Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ку çапăçусем 1941 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 5-мĕшĕччен пынă.
Пирĕн çарсен тĕллевĕ – Тула енне талпăнакан нимĕç фашисчĕсен çарĕсене хирĕç тăрса кăнтăр енчен Мускав енне кайма чарасси пулнă. Совет çарĕ тăшман çарĕнчен пĕчĕкрех пулнипе пирĕннисем Тула патне чакса вырăнти гарнизонпа пĕрле тăшмана малалла кайма чарса лартаççĕ. Тăшмансем Тула хулинчен таçтан аякран çаврăнса пыма шутлаççĕ. Анчах ку хутĕнче те вĕсен ĕç тухмасть. Пирĕн çарсем хĕрӳллĕн çапăçаççĕ, тăшмансене çывăха та ямаççĕ. Çав хушăра Мускав хулин кăнтăр енне çĕнĕ вăйсемпе çирĕплетеççĕ.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче Гудерианăн чаçĕсем Мценск çывăхĕнче тăракан совет çарĕсен линине татса кĕрсе Тула енне талпăнаççĕ. Икĕ кунтан Плавск хулине тытса илеççĕ. Совет çарĕн 50-мĕш дивизийĕ пысăк çухатусем тӳссе майĕпен Тула патне чакать.
Октябрĕн 27-мĕшĕнче Орел хула çулĕн сулахай енне Тулăри рабочисен полкĕ, сылтăм енне – НКВДн 156-мĕш тата 732-мĕш ПВО полкĕсен 732-мĕш зенит артиллерийĕ çирĕплетеççĕ. Воронеж çулне милици батальонĕ, 447-мĕш артиллери полкĕ тата танксене хирĕç кĕрешекен 702-мĕш полк пӳлсе хурать.
Октябрĕн 29-мĕшĕнче Ясная Поляна çывăхĕ-нче пирĕннисен çапăçăва кĕмелле пулнă. Анчах октябрĕн 30-мĕшĕнче çĕрле тăшмансен танкĕ-сем тапăнса килсен вĕсем чакаççĕ, Тулăран 18 çухрăмра çирĕпленеççĕ.
Тăшмансем ял хыççăн ял тытса илеççĕ. Тула çывăхнех çитеççĕ. 31 танк çухатнипе малалла каяймаççĕ. Çав вăхăтра пирĕн 32-мĕш танк бригади килсе çитет. Совет çарĕсен çирĕп вăйне туйса илсе Гудериан çарĕ Тулăна илеймест. Совет салтакĕ-сем паттăррăн çапăçса тăшмана малалла ямаççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче 34-мĕш гварди дивизионĕ "катюшăсенчен" нимĕçсен танкĕсен еннелле залп хыççăн залп ярать. Пĕр харăс 13 нимĕç танкне çунтарать. Мускав çулне хӳтĕлеме тĕрлĕ енчен пирĕн вăйсем хутшăнсах пыраççĕ. Çапла тăшманăн Мускава илес ĕмĕчĕ татăлать.
 
: 463, Хаçат: 42 (1391), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: