Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вячеслав Уфаркин харпăр ĕçне пуçарсанах заказсене телефонпа йышăннă. Уйрăм ĕç пӳлĕмĕ те пулман-ха ун чухне. Чи кирли – икĕ вăйлă алли, кирлĕ инструментсем, çивĕч ăс тата ăнтăлу – çумрах. Малтанласа çакă та çителĕклĕ пек туйăннă. Пĕрисем патĕ-нче вăй хунă хыççăн хуçасем сĕннипе заказ паракансем тупăннă. Çапла сараппан радиовĕн хумĕ ял-хула çине сарăлнă евĕр Вячеслав Валерьевич çинчен илтекенсем, çамрăк та ăста маçтăр пулăшăвĕпе усă курас текенсем, йышланса-йышланса пынă.
Паян пултаруллă та малкурăмлă усламçă Вячеслав Уфаркин ертсе пыракан «Теплоков» тулли мар яваплă общество Ульяновск облаçĕ-нчи çуртсене ăшă кĕртес тытăмра самаях сумлă вырăн йышăнать. Заказчиксен те халь Вячеслав Валерьевичпа телефонпа çеç мар, ĕç пӳлĕмне е лавккине пырса çыхăнма май пур. Ертӳçĕпе куçа-куçăн калаçни, тĕлпулăва çивĕч ыйтусене сӳтсе явнинчен пуçлани вăхăта перекетлеме май парать.
- Кунтикаври вăтам шкулта вĕреннĕ чухне физикăпа математика урокĕсене питĕ килĕ-штереттĕм. Çак предметсемпе çыхăннă пур çĕнĕ шухăш те маншăн интереслĕччĕ. Анчах та аллăма аттестат илсен тӳрех аслă шкула вĕренме кайма май пулмарĕ. Ульяновска килсе кил-çуртра кирлĕ тавар, тĕрлĕ техника сутакан лавккана ĕçлеме вырнаçрăм. Çамрăклах магнитофон таврашне, хатĕр-хĕтĕре çăмăллăнах юсаттăм. Лавккара ултă çул тăрăшнă хыççăн пурнăçа тĕпрен улăштарма шухăшларăм, – аса илет çул пуçламăшне Вячеслав Валерьевич. – Çуртсене ăшă кĕртессипе, шывпа тивĕçтерессипе, шыв юхтарса ямалли пăрăхсене тăвассипе çыхăннă фирма йĕркелеме шухăш тытнине пĕлсен хăш-пĕр çывăх пĕлĕшсемех ман çине шанмасăр пăхрĕç. "Малтан пĕр пăт тăвар çимелле, ан хăтлан", - терĕç. Хавхалантаракансем те пулчĕç. Вĕсем хушшинче – пĕртăвансем, шанчăклă юлташсем, аттепе анне. Эпĕ ума лартнă тĕллеврен пăрăнмарăм. Шутланă – тунă. Ку тытăм пирки Интернетра нумай вуларăм, палланă çынсемпе канашларăм. Пĕрремĕш заказ юлташсенченех пулчĕ. Ĕç ăнăçлă пулса тухнипе кăмăллă хуçасем тăванĕсене каланă, кайран пĕлĕшĕсем кăсăкланнă, ман телефон номерне ыйтнă... Паян фирмăн пысăк заказсем пур. Ĕç питĕ нумай. Объектсенче ĕлĕкхи пек пĕччен вăй хумастăп – виççĕн тăрăшатпăр. Чи пысăк пулăшакан – мăшăрăм Любовь Александровна.
В.В. Уфаркин ертсе пыракан общество ку е вăл ĕçе пуçăнсанах чи малтан результат пирки ăшталанма пуçлать, хăйсем тăвакан ĕç пахалăхĕ лайăх пултăр тесе ырми-канми тăрăшать. Ĕçре хаклă та чи аван хатĕр-хĕтĕрпе (Европăра туяннисемпе) çеç усă курать. Ĕç тухăçĕн шантарăвĕ – 3 çул.
Паян «Теплоков» общество ĕçченĕсем ăшă урай тăваççĕ. Мĕнрен пуçлаççĕ-ха вĕсем/ Чи малтан ĕç калăпăшне шутлаççĕ, мĕн кирлине, мĕнле материалсем туянмаллине сĕнеççĕ. Кил хуçисемпе канашласа ĕçлеççĕ.
Ĕç ӳсĕнтĕр тесен малашне ятарлă техника пĕлĕвне илмеллине тахçанах туйнă-ха çамрăк усламçă. Çав шухăша тĕпе хурса вăл Пăвари ветеринари техникумне «Газовые сети газораспределительн ых систем» текен уйрăма вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен Хусанти федераллă университета «Нефтегазовое дело» факультета çул тытасшăн. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн.
Вячеслав Уфаркин темиçе хутчен те Мускавра шыв, ăшă, газ кĕртнĕ çĕрте усă куракан чаплă тухника куравĕсенче пулса курнă. Вĕсене çулсерен нарăс уйăхĕнче çĕршывăн тĕп хулинче «Акватерн» тата «ОВК» ятпа ирттереççĕ.
Паян хăй пуçарнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсĕр пуçне Вячеслав Валерьевичăн тата та кирлĕрех тивĕçĕ пур – хаклă çемйине, арăмĕпе икĕ ывăлне, хăтлăхпа юрату парнелесси. Кашни çĕнĕ куна вăл çирĕп кун йĕрки пирки шухăшланинчен мар, ачисене – пĕрне шкула, теприне ача пахчине ăсатнинчен пуçлать.
- Эпĕ çемьере – виççĕмĕш ача. Тавах аттепе аннене, Чăнлă районĕнчи Кунтикавра пурăнакан сăпайлă та сатур Валерий Леонтьевичпа Людмила Владимировна Уфаркинсене, пире ачаран ĕçе вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн. Паян хам атте пулнă май çак ĕç йывăр та сулмаклă пулнине чун-чĕререн ăнланатăп. Ирхине вăранса кайсан чи малтан ачасем пирки шухăшлатăп. 2-мĕш класра вĕренекен Макар тата виçĕ çулхи Гордей пуласлăхĕ янкăр çутă та телейлĕ пултăр тетĕп. Çĕр чăмăрĕ çинче тăнăçлăх хуçалантăр – вара ĕç те пиçсе тухать, пурнăç та кал-кал пырать, - терĕ Вячеслав Уфаркин куçĕпе сехечĕ çине пăхса, шантарнă вăхăт вĕçленнине систерсе. Вара телефонти хĕрлĕ пускăч çине пӳрнипе пусса çĕнĕрен тетеле кăларчĕ.
- Салам «Канаш» вулаканĕсене. Каçарăр, ĕçе васкамалла, - терĕ.
 
: 539, Хаçат: 42 (1391), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: