Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри шкулсем çĕршыври чи лайăх шкулсен йышне кĕнĕ.
Рейтинга Мускаври математика центрĕ тата РФ вĕренӳпе ăслăлăх министерстви ирттернĕ. Вăл 2013 çултанпа иртет. Пĕтĕмлетĕвĕсене пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен тата пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăсен кăтартăвĕсем тăрăх тунă.
Раççейри чи лайăх 500 шкул шутне Ульяновскри 1-мĕш тата Димитровградри хула гимназийĕсем кĕнĕ.
1-мĕш гимнази директорĕ Алексей Клоков пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ку списока кĕмелли тивĕçе кашни çулах çĕнсе илнĕ.
Мускаври математика центрĕ ялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсене те тишкернĕ. 200 шкул шутне Çĕнĕ Малăклари М.С.Чернов ячĕллĕ шкул кĕнĕ. Унта ĕçлекен учитель Ришат Калимуллин «Учитель года-2016» конкурс çĕнтерӳçи пулса тăнă.
Физика тата математика енĕпе лайăх шкулсен йышне Ульяновскри 38-мĕш лицей кĕнĕ.
Облаçри вĕренӳпе ăслăлăх министрĕ Екатерина Уба палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче вĕренӳре лайăх улшăнусем пулса иртнĕ. «Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов çак сферăна тимлĕх уйăрни пысăк пулăшу пачĕ: вĕренӳ пахалăхне ӳстерме те, вĕрентекенсене хавхалантарма та»,- тенĕ вăл.
Алексей Узиков Ульяновскра шăл тухтăрĕнче вăй хурать. Ĕç хыççăн çемйине пысăк тимлĕх уйăрать.
Алексей Васильевич Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра учитель çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ Василий Иванович
 
: 134, Хаçат: 41 (1390), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: