Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕтĕм тĕнчере çынсем тупă-патша (царь-пушка), чан-патша (царь-колокол) каларăшсене илтнĕ. Ванна-патша (царь-ванна) тенине вара пĕлмеççĕ.
Вăл патша ялĕнче Баболовски крепоçĕнче вырнаçнă. Виçĕ артефактпа та (искусственнăй майпа тунă япала) халиччен никам та усă курман: патша туппинчен пемен, чан çапман, ваннăра çăвăнман.
Çак тĕлĕнмелле ванна çаврака, яка. Ăна Александр I патша хушнипе çирĕп чула тăрмаласа тунă. Маçтăрĕ Суканов хушаматлă çын пулнă. Туллин – Самсон Ксенофонтович Суканов. Ăста ку ваннăпа 7 çул тăрăшнă – 1811 çултан пуçласа 1818 çул таран. Финн заливĕнчен 160 тонна таякан мăн катăк гранит илсе килеççĕ . Çак ваннăна çаврака чашăк евĕр якатса тип-тикĕс тума çирĕп чула 10 миллион хут киянкăпа çапмалла пулнă. 10-15 хут çапмассерен ĕç хатĕрне хăйранă. Ванна тĕсĕ – хура-кĕрен, йывăрăшĕ – 48 тонна, сарлакăшĕ – 5,33 метр, тарăнăшĕ – 1,96 метр. Унта 800 витре шыв кĕнĕ. Шыва мĕнле майпа тăкни, улăштарни паллă мар. Ятарлă шăтăк çук. Çак ваннăна хăй вăхăтĕнче 5-мĕш разрядлă токаре кăтартсан лешĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ тет. Гранит чула алăпа ĕçлесе çитерме, пĕчĕк ĕç хатĕрĕпе калăпăшĕпе пысăк илемлĕ япала тума никам та пултарайман тенĕ пулать. 19-мĕш ĕмĕрте кун пек ĕçсене пурнăçланă чух якатмалли чăн станоксем пулман-ха. Тата кун пек шухăш та çӳрет халăхра: ку тĕлĕнтермĕш савăта антенна урлă тытакан инçетри космос çыхăнăвĕн пайăрки пулăшнипе çĕнетнĕ имĕш... Тата Аслă вăрçă вăхăтĕнче нимĕçсем ваннăна хăйсемпе мĕнле илсе кайман теççĕ. Ун чухне техника пулнă-ха. Паллă мар япаласем татах пур. Тĕрĕссипе, артефактпа çыхăннă тупмалли юмахсем нумай.
 
: 581, Хаçат: 41 (1390), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: