Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ шăматкун, октябрĕн 1-мĕшĕнче Ленин Мемориалĕнче кĕпĕрнаттăра суйланнă Сергей Морозовăн инаугурацийĕ пулчĕ.
Çак чаплă мешехене Сергей Морозова саламлама Ульяновск облаçĕн министрĕсем, регион правительствинче ĕçлекен тӳресем, Ульяновск хулин администрацийĕ, Саккунсем кăларакан Пухăвăн тата Ульяновск хули Думин депутачĕсем, тĕн представителĕсем пынăччĕ.
Чи малтанах сцена çинчен Сергей Иванович суйлавра хăйшĕн сасăланăшăн, кĕпĕрнаттăр ĕçне илсе пыма ăна çĕнĕрен шанса панăшăн пурне те тав турĕ. Аллине Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ çине хурса Ульяновск облаçĕшĕн лайăх кăмăлпа, тăрăшса ĕçлеме тупа турĕ.
Присяга панă чух регион пуçлăхĕ малашне те ахаль çынсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене тĕпе хурса ĕçлеме тата вĕсен прависене хӳтĕлеме шантарчĕ.
Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев Сергей Морозова облаçри пĕтĕм муниципаллă пĕрлĕхсен гербĕнчен тăракан ятарлă паллă çакса яни пысăк савăнăç кӳчĕ.
- Хама регионта кĕпĕрнаттăр пулма суйлавра маншăн сасăланисене пурне те тав тăватăп. Эпĕ мана шанса панă çак тивĕçе малашне те пысăк яваплăхпа тата область çыннисен тĕллевĕсене ăса хывса ĕçлеме тăрăшатăп. Халăхшăн ĕçлени маншăн уйрăмах пысăк чыс. Ульяновск облаçĕн пуласлăхне малалла аталантарма мана ятарласа шаннăшăн питĕ пысăк тав, - терĕ Сергей Морозов.
Çаплах Сергей Морозов Ульяновск облаçĕн правительствине салатни çинчен официаллă хушу çине алă пусрĕ. Çитес вăхăтра вăл Ульяновск облаçĕн çĕнĕ правительствине туса хурĕ.
Сергей Иванович сцена çинчен çĕнĕ Сенатора суйланине пĕлтерчĕ. Вăл – Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пуху ятĕнчен суйланнă Вадим Борисович Харлов.
Кăçалхи суйлав хыççăн Сергей Морозов тăваттăмĕш хут Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулса тăчĕ.
Инаугураци вĕçленнĕ хыççăн фойере саламлама килнĕ кашни хăна Сергей Морозова çĕнĕрен регион пуçлăхĕ ĕçне пуçăннă ятпа ун патне пырса куçăн алă пама пултарчĕ.
Эпир те, "Канаш" хаçат ĕçченĕ-сем, Сергей Морозова кĕпĕрнаттăр ĕçне çĕнĕрен пуçăннă ятпа саламлатпăр. Çакăн пек çăмăл мар ĕçре çитĕнӳсем, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр!
 
: 206, Хаçат: 40 (1389), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: