Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче, 2016 çулхи май уйăхĕнче, хаçатра чăвашсен паллă çыравçи-сăвăçи Валентина Николаевна Тарават çуралнăранпа çичĕ теçетке çул, пултарулăх çулĕ çине тăнăранпа 45 çул çитнине халалласа викторина ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Шкул ачисене литература ăмăртăвĕн ыйтăвĕсемпе паллашма, хуравĕсене хаçат редакцине ярса пама ыйтнăччĕ.
Кашни çыру-хуравах хапăл пултăмăр. Викторинăна тĕпрен илсен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем хутшăнни савăнтарчĕ. Ĕçленĕ хушăра Валентина Николаевна кĕнекисемпе, хушма литературăпа, хаçат-журналпа, автор çинчен çырнă статьясемпе нумай усă курни уçăмлăн курăнчĕ. Малтанласа çĕнтерӳçĕсене палăртма йывăртарах та пулчĕ. Хаçат ĕçченĕсенчен тăракан сумлă жюри членĕсем пĕр саслăн пулса «Парнас тăвĕ çине улăхнă Тарават» викторинăн ыйтăвĕсене тулли тата тĕрĕс хуравласа пуринчен нумай балл пухнă икĕ çĕнтерӳçе палăртрĕ. Вĕсем – Чăнлă районĕнчи Ирçел вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Ангелина Адамова (чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ – Надежда Михайловна Сайгушева) тата Анат Тимĕрçен вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Юлия Надиванова (вĕрентӳçи – Светлана Валериановна Телеева). Хастарсене чун-чĕререн саламлатпăр! Дипломпа ятарлă парнене маттур сарпикесене кăçал кĕркунне Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисемпе вĕрентӳçисен коференцийĕнче пама шухăшлатпăр.
Регионти чăваш чĕлхипе литературине предмет евĕр вĕрентекен наци шкулĕсенче ачасем çыравçă-сăвăçсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕ-лне, çитĕнĕвĕсене тарăннăн тĕпчени, чăваш классикĕсен, вырăнти пултаруллă çыравçăсен кĕнекисене вулани, учительсем вĕсене пур ăнтăлура та хавхалантарни çĕклентерет пире. Малашне те туслă çыхăнура пуласчĕ. Ан ӳркенĕр, чунăрти ырă та пуçаруллă шухăшсене çыру урлă пĕлтерĕр, литература тата ытти ăмăртусене хăрамасăр хутшăнăр, парнесем çĕнсе илĕр, «хастар та хыт утăмлă пулăр»!
«Канаш» хаçат редакцийĕ.
 
: 525, Хаçат: 40 (1389), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: