Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2016 çул Ульяновск облаçĕнче икĕ паллă пулăм: Сывлăх сыхлавĕн çулĕ тата Н. М. Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитни.
Н.М. Карамзин XVIII ĕмĕр вĕçĕнче - XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă. Унăн ывăлĕ Владимир Николаевич халалласа хăварнă укçапа Чĕмпĕр кĕпĕрнинче ăс-тăнне çухатнă çынсен Карамзин колонине тунă. Халĕ вал – Ульяновск облаçĕнчи клиника психиатри пульници. Çапла вара Ульяновск облаçĕнче ăслăлăхпа культура учрежденийĕсем кăна мар, сывлăх сыхлавĕ те Карамзин ячĕпе çыхăннă.
Карамзинсем пурăннă çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи медицина еплерех аталаннă-ха/ Кун пирки Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕнче упранакан документсенчен пĕлме пулать.
XX ĕмĕр пуçламăшĕччен патшалăх тата харпăр хăй сиплев заведенисем Раççей империйĕн шалти ĕçсен министерствин медицина департаментне кĕнĕ. Патшалăх сиплев заведенийĕсен шутне земствăсемпе хула управисене пăхăнакан пульницасене кĕртнĕ. Ыркăмăллăх, ăслăлăхпа ытти обществăсен шучĕпе, тĕрлĕ сийĕсемпе уйрăм çынсем паракан укçапа тытăнса тăракан медицина кабинечĕсемпе пульницасене харпăр хăйĕн тенĕ.
Пысăкăшне тĕпе хурса пульницасене классем çине пайланă. 300 ытларах выртмалли вырăнлă пульницасем 1-мĕш класлă, 101-300 вырăнлисем – 2-мĕш класлă, 61-100 вырăнлисем – 3-мĕш, 16-60 вырăнлисем 4-мĕш класлисем шутланнă. Чи пĕчĕк категориллисене лечебницăсем тенĕ, унта 6-15 вырăн, 5 вырăнлă «приемный покой» пулнă.
Пулницасене тĕрлĕ чирсене тата ятарлă уйрăм чире сиплекеннисем çине пайланнă.
Сиплев урежденисене тĕрĕслекен чи пысăк орган шалти ĕçсен министерстви шутланнă. Пульницасене мĕнле тытса усранине кĕпĕрнаттăрсемпе хула пуçлăхĕсен тĕрĕслесе тăмалла пулнă. Кĕпĕрнери пĕтĕм пульницасене çаплах кĕпĕрнери тухтăр инспекцийĕ сăнаса тăнă. Вĕсен тухтăрсене кăна мар, хуçалăх ĕçĕсене те тĕрĕслеме ирĕк пулнă. Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕпе кĕпĕрнаттăра тата медицина департаментне паллаштарнă.
Сиплев заведенисен попечительсем пулма пултарнă. Вăл пульницана хуть хăш вăхăтра пыма, тĕп тухтăра е уйрăм заведующине асăрхаттарăвĕсем пирки пĕлтерме пултарнă.
Пульницасене тухтăрсем тытса тăнă. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш класлă пульницасенчи (пĕр тухтăртан ытларах) заведующине тĕп тухтăр тенĕ. Тĕп тухтăра медицинăн аслă пусăмне илнĕ, виçĕ çултан кая мар аслă тухтăрта ĕçленĕ çынна кăна лартма пултарнă. Вĕсем сывлăх сыхлавĕ тата хуçалăх ĕçĕсемшĕн пĕр пек яваплăх тытнă. Ăна пульницари мĕнпур ĕçлекен пăхăнса тăнă.
Çаплах çак учрежденисенче пульница правленийĕ пулма пултарнă. Унăн председателĕ тĕп тухтăр пулнă. Унсăр пуçне унта тата икĕ тухтăр кĕмелле пулнă. Правлени ĕçне вара пур тухтăрăн та черетпе хутшăнмалла пулнă. Правлени председателĕ чĕннипе ларусене правление кĕмен специалистсене чĕнме пултарнă, вĕсем сасăлава хутшăннă.
Правлени ытларах хуçалăх ĕçĕсене сӳтсе явнă. Йышăну сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе тунă. Сасăсем пĕр пек пулсан председателĕн сăмахĕ юлашки пулнă.
Пульница штачĕ аслă, кĕçĕн тата палатăсен тухтăрĕсенчен, консультаци паракан тухтăрсенчен, пульница аптекин управляющинчен тата пульницана пăхса тăраканран (смотритель) йĕркеленнĕ. Çаплах унта фельдшерсемпе чирлисене пăхакан (милосерди) сестрасем кĕме пултарнă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлă пульницасенче прозектор (патологоанатом) пулнă.
Аслă тухтăрсен шучĕ пульницари отделенисенчен килнĕ. Аслă тухтăрсем тĕп тухтăрăн чи пĕрремĕш пулăшаканĕсем пулнă. Вĕсем çынсене сипленĕшĕн, вĕсене епле пăхнишĕн, отделенири тасалăхшăн, ĕçлемелли инструментсемшĕн явап тытнă. Аслă тухтăрсене тивĕçне пурнăçлама кĕçĕн тата палатăри тухтăрсем пулăшнă. Палатăри тухтăр должноçне ĕçлеме тытăнакансене лартнă. Вĕсем унта 4 çултан ытларах ĕçлемен. Консультаци паракан тухтăрсене диагноз лартнă чухне тата сиплев мелне суйланă чухне чĕннĕ. Прозектора медицинăн аслă ăслăлăх пусăмлă тухтăра кăна лартнă. Вăл патологоанатоми тĕпчевĕсемпе ĕçленĕ.
Чирлисене кашни кунах йышăннă. Пульницана лекнĕ арçынсемпе хĕрарăмсене, ачасене тата инфекципе чирлисене уйăрса вырттарнă. Пĕрремĕш-виççĕмĕш класлă пульницасенче ăс-тăнне çухатнă çынсен, ача çуратакан хĕрарăмсен, операци тумалли çынсен уйрăмшар вырăнĕсем пулнă. Ку пульницасенче тухтăрсен каçхи дежурствине йĕркеленĕ. Сасартăк чирлесе ӳкнĕ çынсене йышăнма кашни пульницара саппас краватьсем ларнă.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 36 пульница пулнă, вĕсенче 1 пин те 241 койка ларнă. Кĕпĕрне земство пульницинче 216 койка пулнă. Уесри земство шучĕпе 16 пульница, 19 лечебница, 9 «приемный покой», 91 тухтăрпа фельдшер пунктне тытса тăнă. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи чи пысăк пульница – кĕпĕрне земстви – иккĕмĕш класлă пульницасен шутне кĕнĕ.
Чĕмпĕр кĕпĕрнин Чĕмпĕр уесĕ тăватă медицина участокне пайланнă: хула çумĕнчи (пригородный), Тагайри, Нагаткинти, Салтак Ташлинчи. Кашни участокра 26 вырăнлă пульница пулнă.
Хула çумĕнчи участока Чĕмпĕрти кĕпĕрне земствин пульници тытса тăнă.
Уесра чирлисене вырттармалли пурĕ 87 койка пулнă, 4 тухтăр, 7 земство фельдшерĕ ĕçленĕ, вĕсем 183 пин те 111 çынна пăхса тăнă, кирлĕ пулсан – сипленĕ.
1880-1881 çулхи отчет тăрăх, çак вăхăталла çынсем тухтăрсене шанма тытăннă. Халăх сиплевçисене ĕненме пăрахса пынă. Вĕсем усă куракан сиплев мелĕсене те илсе кăтартнă очетра. Тĕслĕхрен, тин çуралнă ача инфекци ертсен ăна кĕреçе çумне çăка хуппинчен сӳнĕ мучалапа çыхса хунă та çулăм витĕр кăларнă, çапла чире «çунтарнă».Çаплах халăх сиплевçисем чирлисене азот йӳçекне шăршлаттарнă, ртуть парĕсемпе сывлаттарнă, хăлхине çунакан вĕри çурта чикнĕ тата ытти те.
 
: 216, Хаçат: 40 (1389), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: