Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван хуламăрта – Чĕмпĕрте манăн чун-чĕрешĕн çывăх кĕтес пур – Сĕве хĕрринчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕн комплексĕ.
 
Аслă Просветителĕмĕр И.Я.Яковлев утса çӳренĕ, ĕçлесе пурăннă вырăна черетлĕ отпуска килсен ятарласа çитсе куртăм. Сĕве урлă кĕперпе каçнă чухнех чуна ăшă туйăм çупăрлать. Вунтăххăрмĕш ĕмĕрте кунта мĕн чухлĕ чăваш яш-кĕрĕмĕ сукмака такăрлатман-ши/ Чăваш çырулăхĕ, чăваш культури çуралнă кĕтес мана темле асамлă вăйпа туртать. Умра – Н.Т.Савруков тăрăшнипе тытнă решеткепе илемлĕ хапха. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула тăван хуларан кайнăранпа эпĕ кунта пулман, çавăнпа та аялти корпус çине вырнаçтарнă Асăну хăмине тунсăхлăн тинкеретĕп. Ку çуртăн актовăй залĕ-нче сахал мар чăваш уявĕ ирттернĕ-çке. Патриарх çуралнă куна халалланă пĕрремĕш уявсене шăпах çавăнта йĕркелеттĕмĕр.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕн тĕп корпусне – музей алăкне те пăлханса уçатăп. Сăваплăран та сăваплă вырăн Аслă Вĕрентекенĕмĕр чунĕ халĕ те кунтах пулнăн туйăнать. Музей заведующийĕ Н.В.Литвинова питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ, тӳрех иккĕмĕш хута – çĕнĕ пӳлĕмсене курма йыхравларĕ. Çав тери пуян, паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пӳлĕмсем музея килекен кашни çыншăн интереслĕ. Зал И.Я.Яковлевăн вилĕмсĕр Халал сăмахĕсемпе пуçланать. Часах ĕмĕр çитет çак Халала çырни, вăл паян та пирĕншĕн чăн-чăн вĕрентӳ пособийĕ. Кашни с ăмахĕ, кашни предложенийĕ чун-чĕрене пырса тивет, халăхăмăра, чĕлхемĕре, йăх-тымара хаклама вĕрентет. Унччен вĕренӳ класĕ-сем пулнă пӳлĕмсенчи экспонатсем çав тери паха, уйрăмах Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă мухтавлă ентешсемпе паллаштаракан стендсем. Вилĕмсĕр «Нарспи авторĕ Константин Иванов, пĕрремĕш чăваш композиторĕ Федор Павлов, Ваççа Аниççи, Николай Шупаççынни тата ыттисем те.
Ман пуçра каллех çак шухăн вĕлтлетет: Яковлев çырулăх йĕркелемен пулсан мĕн пулатчĕ-ши халăхăмăрпа/ Чĕмпĕр чăваш шкулне уçса аталантарассишĕн пĕтĕм пурнăçне халалланă Улăпа çитес ăрусем те асра тытма тивĕç. Çакна музейра, Патриарх утса çӳренĕ пӳлĕмсенче пулнă чухне уйрăмах питĕ лайăх туятăн. Виççĕмĕш хута, Иван Яковлевич çемйипе пурăннă пӳлĕмсенче унăн СĂНАРНЕ куç умне кăларса тăрататăп. Вăл пурăннă чухнехи пекех... Кунта Патриарх ЧУНĔ ПУРĂНАТЬ. Пурте пĕлетпĕр, И.Я.Яковлев Чĕмпĕртен каясшăн та пулман, анчах та пăтрануллă пурнăçăн хăйĕн саккунĕсем... Шăпа ăна каялла таврăнма пӳрмен. Тавах, Турра, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн музейĕ унăн еткерлĕхне упрассишĕн тăрăшать, çĕнĕрен те çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатать. Акă унăн мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем – 6-7-мĕш ăрурисем çинчен калакан стенд. Аслă кукашшĕн ĕçĕсене малалла тăсакансем – В.В.Павлов, А.Б.Покровская, М.Н.Ефремов тата ыттисем.
Мускавра мана та Патриарх мăнукĕсемпе çывăх паллашма тӳр килчĕ. Алла Борисовна Покровская – МХАТ шкул-студийĕн преподавателĕ, А.П.Чехов ячĕллĕ театр сцени çинче вылять. Пире те, ывăлăмпа иксĕмĕре хăй вылякан «Дыхание жизни» спектакле ятарласа чĕннĕччĕ. И.Я.Яковлевăн чи юратнă мăнукĕн – Катенькăн (вăл 16 çула çитиччен Чĕмпĕрте пурăннă) хĕрĕпе – Екатерина Всеволодовна Павловапа иртнĕ çул, вăл çĕре кĕриччен пĕр уйăх маларах килĕнче тĕл пулса интервью илнĕччĕ...
Музей-комплексĕн виççĕмĕш хучĕ, пĕр ӳстермесĕр калатăп, чăн-чăн сăваплă вырăн. Акă, уявсем иртекен шкул класĕ. Халĕ те кунта вĕреннисем çулсерен тĕлпулăва Яковлев уçнă шкула васкаççĕ. Ырă йăла çамрăк ăрăва, чăваш ялĕсенче вĕренекен ачасене çакăнта сукмак хывтартăрччĕ. Ман шутпа, кашни чăвашăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пулса курмаллах, çавăн чухне çеç эпир КАМ ПУЛНИНЕ, ХĂШ ХАЛĂХРАН тухнине асра тытатпăр.
Çакна та каласа хăварам. Раççейĕн тĕп хулинчи ентешĕмĕрсем И.Я.Яковлев еткерлĕхне упрассине тĕп вырăна хураççĕ. Çулсерен Патриарх çуралнă кунхине ВĂЛ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă Ваганьково масарне пуçтарăнатпăр. Маншĕн çак кун чи савăнăçли тата чи пăлханулли. Аслă Вĕрентекенĕмĕре асăнса иртекен уявсенче пĕрре çеç мар сăмах калама тивнĕ. «Иван Яковлевич Мускав çĕрĕ çинче выртать, чунĕ вара вăл чĕртнĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче, çавăнпа та кашни чăвашăн унта пулса курмаллах», - çак шухăша палăртатăп хамăн сăмахăмра. Тĕрлĕ регионсенчен тĕп хулана килнĕ ентешсене яланах Чĕмпĕре çитсе курма сĕнетĕп.
Хавхалануллă туйăмпа сывпуллашатăп Чăваш çырулăхĕн сăпкипе. Чăваш чиркĕвне кĕрсе çурта лартатăп, тăван хуламăр варринчи мăнаçлăн тăракан Патриарх палăкĕ умĕнче пуç таятăп.
 
Мускав хули.
 
: 467, Хаçат: 42 (1391), Категори: чунри

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: