Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Эп çуралнă çул тĕнче
Вăрçăпа вутланнă.
Аннене аппăш хĕрсех
Питĕнчен çутатнă:
«Паянхи кун тĕнчене
Кам ача çуратнă/!»
 
-Ашшĕ вăрçă хирĕнче
Шанчăкне çухатмĕ,-
Тенĕ те лăпкăн анне --
Кăкăрне хыптарнă.
-Тен, телейлĕ хĕр пулса
Çăлтăр пек çутатĕ...
 
ххх
Çиччĕре чухне чупаттăм
Тантăшсемпе шыв хĕрне.
Выçлăх-çуклăх хăратмастчĕ,
Пурăннă мал ĕмĕтпе.
 
Кĕмĕл уйăх тӳпереччĕ,
Пин-пин çăлтăр хушшинче.
Юрă-кĕвĕ шăранатчĕ
Кăвак шуçăм киличчен.
 
Йывăрлăх ума тухсассăн
Хăраса куçа хупман.
Пурнăç çулĕ миçе хутлă,
Мĕн кăна эпир курман!
 
Вунçичĕ çула çитсен
Шухăшланă ĕç çинчен.
Вунсакăр çула çисен –
Çемье тăвасси çинчен.
Пăрăнмашкăн тăрăшман
Пурнăç сукмакĕ çинчен.
 
Кил-çурт çавăрма тертленнĕ
Çирĕм пилĕк çул çитсен.
Йывăрлăхсем хыçа юлнă
Ачасем ӳссе çитсен.
 
Вăтăрта чух чун хĕрӳччĕ
Юрату хĕлхемлĕрен.
Килĕшӳ хуçаланатчĕ
Икĕ чĕре хушшинче.
 
Хĕрĕхре чух, эй, ĕлккенччĕ.
Пуç çинче сенкер тӳпеччĕ...
Çӳç шуралчĕ кăлкан пек
Аллă çултан иртсенех.
Пар çунатăм хуçăлчĕ
Кĕтмен çĕртен, инкеке...
 
Чир-чĕре çывăх ямарăм
Утмăл çултан иртиччен.
Каярахпа эп хăраттăм
Çитмĕл çула çитмесрен.
 
Çуралас çук çĕнĕрен
Çитмĕл пилĕк çул çитсен...
Ватлăх вăл шур çĕмĕрт пек,
Чечекĕ сӳннĕ иккен.
 
Çулсем иртрĕç васкаса,
Çавра çил пек хашлатса.
Никама усал сунмарăм,
Çӳремерĕм харкашса.
 
Эрешмен пулса çӳреттĕм –
Чĕнтĕрлĕ кĕпер карса.
Чечек пулса чӳхенеттĕм
Ырă шăршăсем сарса.
 
Патшалăх хӳтĕлесен
Пурăнасчĕ çĕр çулччен.
Никама ура хумарăм
Эп çак çула çитиччен.
 
Кашара ĕмĕр ирттертĕм –
Çут тĕнченĕн пĕр пăнчи.
Ачамсене пуç таятăп –
Ан тĕл пултăр начарри.
 
Шур кавирпе витĕнеççĕ
Хĕл çитсессĕн уй-хирсем.
Куç хупсан -- ĕмĕр вĕçленнĕ...
Аса илĕç ял-йышсем.
 
ххх
Чăваш ятне ялан упрап,
Чăваш сукмакĕпе утап.
Чапа тухасшăн эп çунмап,
Хама çĕн ят хушап – Нухрат.
Нухрат вăл пĕчĕк кĕмĕл çех
Хушпу, тухья, тевет çинче.
Сăмах вăл -- çывăх пурнăçпа,
Пĕрре çавраймăп эп ăна.
Пĕрле сипленĕ хуйăха
Виçсе тухаймăп аршăнпа.
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 112, Хаçат: 40 (1389), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: