Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни ялтах ырă ĕçпе палăрнă çынсем пур. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш тăрăхĕнче мĕн чухлĕ вĕсем! Тĕнчипе чапа тухнă ăсчахсемпе музыкçăсем те пур вĕсен хушшинче, учительсемпе тухтăрсем те, çар çыннисем те, полици картлашкипе çӳле хăпарнисем те, çăлавçăсем те, çыравçă-сăвăçсем те, спортсменсемпе артистсем те. Геннадий Миккана вара ял-йыш пур енлĕ пултаруллă, ĕçчен те тӳрĕ кăмăллă пулнăшăн, обществăлла юхăма хастар хутшăннăшăн хисеплет.
Паян пĕр уяв та, савăнăçлă концерт та Кивĕ Улхашри халăх ятне тивĕçнĕ «Янра, юрă» юрăпа ташă ансамблĕсĕр, унăн янăравлă çепĕç саслă юрăçисемсĕр иртмест.
Геннадий Александрович хăйĕн пурнăçне тӳрремĕнех çак ушкăнпа, ялпа, чăваш юррипе çыхăнтарнă. Вăйпитти юрă-ташă ăстине çитмĕл теçетке çула çитнĕ тесе кам калайтăр/
- Ăçта вĕреннĕ, ĕçленĕ пулсан та эпĕ çамрăкранах спорт маçтăрĕсемпе юрă-ташă ăстисем хушшинче пулнă, - аса илет Геннадий Микка. - Мĕншĕн тесен хам спортсмен, хастар комсомолец, юрра-ташша парăннă çын пулнă.
Ульяновскри физкультурăпа педагогика училищинче вĕреннĕ чухне çывăх юлташĕпе – Йĕлмел ачипе Г.Д.Рафиковпа – ташлама вĕрентекен шкула çӳренĕ. Çакнашкал ăсталăха пула салтакра Прикарпатье çар округĕ-нче – Львов хулинчи çарти юрăпа ташă ансамблĕнче – хĕсметре тăнă.
- Салтакра чухне нумай-нумай çĕре тухса çӳресе концертсем лартма, куршĕллĕ çĕршывсенче çăмăл атлетикăпа иртнĕ ăмăртусене тăтăш хутшăнма тӳр килчĕ. Темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнса пĕрле çарта тăракан юлташсем хушшинче чыс-хисеп çĕнсе илтĕм, – аса илет Геннадий Александрович.
– Юрлани-ташлани спортра нумай çитĕнӳ тума пулăшрĕ. Хĕсметре тăракансен курав-ăмăртăвĕсенче Мускавра, Киевра, Словакире пултăм. Чикан ташшине ташланă хыççăн Словаки чиканĕсем тăвăллăн алă çупни халĕ те куç умĕнче.
Салтакран таврăнсан тăрăхри комсомолĕçне ертсе пынă май Геннадий Миккан аслă парти шкулĕнче вĕренме тивет.
Тивĕçлĕ канăва кайиччен вунсакăр çул милицире тăрăшать,
участокри инспекторта вăй хурать. Çав хушăра халăхăн обществăлла пурнăçне хастар хăтшăнать вăл. Çын нушине ăнланма пĕлнине кура ăна пĕр хутчен çеç мар ялти тата районти депутатсен канашне суйлаççĕ. Пенсие кайсан та Геннадий
Александрович ялти йĕркелĕхпе тивĕçлĕх пункчĕн председателĕ пулса ентешĕсене тĕрĕс çулпа утма пулăшнă. Тăрăшса, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе ĕçленине патшалăх панă хаклă наградăсем çирĕплетеççĕ. Паян та ĕç ветеранĕ лăпкă ларма пĕлмест, ансамбле юрлама çӳрет. Саккăрăн пĕрле ӳснĕ тăванĕсене шăнкăравласа калаçма кăмăллать.
- Килте пĕччен тунсăхлă. Мăшăрăм усал чире пула çĕре кĕнĕренпе 14 çул çитет. «Кĕр çитсессĕн йывăç çинчен çулçă тăкăнать, иртнисене аса илсен куçăм шывланать...», - хурланса юрă сăмахĕсемпе аса илет вăл юратнă мăшăрне.
– Ольга Андреевнапа иксĕмĕр икĕ ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Професси
суйланă чух вĕсем эпĕ утса тухнă çула суйласа илчĕç, милицире ĕçлесе пенсие тухрĕç.
Геннадий Микка ансамбле çӳреме пуçланă тапхăра (вăл 1980 çулта йĕркеленнĕ), ун сумлă ертӳçисене, музыкантсене, ташăç-юрăçсене çепĕççĕн аса илет.
- Ушкăна тĕрлĕ вăхăтра пĕринчен тепри чаплăрах баянистсем ертсе пычĕç, - тет вăл. - А.Н. Марков, В.Л. Эриванов,
С.М.Алексеев, Р.П.Кириллов. Кашнин пултарулăхĕ пирки каласа пама пуçласан талăк çитес çук. Пурте ансамбль историйĕнче тарăн йĕр хăварнă вĕсем. Тĕлĕнмелле чаплă баянистсем пулнă. Хорпа Анатолий Марков ĕçленĕ тапхăрта репетици-концертсен е пурĕ 40 çын пухăнатчĕ. Халăх ташшисене вĕрентме ятарласа Ульяновскран тĕнчипе паллă «Волгари» ансамбль ертӳçи Дмитрий Бахарев çӳрерĕ. Ертӳçĕ пире Чĕмпĕре ялхуçалăх ĕçченĕ-сен уявне тата ытти мероприятисене хутшăнтаратчĕ. Пĕр хутчен çеç мар эпир Мускавра, Шупашкарта тĕрлĕ фестивальсенче
пулнă. Паллă артистсене курса хамăрăн та чун-чĕререн юрлас килетчĕ. Халăх тăвăллăн алă çупни халĕ те хăлхара янăрать. (Сăмах май каласан, ун чухне Г.А. Микка хăватлă юрланă çеç мар, параппан çапнă, ăста ташланă – Автортан.) Асăмри çынсене пысăк маçтăрсем тесе калас килет. Мăшăрăм, Ольга Андреевна, илемлĕ сассипе еплерех ĕненмелле юрлатчĕ! Ушкăна чăмăртакансем – чи-чи маттуррисем
– Клавдия Кнеева, Николай Узеринов, Ольга Романова, Раиса Узикова, Светлана Яргункина, Люция Шиваева, Николай Сюмма, Валентина Имангулова, Лидия Пономарева, Наталья Чугунова, Светлана Рахманова, Татьяна Эльмукова тата ыттисем пулчĕç. Вĕсенчен хăшĕсем халĕ те хора çӳреççĕ. Шкул ачисем: Анастасия Унеркке, Яна Эльмукова, Наталья Рахманова, Кристина Имангулова. «Янра, юрă» халăх ансамблĕн паянхи пултарулăх ертӳçи – Н.И.Мускин. Паян та кивулхашсене пур чăваш уявĕнче те кĕтеççĕ.
Тăрăшса вăй хунăшăн панă сумлă наградăсем хушшинче хисеплĕ çыннăмăр
питĕ пĕлтерĕшлисене, чĕришĕн çывăххисене палăртать. Вĕсем: «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» («За безупречную службу») медаль (1, 2, 3 степеньсем) тата пĕтĕм союзри халăх пултарулăхĕн фестивалĕн лауреачĕн медалĕ. Унсăр пуçне наградăсен списокне тĕрлĕ йышши юбилей медалĕсем пуянлатаççĕ. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене шутласа та пĕтерес çук.
- Пурнăç малалла пырать. Çемьепе пурăнма хăнăхнă çынна килти шăплăха
чăтма та пĕччен йывăр. Ватлăхра шанчăклă юлташ тупăннăшăн савăнатăп эп. Ансамбльте пĕрле юрлакан ырă кăмăллă
хĕрарăмпа Лидия Пономаревапа паллашнăранпа мана самай çăмăлрах, - терĕ ĕç ветеранĕ.
Геннадий Александровичăн паян виçĕ мăнук. Виççĕшĕ те хĕрача. Ватăлма
пĕлмен аслашшĕпе питĕ çепĕç калаçаççĕ вĕсем. Хăнана яла килсен юрласа пама ӳкĕтлеççĕ.
Геннадий Микка паян обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать çеç мар, илсе пырать. Вăл – тăрăхри халăх дружинин штабĕн пуçлăхĕ. Ансамбль илемĕ те вăл, Ульяновск облаçĕнчи ШĔМ ветеранĕ сем хушшинче ирттерекен спорт ăмăртăвĕсен тата культура мероприятийĕ сен çăлтăрĕ те. Ывăлĕсемшĕн – шанчăклă атте, ял-йышшăн – тӳрĕ кăмăллă капитан.
 
: 538, Хаçат: 41 (1390), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: