Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Петр Алексеевич Кобозев Рязань кĕпĕрнинче 1878 çулхи августăн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл патшалăх тата парти деятелĕ, 1898 çултан РСДРП членĕ, 1917 çулта Ăремпур-Ташкент чукун çул комиссарĕ пулнă.
Вăл тĕн училищине пĕтернĕ. Унтан Мускаври тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ. Пăлхава хутшăннине пула ăна пĕтереймен. Чукун çул çинче слесарьте, машиниста пулăшаканĕнче, машинистра ĕçленĕ. 1898 çулта Мускаври чиркӳ çумĕнчи реальнăй училищĕне пĕтерсен вĕренĕвне Мускаври аслă техника училищинче тăсать.1899 çулта ăна арестлеççĕ, Ригăна ссылкăна яраççĕ. 1900-1904 çулта вăл Ригăри техника институтĕнче вĕренет, унта лаборатори йĕркеленĕ çĕре хутшăнать, студентсемпе практика занятийĕсем ирттерет. Ăна пĕтерсен инженер-технолог Ригăри вакунсем кăларакан заводра вăй хурать. Çав вăхăтра Ригăри РСДРП комитетне кĕрет тата большевиксен «Голос солдата» хаçат редакцийĕнче вăй хурать, латышсен социал-демокрачĕсен партине ертсе пырать. 1905 çулта революци тытăнсан ăна шанчăксăр тесе кăларса яраççĕ. Кобозев Кавказри нефть услам ĕçне кӳлĕнет, забастовкăсемпе демонстрацисем йĕркелет. Унтан Мускава техникум музейне ĕçлеме куçать, чукун çул çинче ĕçлекенсемпе тĕлпулусем ирттерет. Ăна каллех арестлеççĕ,
Ригăна ссылкăна яраççĕ. Унта вăл харпăр вĕренӳ заведенийĕсенче вĕрентет. 1915 çулта ăна каллех арестлеççĕ, Ăренпура куçараççĕ. Кунта вăл чукун çул тунă çĕрте ĕçлет, унпа пĕрлех вырăнти большевиксен организацине йĕркелет. 1916 çулта Кобозева Мурманск хулине чукун çул тунă çĕре куçараççĕ. Тыткăна лекнĕ çар çыннисене агитациленĕшĕн каллех Ăремпура тавăраççĕ. 1917 çулхи февраль революцийĕ тытăнсан Кобозева Ташкент-Ăремпур чукун çул комиссарне суйлаççĕ. Çав çулах çу уйăхĕнче РСДРП тĕп комитечĕ ăна Петрограда чĕнсе илет, Хула Думине суйлать. Вăл парти ĕçне хастар хутшăнать.
Вăтам Ази тата Хĕвеланăç Çĕпĕр ВЦИКĕн комиссарĕ пулнă май Кобозев Дутов атамана хирĕç кĕрешет. Ăна часах Мускава чĕнсе илеççĕ, РСФСР çул-йĕрĕн наркомне çирĕплетеççĕ. Вăл Хĕрлĕ Çар чаçĕсене йĕркеленĕ çĕре хутшăнать. Нумай çул тĕрлĕ çĕрсенче, тĕрлĕ тивĕçсене пурнăçлать вăл. 1928 çулта ăна Ленинградри техника университечĕн ректорне çирĕплетеççĕ. 1929 çулта унтан кăлараççĕ. Вăл Мускаври геодези институтне таврăнса аэросьемка кафедрине йĕркелесе ярать, лекцисем вулать. 1941 çулта унăн пурнăçĕ татăлать. Ăна Мускаври Новодевичье масарне пытараççĕ. Ульяновскри Ленин районĕнчи пĕр урама Кобозев ятне панă.
 
: 467, Хаçат: 41 (1390), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: