Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
КАЛАВ
 
- Пурнăç мĕншĕн çав тери кăткăс-ши/ - ыйту пачĕ Валя палатăри юнашар кравать çинче выртакан
Зинăна.
- Иксĕмĕр паллашни темиçе кун кăна иртрĕ пулин те чун-чĕрене веçех сана уçса калаçас килет. Ачалăхăм та, хальхи пурнăçăм та çынсенни пек пулайманшăн пăшăрхансах çак çула çитрĕм ĕнтĕ, - лăпкă сассипе калаçрĕ Валя.
- Хальхи пурнăçа хурласах каймастăп эпĕ. Ĕçлес текене, пурнăç тăвас текене ялан çул уçă пек туйăнать мана, - текелерĕ Зина Вальăна лăплантарас
тесе. Валя кулянса калаçăва малалла тăсрĕ.
- Эпĕ çуралсан атте: «Мур илесшĕ, каллех хĕрача çуралнă!», - тесе вăрçăннă тет. Эпĕ çемьере виççĕмĕш хĕр. Пирĕнтен инçех мар вара пĕрисен умлă-хыçлă çичĕ ывăл çуралнă. Атте мана пĕр ывăлĕпе улăштарасшăн пулса темиçе хутчен те тархасланă тет вĕсене. Çуратса кăкăр ĕмĕртнĕ ывăл-хĕрне мĕнле çын ют ачапа улăштарĕ-ши/
Эпĕ аттепе аннен тĕпренчĕкĕ пулин те çемьере сумсăр тата ытлашши хĕрачи пулса тăнă. Пĕчĕкрен аслисенчен юлнă тумтир тăхăнса ӳснĕ. Шкул пĕтерсе техникума вĕренме кĕрсен те аппасен кивĕ тумĕсемпе çӳрерĕм.
Аттене хирĕç анне пĕр сăмах та чĕнейместчĕ. Хĕрсем кăна çуратнăшăн хăйне айăплă туйнă пулмалла.
Пĕчĕк чухне манпа йăпанма та, выляма та вăхăт тупаймарĕ – икĕ аллинчен ĕç каймарĕ.
Аппасем – Наташăпа Катюша – атте пекех кăра çилĕллĕ те кăнттамскерсем, анне асапланнине асăрхамарĕç, хĕрхенмерĕç. Вĕсем килте çук чухне кăна аннепе шăкăл-шăкăл калаçса ăша пусараттăмăр.
Суту-илӳ техникумĕнчи общежитири юлташсем çывăх тăвансем пек пулса тăчĕç. Яла каникулсенче е уявсенче кăна каяттăм. Юнпа çывăх çынсем хам çине сиввĕн пăхнăран киле çӳрес те килместчĕ.
Пурнăç кустăрми малалла куснăçемĕн пурнăç кăткăсланса пычĕ. Техникум пĕтернĕ вăхăта самана улшăнса кайрĕ. Союза пĕтерсе хучĕç... Яланхи пек вĕренсе тухакансене заводсемпе фабрикăсенче кĕтсе тăмарĕç. Предприятисем путланчĕç. Çĕршывра унччен илтмен ĕçсĕрлĕх хуçалана пуçларĕ. Кам мĕнле меслетпе пурăнма пĕлет – çапла пурăнчĕ...
Валя пĕр ывăнмасăр калаçăва малалла тăсрĕ. Тăрсан-тăрсан пичĕ çинчи хусканăвĕсем палăрмаллах улшăна-улшăна илчĕç.
- Мĕскĕнленсе ĕç шыраса хăшкăлса çитсен пĕр пуян хуçа патне вырнаçрăм. Хуçа сăмахĕ – саккун. Каларĕ пулсан – пурнăçла, ун еккине тивĕçтермелле. Ĕç укçи пирки сăмах та çук. Унăн ирĕкĕ: парсан та пултарать, памасан та... Пурăнасса
– хуçа хăйĕн чаплă керменĕнче пурăнтарать. Пӳлĕмре пĕр сĕтелпе диван.
Пуçра ялан пĕр шухăш пулнă манăн, чăтăмлăх çитерсе ĕçлемелле, хам валли пурăнмалли кĕтес те пулин туянмалла.
Пĕррехинче уяр çанталăкра аçа çапнă пек пӳлĕм алăкĕ кĕмсĕртетсе уçăлса кайрĕ. Куçне çăлтăр пек йăлтăртаттарса хĕрĕнкĕ хуçа кĕрсе тăчĕ. Хĕрлĕ-хне çухатман çамрăк хĕр ăшшипе киленчĕ «пурнăç хуçи» – усламçă. Мăшăрĕпе ачи çуккипе усă курса хĕре хăй аллине илчĕ хуçа.
Çапла вара качча каймасăрах ача амăшĕ пулса тăтăм, тăвансен ятне сутрăм, сума çухатрăм.
Мĕн кăна тӳсме тивмерĕ пурнăçра! Пĕчĕк Андрюша ывăлăма кӳршĕ-аршă патне хăварса Мускава тавар илме çӳрерĕм. Шартлама сивĕре те, йĕпе-сапара та укçа тăвас тесе асаплантăм. Чун ăшшине туртса илнĕ арçын çука тухрĕ, çемйи саланчĕ. Кермен пек çуртĕнчен арăмĕ хăваласа кăларса ячĕ.
Çапла темиçе çул асапланнă хыççăн хваттер туянмаллăх укçа пуçтартăм. Андрюша та шкул çулне çитрĕ.
Пĕррехинче пӳлĕмре шăнкăрав сасси янраса кайрĕ. «Пурнăç хуçи» эпир пурăнакан хваттере шыраса тупнă. Намăсне çухатнă Çеруш хăйĕнчен çуралнă ывăлне кăтартма ӳкĕтлерĕ. «Валя, чунăм, санăн хваттерӳ те хăтлă, икĕ пӳлĕмлĕ, сан патна пурăнма куçатăп, авланатăп, ывăлăмпа сана телейлĕ тăватăп, - терĕ.
Эпĕ йĕмесĕр тӳсеймерĕм. Вĕри куççуле шăлса мăшкăл кăтартнă арçынна хăваласа кăларса ятăм. Каçарма пĕлекен телейлĕ теççĕ пулин те – каçараймарăм. Аран-аран хама лăплантартăм та чĕтрекен алла чышка чăмăртарăм.
Паян Вальăн чунĕнче кӳренӳ туйăмĕ хуçаланчĕ. Унччен чир-чĕр мĕнне пĕлмен Валя пурнăçпа вилĕм хушшинче асапланчĕ. Маччаран çакăнса тăракан лампочка çути те тĕксĕм курăнчĕ ăна. Тухтăрсем тĕрĕслесе тухнă хыççăн амăшĕ çумне Андрюша килсе ларчĕ. Операци хыççăн вăй кĕрсех çитейменнипе Вальăн кăмăлĕ те уçăлсах каяйманччĕ. Сакăр çулхи Андрюша кăна амăшĕн йăваш сăмахĕсене илтесшĕн пулчĕ, шурса кайнă питĕнчен çине-çине чуптурĕ:
-Анне, аннеçĕм, хăвăртрах сывал, сансăр мана питĕ кичем, - пăшăлтатрĕ вăл пĕчĕк тутипе.
- Çак чире чăтса ирттерсен, сывалса çитсен, эпир санпа телейлĕ пулăпăр, ылтăнăм-ывăлăм, - тесе Валя вăйсăр аллипе ывăлне ыталаса йĕчĕ.
Тухтăрсем тĕрĕс сипленипе, хăй тăрăшнипе Вальăн сывлăхĕ ерипен йĕркене кĕме пуçларĕ. Наташăпа Катюша йăмăкне килсе курмарĕç, сывлăхĕ-пе кăсăкланмарĕç. Вĕсен пуçĕнче урăхла шухăш хуçаланнă иккен – вĕсем йăмăкĕ çут тĕнчерен уйрăлса каясса кĕтнĕ. Ывăлне тăлăхсен çуртне памаллине, хваттерне кам çине куçармаллине сӳ-тсе явнă. Кирлĕ хутсене пуçтарса çитерсен Валя патне пульницана алă пустарма килсе çитнĕ. Çак хутсене алла илсе вулама, аппăшĕсен сăмахĕсене илтме питĕ йывăр пулнă ăна. Çапах та тӳснĕ.
-Пурсăмăр та пĕр Турă аллинче, - теме кăна пултарнă вăл аран-аран тухакан сассипе. Аппăшĕсем çакăн пек мăшкăллани ăна чире часах парăнтарма вăй-хăват панă.
Каллех çул хыççăн çул. Пурнăç юхăмĕ çурхи шывран та хăвăрт юхать, çырма уçса сике-сике малалла чупать. Е пăтранать вăл, е пăлханать...
Валя ура çине тăрса тĕрекленет. Андрюшăна çитĕнтерсе авлантарать, мăнукĕсене утьăка сиктерет. Нушаланнине аса илсен – йĕрет, аваннишĕн хавхаланса савăнать.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 599, Хаçат: 41 (1390), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: