Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Федорович Можайский – вырăссен паллă изобретателĕ, пĕрремĕш самолет туса кăлараканĕ, çар академикĕ, контр-адмиралĕ.
 
Александр ачаранах моряк пулма ĕмĕтленнĕ, пĕчĕкренех тинĕс кадет корпусне вĕренме кĕнĕ.
Ăна пĕтерсен çамрăк мичман Балтика тата Шурă тинĕссем тăрăх ишеве тухса кайнă. Экспедицисем тĕрлĕ пăрахутсем çинче иртнĕ, хăш чух çичшер çула тăсăлнă. Александр çамрăклах лейтенант звание илме тивĕçнĕ.
Унтан вăл Балтика тинĕсĕ çинче служба тăснă. Çав вăхăтра фрегатпа çулçӳреве икĕ çула Япони çĕршывне тухса каять. Цунами тытăнсан унăн фрегачĕ арканать, Александр шхуна çине куçса сывă юлать, тăван çĕршыва таврăнать.
Кайран Александр «Антенор» бригăн командипе пĕрле Финн заливне «кĕтмен хăнасенчен» сыхлас ĕçе хутшăнать.
Александра часах тепĕр экспедици кĕтет: ку хутĕнче вăл ятарлă караппа Арал тинĕсĕн бассейнĕпе ишсе Вăтам Азие çитет. Çулçӳрев вĕçленсен офицер 50 пушкăллă «Орел» карап çине куçать. Вăл чинĕпе ӳссе пырать. Ăна карапа ертсе пыма шанса параççĕ.
Крым вăрçи тытăнсан унăн умне йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Александр Можайский çар флотне пăрахать те Винница çывăхĕнче тĕпленет.
Вунă çул иртсен ăна çар службине таврăнма ыйтаççĕ. Вăл хăйне çывăх çар корпусĕнче преподаватель ĕçне пуçăнать, унпа пĕрлех хăйĕн тахçантанпах ĕмĕтленнĕ проектне – сывлăша вĕçсе улăхакан аппарат ăсталама пуçлать. Унччен нумай специалистпа канашлать.
Часах пĕрремĕш вĕçев аппарачĕ сывлăша вĕçсе улăхать. Анчах пĕр çуначĕ хуçăлать, самолет çĕре ӳкет. Юсама укçа-тенкĕ пулманнипе ĕçĕ чарăнса тăрать. Вăл правительствăран та укçа ыйтса пăхать, пулăшу ниçтан та килмест.
Можайский 1890 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче фезиляж самолетне туса çитереймесĕрех вилсе каять.
Çавăн йышши самолет тепĕр вăтăр çултан тин сывлăша вĕçсе улăхать.
Ульяновск хулин Ленин районĕнчи пĕр урама Можайский ятне панă.
 
: 431, Хаçат: 42 (1391), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: