Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 1-мĕшĕнче И.Я. Яковлев палăкне уçнăранпа 10 çул çитрĕ. Çакна чăваш общественноçĕ паллă туса палăк умĕнче митинг ирттерчĕ.
Савăнăçлă мероприятие чăвашсем кăна мар, тутарпа мордва автономийĕсем те, Ульяновск хули Думин депутачĕсем, облаçри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Сергей Ермаков хутшăнчĕç.
Митинга чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев уçрĕ.
- И.Я. Яковлев Патриархăмăра палăк лартас шухăш Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен пĕрремĕш общество организацийĕ йĕркеленсенех çуралнă. Палăк лартас ыйтăва И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пĕрремĕш председателĕ Иван Кирюшкин 1992 çултах çĕкленĕччĕ. Вăл вăхăтра обществăна ертсе пыракансем пурте тенĕ пекех Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен пулса кайнă Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисемччĕ. Чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленсен те унăн пĕрремĕш председателĕ Петр Уфимкин çак ыйту патне таврăннăччĕ. Анчах та вăл вăхăтра çĕршыври лару-тăру урăхларах пулни ыйтăва татса пама кансĕрлерĕ. 2006 çулта тин, пĕтĕм чăвашсем пĕрлешсе, кар тăрса, шкул ачи таранччен укçа пухса палăк лартма пултартăмăр. Вунă çул иртрĕ çакăнтанпа. И.Я. Яковлев палăкĕ хулара пурăнакансемшĕн юратнă вырăн пулса тăчĕ. Чăваш обществи кашни çул И.Я. Яковлев çуралнă кун кунта Чăваш чĕлхи кунне уçать, юпа уйăхĕнче Патриархăмăр вилнĕ кун та митинг иртет. Шупашкартан е ытти регионтан Ульяновска курма килекен ентешĕмĕрсем те палăк умне чечек хураççĕ. Паян эпир çакăнта пухăнни – И.Я.Яковлева сума сунине, ăна манманнине çирĕплетет.
И.Я.Яковлев чăвашсене кăна мар, Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан пур халăха та çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Унăн шкулĕнче вырăссем те, тутарсем те, мордвасем те пĕлӳ илнĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем те пур халăх çыннине вĕрентнĕ, - терĕ вăл.
Кĕпĕрнаттăрăн канашлуçи, Ульяновск хули Думин депутачĕ Николай Лазарев пухăннисене саламларĕ. Чăваш халăхĕ И.Я. Яковлев Халалне тĕпе хурса пурăнсан кăна вăйлă халăх пуласса палăртрĕ.
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Сергей Ермаков палăка шăп та хăй Ульяновск хулин мэрĕ пулнă вăхăтра çĕкленине, çак ĕçе пурнăçлама депутатсемпе нумай тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнине аса илчĕ.
- Паян И.Я. Яковлев палăкĕ хула çыннисемшĕн юратнă вырăн пулни савăнтарать: çамрăк мăшăрсем кунта чечек çыххи хураççĕ, иртсе çӳрекенсем пуç таяççĕ, ун умĕнче турăш умĕнчи пек сăхсăхакансем те пур, - терĕ.
Облаçри тутарсен тата мордвасен наципе культура автономийĕсен председателĕсем Рамис Сафинпа Владимир Сафронов та сăмах илчĕç. Вĕсем Атăлçи тăрăхĕнче И.Я.Яковлев пек çын пулни вырăс мар халăхсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсене çутта кăларма, культурине сыхласа хăварса малалла аталанма май панине палăртрĕç.
Чăвашсен паллă çыравçи Анатолий Юман И.Я. Яковлев пурнăçне халалласа нумай кĕнеке кăларнине каларĕ. Пухăннисене юлашкинчи – «Чĕмпĕр Юманĕсем» - кĕнекинчи темиçе сыпăкне вуласа пачĕ.
Ульяновск облаçĕнчи Кĕнеке керменĕнчи пай пуçлăхĕ Мария Месяцева палăк умĕнче Константин Иванов И.Я.Яковлевăн 60 çулхи юбилейне халалласа çырнă сăввине вуласан вырăнлă терĕ. Вырăсла куçарнă сăвва пурте тимлĕн итлерĕç.
Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи «Укăлча» юрă ушкăнĕ Патриархăмăрăн палăкне уçнăранпа 10 çул çитнине халалланă митинга чăн-чăн уява çавăрчĕ. Ятарласа чăваш тумĕпе килнĕ артистсем темиçе юрă та шăрантарчĕç.
Юлашкинчен пурте палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Палăка уçнă кун пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕпе пĕр килнипе митинг хыççăн аслă çулхисем УОЧНКА пӳлĕмне пуçтарăнчĕç. Вĕсене УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев саламларĕ. Çулланнисем ĕçтăвком пайташĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ пуян сĕтел хушшинче хăналанчĕç, юрласа, ташласа савăнчĕç. Пĕр çын та уявран хаклă парнесĕр каймарĕ.
 
 
Мария Месяцева сăнӳкерчĕкĕ.
 
: 180, Хаçат: 40 (1389), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: