Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕрре пăхсан Кунтикавра пурăнакан Р.Н.Еленкина (хĕр хушамачĕ – Сидорова)
пурнăçĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ялта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Ульяновска кайса училищĕре бухгалтера вĕреннĕ. Таврăнсан тăван колхозра вăй хунă, унтан 17 çул почтальонка пулнă.
Çапах та вăл малалла ытти хĕрарăмсем туман
ĕç суйласа илет – фермер пулса тăрать! Вăл вăхăтра районта ку ĕçпе аппаланакан хĕрарăмсем пулман-ха.
-Питĕ хăрушă самантсем пулнă ман пурнăçра. 1997 çулта мăшăрсăр тăрса юлтăм. Владимир Александрович колхоз председателĕччĕ. Леонид ывăлăм ялхуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн малтан «Анненковский» совхоз директорĕнче ĕçлерĕ, унтан районти ялхуçалăх управленине куçрĕ. Эпир килте яланах выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Вĕсене тăрантарма апат кирлĕ-çке. Çавăнпа 2004 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма шутларăм – çумра шанчăклă ывăлсем пур вĕт. Çынсем ĕçлеççĕ, эпир те тытăнса пăхар-ха, тăрăшсан пултарăпăр терĕмĕр çемье канашĕнче. Малтан хамăр пайсене пĕрлештерсе 14 гектартан
пуçларăмăр. Фермер хуçалăхĕн хучĕсене хам çине çыртартăм. Ялти колхоз саланса кайнăччĕ, çавăнпа çынсем эпир ĕçленине кура хăйсен çĕр пайĕсене пире сĕнме тытăнчĕç. Эпир малтан пысăк çĕрпе ĕçлеме шутламан та, хамăрăн та çитет тенĕ. Ял-йыш çине тăрса хистенипе вара лаптăка пысăклатрăмăр. Унта ĕçлеме техника кирлĕ вĕт-ха, çавăнпа та ăна туянма укçа тупмалла
пулчĕ. Ун чухне ссуда памаççĕ. Акцисене сутрăмăр, пуçтарнă укçапа усă куртăмăр, çапла майпа пĕрремĕш çулах трактор, культиватор, сеялка туянтăмăр. Мордовирен СК-5 «Нива» комбайн илсе килтĕмĕр. Çĕр пайĕн хуçисене кĕркунне тырă патăмăр. Çакна кура ял çыннисем пире татах çĕрĕсене парса пычĕç. Çапла вара çĕр лаптăкĕ 60 гектара çитрĕ,- аса илет Раиса Николаевна.
Чăнах та, хĕрарăмшăн хăюллă утăм пулнă ку. Çумĕнче куллен пулăшса пыракан мăшăрĕ те пулман вĕт ун чухне (вăл çукки çичĕ çул çитнĕ ĕнтĕ). Пĕтĕм яваплăхĕ – хăй çинче. Çавăнпа та тĕлĕнмелли кăна юлать çак сăпайлă, нумай калаçма юратман хĕрарăм çăмăл мар çул – фермер
ĕçне – суйласа илнĕшĕн.
Икĕ ывăлпа пĕр хĕр амăшĕ – Раиса Николаевна хăй çинчен мар, мăшăрĕ çинчен ытларах каларĕ. Владимир Александрович хăйĕн ĕç биографине малтан конюхран пуçланă, унтан водитель пулнă, колхоз председательне турттарнă. Малалла гараж заведующийĕнче, инженерта, управляющийре
вăй хунă. Сакăр çул ял совечĕн председателĕ
пулнă. Çак вăхăтра вăл ялти пурнăçа хăтлăх кӳрет, çулсене асфальт сартарать. Куçăмсăр майпа Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухать.
Пĕррехинче – 1980-мĕш çулсен варринче – хирте чĕкĕнтĕр нумай выртнă, вăл юр айне юлас хăрушлăх пулнă. Чăнлă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Сергеевич Романов çак ыйтупа Владимир Александрович Еленкина хăй кабинетне чĕнтерет. «Чĕкĕнтĕр пуçтарăнмасăр юлать вĕт!» - тет вăл. «Вара эпĕ кăна айăплă мар вĕт уншăн, колхозăн пуçлăхĕ пур. Чи малтан вăл яваплă. Мĕншĕн ăна чĕнтерсе калаçмастăр вара/», - хуравлать лешĕ. «Вăл пур, анчах эсĕ тăрăшсан, эсĕ çак ĕçе пĕлсе йĕркелесен кăна чĕкĕнтĕр хире юлмасть!» - тет Романов.
Владимир Александрович хăйне панă задание тăрăшса пурнăçлать, хирти чĕкĕнтĕре пуçтарса кĕртес ĕçе пĕтĕмпех йĕркелет.
Тăрăшуллă çынна пуçлăхсем пурпĕрех асăрхаççĕ.1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чăнлă
районне Х.В.Рамазанов ертсе пыма пуçлать. Вăл Владимир Александрович пултаруллă та хастар çын пулнине тӳрех туйса илет,1992 çулта ăна вырăнти хуçалăх председательне лартать. В.А.Еленкинăн çак вырăнта ĕçленĕ чухнехи чи пысăк ĕçĕ – яла çутçанталăк газĕ илсе килни. Кунтикава кăвак çункăç илсе килес ĕçе вăл хăй ертсе пырать, çӳлтен кам-тăр парасса кĕтсе тăмасть. Ун чухне района газ илсе килнĕ кăна-ха, вăл Чăвашкассинче пулнă. Владимир Александрович «Вперед к коммунизму» колхоз (унта Çĕнĕ Улхаш тата Чăвашкасси кĕнĕ) председателĕ
пе В.П.Ениловпа çывăх тăнă. Вĕсем иккĕшĕ пĕрле Кунтикава çутçанталăк газĕ кĕртес ыйтупа Хусана кайса килеççĕ, кирлĕ пуçлăхсемпе вăхăтра калаçаççĕ. Ун хыççăн районти иккĕмĕш яла – Кунтикава – газ кĕрет.
Тен, хăюллă та пултаруллă мăшăрĕн тĕслĕхĕ те хавхалантарнă пулĕ Раиса Николаевнана фермер
пулса тăма, яваплăха хăй çине илме. Мĕнле пулсан та халиччен туман-курман ĕçе пуçăнма шикленмен вăл. Тепĕр енчен пăхсан – камран пулăшу кĕтсе лармалла/
2011 çулта вара вăл хăйĕн ĕçне ывăлне – Леонида
парать, унтанпа фермер хуçалăхне вăл ертсе
пырать. Пукрав кунĕ 65 çул тултаракан амăшĕ (вĕсем Леонидпа пĕр кунрах çуралнă) ăна хуть хăçан та пулăшма, ырă канаш пама хатĕр, мĕншĕн тесен çĕр ĕçченĕн мĕнпур йывăрлăхĕсем урлă хăй тухнă. Вăл сĕтел çинчи çăкăр-кулач мĕнрен пулнине ытла та лайăх пĕлет.
 
: 551, Хаçат: 41 (1390), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: