Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Зоя Петровна Петрюкова пирки эпир «Канаш» хаçатра çырнăччĕ. Ун чухне вăл Мелекесс районĕ-нчи Эврелĕнче пурăнатчĕ. Паян алла ручка тытса çак хастар та тĕлĕнмелле кинемей çинчен каллех çырма мана юлашки тĕлпулу хистерĕ.
Зоя Петровна – ватă педагог, ĕмĕрĕнчи 43 çулне ачасене çырма-вулама вĕрентес ĕçе панă. Сентябрĕн 30-мĕшĕнче вăл çулĕсене пăхмасăр (89 çулта) маршрутка çине ларса И.Я.Яковлев палăкне уçнăранпа 10 çул çитнине халалланă митинга килчĕ! Паллах, халь Зоя Петровна Мелекесс районĕнче мар, Ульяновск çывăхĕнчи Лаишевка ялĕнче, пĕртăванĕн хĕрĕ патĕнче пурăнать. Пурĕпĕр. Вăл чăвашсене
çутта кăларакана, хăй вĕреннĕ шкула уçнă И.Я. Яковлева çак кун пуç таймасăр пултараймарĕ.
Сăмах май çакна та каласа хăварас килет, шел пулин те, паянхи учительсенчен
пĕри те митинга килме вăхăт тупайман. Хамăра хамăр хисеплеме пăрахатпăр пулмалла.
З.П.Петрюкова митинг хыççăн чăвашсен наципе культура автономийĕн çуртне Ваттисен кунне уявлама та хаваспах
пычĕ, салам сăмахĕсем каларĕ, çынпа пĕрле юрларĕ, ташларĕ, савăнчĕ. Пурнăçа юратакан, çулĕсене пăхмасăр вăхăтпа тан утакан çынсене курсан чун çĕкленет.
Зоя Петровна 1927 çулта Эврелĕ-нче çуралнă. Ульяновскри чăваш педучилищинчен вĕренсе тухсан ĕç стажне пуçланă. Пĕр çул Куйбышев (халĕ Самар) облаçĕнчи Кушкă районĕ-нче ачасене вĕрентнĕ хыççăн тăван Мелекесс районне таврăннă. Çĕнĕ Сахчари пуçламăш шкулта 42 çул вăй хунă, 1950 çултанпа заведующи лавне туртнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан шкулта 8 çул ĕçленĕ.
- Ялти общество ĕçне те веçех ман çине тиетчĕç. Тăрăшнă вăл вăхăтра. Ачасене те çирĕп пĕлӳ панă, пур мероприятие те çитнĕ. Хамăр тĕслĕхпе çамрăк ăрăва воспитани панă. Ку саккуна халĕ никам та пăрахăçламан. Учителĕн ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулмалла, пур енĕпе те. Кун пек чухне тин эпир патриотсем çитĕнтерĕпĕр, - тет ватă педагог.
Зоя Петровна вĕренӳ пирки нумай калаçма пултарать. Сĕнӳсем те унăн чылай. Паянхи чăваш литературипе те вăл кăсăкланать, вырăнти авторсен кĕнекисене юратса вулать. Нумай çул «Канаш» хаçат çырăнать, мĕнпур хыпара,
пĕлтерĕве унтан пĕлет.
Шкулта ĕçленĕ чухне тĕрлĕ журналпа хаçатран кирлĕ статьясене касса илсе пуçтарасси йăлана кĕнĕ унăн. Вĕсемпе кайран ĕçре усă курнă. «Канашра» та ун пек материалсем нумай уншăн – чăваш чĕлхипе, халăхăн историйĕпе çыхăннă материалсем, сăвăсемпе калавсем, паллă çынсем çинчен çырнисем. Анчах унăн чăваш хаçатне касма алă çĕкленмест. Çавăнпа та темиçе çул ĕнтĕ «Канаша» пухса пырать.
89 çулти çыннăн пушă вăхăт нумай пулнине ĕненсе эпĕ Зоя Петровнăран вăхăта мĕнле ирттернине ыйтрăм. Хуравĕ чăнах та тĕлĕнтерчĕ.
- Пушă вăхăт ман çук. Йăмăкăн хĕрĕн хуçалăхĕ пысăк: хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи, сысни. Вĕсем ĕçе тухса каяççĕ. Эп выльăх-чĕрлĕхе пăхатăп. Пушансан алла кĕнеке тытатăп, - терĕ вăл йăл кулса.
Мелекесрен Ульяновск çывăхне куçса килсен вĕрентӳçĕ чи малтан «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музея çул тытнă. Çамрăклăха аса илсе шкул картишĕнче çӳренĕ. Музейпа паллашнă.
Шăпах хальхи музейăн юлашки хутĕнче вĕсем экзамена хатĕрленнĕ вăхăтра пурăннă-çке-ха. - Çамрăклăха аса илтĕм. Чĕмпĕр чăваш шкулĕн картишĕнче çӳренĕ май куç умне хамăн пурнăç тухса тăчĕ. Юратнă çын сарăмсăр çĕре кĕнипе çемье çавăраймарăм. Ун пек лайăх арçын урăх курмарăм. Пĕччен, çемьесĕрех ватăлтăм. Аннене, аппана, тăвансене ватлăхра пăхрăм. Вĕсем çут тĕнчерен уйрăлсан пурне те тирпейлесе пытартăм, асăнтăм. Тăр пĕччен тăрса юлсан йăмăкăн хĕрĕ Светлана Медкова хăй патне Лаишевкăна илсе килчĕ. Мĕн юлать ман хыççăн/ Хаçатран касса кăларнисем, «Канаш», хам ăс-тăн панă ачасем! Хаçатсене çунтарса ярĕç тесе кулянатăп. Тен, хамăн тăван шкула кайса памалла/ - хăйне канăçсăрлантарни пирки калаçрĕ вăл. Пирĕн Зоя Петрюкова пек пурнăçа юратса, унпа киленсе, ыттисене хисеплесе пурăнакан çынсенчен вĕренсе юлмалла.
 
: 579, Хаçат: 41 (1390), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: