Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Йăла тăрăх, чăвашсен Чӳклеме уявĕ тытăнать. Октябрĕн 15-мĕшĕнче Самар чăвашĕсем çак уява чаплă паллă турĕç. Уяв Тольяттири «ДКИТ» текен ӳнер тата пултарулăх Культура керменĕн пĕчĕк залĕнче иртрĕ. Йĕркелекенĕ – вырăнти чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертӳçи Александр Бикмурзин). Чĕмпĕртен ку уявра Çĕнĕ хулари «Палнай» фольклор ушкăнĕ пулчĕ.
 
Чӳклеме уявĕ вырăнти хастарăн Владимир Левуковăн (унăн калавĕ-семпе сăввисем «Канаш» хаçатра нумай пичетленнĕ) килĕнче тытăннă. Сумлă шурсухалсем пуçтарăнса автан пусса яшка пĕçернĕ. Авалхи йăлана пăхăнса чӳк ирттернĕ. Кăнтăр иртсен халăх Культура керменне пуçтарăннă. Фойере анлă курав йĕркеленĕ. Чи сумлă вырăнта – çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр-кулачă, кукăль-пӳремеч, хуплу таврашĕ тата кăпăклă сăра. Кунти алăстисен ĕçĕсене тата сăнӳкерчĕксен вернисажне курма питĕ интереслĕ пулчĕ. Тĕлĕнмелле ăстасем пурăнаççĕ Самар тăрăхĕнче!
Уява Тольяттири «Телей» юрă ушкăнĕ «Алран кайми аки-сухи» юрăпа пуçларĕ. Пухăннисем чăваш гимнне ура çине тăрса итлерĕç. Унтан сарлака экран çинчен авалхи чăвашсем çинчен калакан фильмсен пайĕсене кăтартрĕç.
Сцена çине облаçра чăвашлăх ĕçне илсе пыракансем улăхрĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Кашни тухса калаçакан мĕнпур чăваша хумхантаракан тĕп ыйтăва – халăмăрăн чĕлхине, хăйнеевĕрлĕ пуян культурине сыхласа хăварассине – çĕклерĕ. Уйрăмах Самарти чăваш обществине ертсе пыракан Людмила Павлова хĕрӳллĕн калаçрĕ. Вăл залра ларакан мĕнпур чăваша тата ытти халăхсене çапла чĕнсе каларĕ:
«Чĕлхемĕре çухатас марччĕ. Чĕлхе пĕтсен халăхăмăр та пĕтет. Йăлтах хамăртан килет. Эпĕ облаçри вĕренӳ тата культура тытăмĕсенче ĕçлекенсене те пире мĕнпур енĕпе пулăшса пыма ыйтасшăн». Людмила Николаевна Тольяттири чăваш хастарĕсене Тав хучĕсем тата парнесем пачĕ, ăнăçусем сунчĕ.
Унтан сăмах чĕмпĕрсене пачĕç. УОЧНКАн информаци пайĕшĕн яваплă Нина Еграшкина автономи председателĕ Олег Мустаев ятĕнчен вырăнти автономи ертӳçине Александр Бикмурзина икĕ область хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме пулăшнăшăн Тав хучĕ парса чысларĕ. Кĕскен Чĕмпĕрти автономи ӳсĕмĕсем çинче чарăнса тăчĕ: нумаях пулмасть ипподромра ытти нацисенчен малтан наци кил-çуртне уçни пирки каларĕ, И.Я.Яковлева палăк лартнăранпа 10 çул çитнине паллă тунине асăнса хăварчĕ. «Палнай» ушкăн куракансене виçĕ юрă парнелерĕ. Зал пуçласа вĕçне çити алă çупрĕ. Çавăн пекех хулари 182-мĕш ача сачĕн «Золотой ключик» ташă, Самарти «Хавас», «Уяр» тата «Тарават» юрăпа ташă ушкăнĕсене, Тольяттири «Хĕлхем», «Телей» тата «Шанчăк» ансамбльсене, Жигулевскран килнĕ «Асамат», Ставрополь крайĕнчи Севрюкаево ялĕнчи «Юрату», Поволжский ялĕнчен килнĕ «Шурăмпуç» ушкăнсене, Мускаври «Атăл» юрă ушкăнĕн юрăçине Любовь Павлована тата Тольяттири Евгений Орлов юрăçа халăх питĕ лайăх йышăнчĕ. Кашни ушкăн тата уйрăм юрăç ЧНКАн Тав хутне тивĕçрĕ.
Зала виçĕ сехете тара тытнипе концерт программине ертсе пыракансен кĕскетме тиврĕ. Чăвашсем çапах та саланмарĕç, уяв çумри кафере тăсăлчĕ.
 
Самар облаçĕ,
Тольятти хули.
 
: 203, Хаçат: 42 (1391), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: