Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван тавралăхăн илемĕ, хӳхĕм-лĕхĕ, унăн сипечĕ вăй парса, пулăшса пычĕç мана хам пурнăçăмра. Çавна кура юратнă атте-аннен таса тивлечĕ яланах пулчĕ манăн пуçри шухăшăмсенче, чунри ĕмĕтсенче.
Пурнăçăн çăмăл мар çулĕсене, тăван енĕн çăкăр-тăварĕ вăй парса, хавхалантарса пынине, Аслă Аттемĕр – Çӳлти Турă панă пиллĕ чун тăтăшăн хăпартланса пурнăçри малашлăхпа куллен пĕрле тан утса кун-çул уттинчен юлмарĕ.
Чун-чĕререн мухтатăп,юрататăп сан илемне, пуянлăхна, маншăн хаклă та юратнă тăван тавралăх! Хама Аслă та Хăватлă Турă пиллесе панă мĕнпур пултарулăхăма пухса, пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса ватлăх çулĕнче пĕрремĕш хут эп лартăм сăвă çырма сана савса, ман юратнă тăван тавралăх.
 
Чун-чĕререн сана савса çырап
эп сăвă,
Маншăн хаклă, эп юратнă
тăван тавралăх.
Сана хура тăпраллă тулăх çĕр
пилленĕ Турă,
Вăл ял халăхĕшĕн чи хаклă пуянлăх.
Ялăн çурçĕр енĕнче, ял хĕрринче
Сарăлса выртаççĕ çеремсем.
Ял варринче те ял тулашĕнче
Нумай тарăн типĕ çырмасем.
Ял варринче çĕнĕ чиркӳ çурчĕ,
Ылтăнпа сăрланă хĕресĕсем
Çурта çуннă евĕр кармашаççĕ
пĕлĕте.
Турра кĕлтуса тасатнă чиркĕве
Çӳлти Аслă Аттепе çывăхлатаççĕ.
Чан çапсан пыраççĕ çыннисем
Киленсе, ĕмĕтленсе те ĕненсе.
Сар хĕвел тухса тӳпене хăпарсан
Турă панă çĕнĕ кун килет.
Кун иртсен, каç килсе çĕр пулсан
Çапла манăн ĕмĕрĕм иртет.
Савнă ялăм – Çĕнĕ Улхаш, тавралăх
Яланах манăн асăмра.
Чунри туйăмсем юлаççĕ манăн
Тăван тавралăхпа савнă ялăмра.
Эп çуралнă савнă тăван ялăм,
Ĕмĕр манми тăван тавралăх,
Ватлăхăмра пĕртен-пĕр сăвă
Эп çыртăм сана чунран савса.
Эп шанатăп! Вăхăт çитсен
Тăван ялăн масарне
Эсĕ мана яланлăхах
Мана савса йышăнасса...
 
Ватăлнине сиссе те юлаймарăм – ачалăхăм, çамрăклăхăм, савнă ял, тăван тавралăх яланах ман асăмра пулчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрте Аслă вăрçă чарăннă хыççăнхи йывăр тапхăрта 60-65 çулсенчи çынсем куç умне тухса тăраççĕ. Ял çыннине, çĕр çинче ĕçлекен çынна нихăçан та çăмăл пулман, çапах ун чухне те савăнма пĕлнĕ ял халăхĕ!
1953 çул. Утă вăхăчĕ. Икĕ тарăн çырма хушшинче, ял варринче, колхоз правленийĕ. Ирпе ун умне виçĕ бригадăран 30 ытла лаша лавĕ пуçтарăннă, кашни лав çинче 5-6 çынран кая мар. Тĕрлĕ çулхисем вĕсем, 13-15 çулхи ачасем те, хĕрупраçсем те пур. Кашнин аллинче – ĕç хатĕрĕ. Çамрăксен йывăçран туса хатĕрленĕ çăмăл кĕреплесемпе – утта тураса пуçтарма хатĕр тăраççĕ. Çитĕннисен вăрăм авăрлă сенĕксем – пуçтарнă утта лав çине тиеме тата ура тума. Ун чухне утă пуçтарас ĕçе пурне те алăпа пурнăçланă, анчах никам та йывăр тесе нăйкăшман. Пухăнса çитсен халăх ĕç вырăнне кайма хускалчĕ. Ялăн кăнтăр-хĕвеланăç енне 3,5-4 çухрăм инçĕшне Сатуркка çырминчи Сурăх пусси текен вырăна кайрĕç. Унти курăка халăх çавапа çулнă. Бригада çыннисем ял варринчи аслă кĕпер урлă каçса урама кĕрсен малти лавсем çинче ларса пыракан çамрăксем юрă пуçласа ячĕç. Вĕсем хыççăн ыттисем те юрлама тытăнчĕç. Çапла ял тăрăх савăнăçлă юрă сасси илтĕнсе тăчĕ. Кăштах вăхăт иртсен вĕсем ялтан тухса кайрĕç, сăрт урлă каçсан курăнми пулчĕç.
Вĕсем виçĕ кун ырми-канми ĕçлесе колхоз выльăхĕсем валли хĕллене паха апат хатĕрлерĕç. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн та яла юрласа таврăнатчĕç. Пысăк ĕçе çапла тăвасси ун чухне йăлана кĕнĕччĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе тачă хутшăнса пурăнатчĕç, шăкăл-шăкăл калаçса килĕштеретчĕç.
Шел, халĕ кашни кил-йыш хăй тĕллĕн пурăнма тăрăшать, ыттисемпе хутшăнасшăнах мар. Ялти Культура çурчĕ пуш-пушă, çил ачисен сассипе янăраса ларать. Вулавăша çӳрекен çын та питĕ сахал.
Чăнах та, ял çурчĕсем çине пăхсан вĕсем хитреленсе пынине асăрхама пулать. Ялта виçĕ лавкка, унта мĕн туянас килет – çавă пур. Пăхсан пурнăç начар мар... Çапах та ялта пурăнакансенчен ватăсем ытларах, вĕсен шучĕ çулран-çул ӳссе пырать. Пурăнман çуртсен шучĕ те ӳсет. Халăх шучĕ вара чакать. Çавна кура ялта выльăхсен шучĕ чакса пырать. Нумай урамра выльăхсем кĕтӳлĕх те пуçтарăнмаççĕ. Çавăнпа темиçе урам пĕрле пухăнса пĕр кĕтӳ тăваççĕ. Фермăсем юхăнса пыни çамрăксемшĕн темех мар пулĕ те, саккăрмĕш теçеткепе пыракансен чун-чĕрине вара ыраттарать. Ялти урамсенче ачасен савăнăçлă сассисене те илтме çук.
Иртнисене аса илсе ларнă чух аллăма «Вперед к коммунизму» колхозри механизаторсен хирти тырра пухса кĕртнĕ хыççăнхи сăнӳкерчĕкĕ лекрĕ. Унтанпа 30 çул иртнĕ, хăшĕсем ку тĕнчере çук та ĕнтĕ. Çамрăкраххисем вара тăван ялта мар ĕнтĕ, тухса кайнă. Вĕсем халь çитĕнсе пыракан çамрăксемшĕн чĕрĕ истори евĕрлех – маларахри пурнăç çинчен сахал мар каласа пама пултараççĕ. Халăх вăл вăхăтра пуçне усман, ырă малашлăха кĕтсе-шанса пурăннă.
Ял çамрăкĕсене çапла каласшăн: тен, сăнӳкерчĕкри çынсене хăшне те пулин паллатăр... Вун-вун çул каялла ял халăхĕ мĕнле пурăннине вĕсенчен ыйтса пĕлĕр.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 587, Хаçат: 40 (1389), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: