăм пĕлнĕ-пĕлмен çеç. Сурансем часах тӳрленччĕр тесе, ыратнипе Кирук ачам ан туй тесе тата хамăн ачасене пĕчĕк чухне сăпка юрри юрланă пек чун -чĕрери ăшă сăмахсене каласа, çунса тăракан чĕрине лăплантарас терĕм. Чăнах та Кирук ăшă сăмахсем хыççăн ĕсĕкле-ĕсĕкле куççульне юхтарчĕ. Эпĕ асамçă мар, манăн чĕрери ăшă сăмахсем пулăшрĕç пулмалла пĕчĕк Кирука.
Кĕрĕкпе витĕнсе выртнă хĕрарăм патне пытăм та кĕрĕкне ерипен сирсе:
- Эсĕ, хĕрĕм, мĕн ятлă пулатăн-ха/
- Эпĕ Наçтук пулатăп, - терĕ ерипен.
- Вара, хĕрĕм, санăн мĕн ыратать-ха/
- Асанне, хам та пĕлместĕп мĕн ыратнине, - терĕ Наçтук куççульне юхтарса.
Эпĕ Наçтук çине тинкерсех хыттăн пăхса тăтăм, пĕр çур сехет иртрĕ пулас. Сасартăк Наçтук выртнă çĕртен майĕпен хускалчĕ те тăрса ларчĕ:
- Ах, асанне, эпĕ çăмăллансах кайрăм, хам вăйпах тăрса лартăм.
Хамран хам тĕлĕнсе ăнтан кайрăм. Нивушлĕ манра Турă хăвачĕ пур вара/
- Вара халĕ, хĕрĕм, хăвна çăмăл туятăн-и/
- Çăмăл, асанне, çăмăл.
- Вара пульницана каясшăн-и/
- Çук, асанне, каяс килмест ман унта, - тесе хуравларĕ Наçтук.
- Ну апла пулсан ман хĕр пĕччен çеç пурăнать. Хăвна çăмăл туятăн пулсан атя хĕр патĕнче пĕр каçа çĕр каçса пăхар-ха тата сурса-вĕрсе пăхăп, - терĕм иккĕленнипе.
Çапла вара Наçтукпа эпир пĕр уйăх пурăнтăмăр хĕр патĕнче, çав вăхăтра хĕрарăм ура çине тăчĕ.
Эпĕ халиччен хамра Турă хăвачĕ пуррине туйманччĕ, асамçă тесе те калаймастăп.
 
: 547, Хаçат: 39 (1388), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: