Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче облаçри колхозсенче питĕ нумай чĕкĕнтĕр акатчĕç. Ăна пĕтĕмпех алăпа çумламаллаччĕ. Каникул вăхăтĕнче аслăрах классенче вĕренекен ачасем кăшт та пулин укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пылак тымар матиклеме ют колхозсемпе совхозсене тухса çӳретчĕç.
Çуллахи ăшă кунсенче эпир те, тин çеç шкул пĕтернĕ çилçунатлă çамрăксем, çывăх юлташсемпе пуçтарăнса хамăр ялтан аякри облаçа, пуян ялхуçалăхне тухса кайрăмăр. Ĕçлесе ывăннă самантсенче канма выртсан шухăшăмпа яла таврăнаттăм...
Ялта илемлĕ те ăслă çамрăкпа çуллахи ăшă каçсенче шăпчăк юррине итлетпĕр. Пирĕн ĕмĕтсем пысăк. Килте атте-аннерен иртсе пурăнман, аслисене хисепленĕ.
Турра ĕненсе пурăнакан çемьере хĕрĕсем те сăпайлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Эпир те çавăн пек пулнă. Сăнран та япăх мар. Юрлама-ташлама юрататтăмăр...
Аякри вырăс ялĕнче ирхи куна каçчен хирте ирттереттĕмĕр. Ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр – юрласа хирĕлсе чĕкĕнтĕре çумкурăкран тасататтăмăр. Çамрăклăх начарри çинчен шухăшлаттармасть. Эпĕ пĕлмен çав ун чухне тантăшсем хушшинче те çумкурăк пек пӳтсĕр çынсем пулма пултарнине.
Çырлара
Кăшмана матиклесе пĕтернĕ вăхăт тĕлнелле çырла пиçме пуçларĕ. Ĕç хыççăн шыва кĕрсе тасалтăмăр та вăрман хĕрнелле çырла çиме кайрăмăр. Юлташсем çырма хĕррипе çӳлте пылак апатпа киленеççĕ. Эпĕ тĕмсем-йывăçсем çывăхнерех аялта пуçтаратăп. Хĕвел çинче çырласем юн пек хĕп-хĕрлĕ курăнаççĕ. Таса уçă сывлăш чуна савăнтарать. Эпĕ киле таврăнсанах Шупашкара каясси çинчен шухăшласа çырла хыççăн çырла тататăп. Манăн пуласлăх таса та уççăн курăнать. Вĕренсе тухсан çынсем валли тутлă апат хатĕрлесси мана пысăк утăмсем тума хушать...
Унччен те пулмарĕ – юлташсем шари! кăшкăрни тавралăхри шăплăха сирчĕ. Пăхатăп: хĕр-тантăшсем çул еннелле чупаççĕ, тем кăшкăрашаççĕ. Асар-писер çухăрашу мана тарăн шухăшсенчен вăратрĕ. Эпĕ вĕсенчен аяккарах çав. Мĕн пулчĕ-ши тетĕп/ Тамаша! Хĕрсене каччăсем хăвалаççĕ! Виççĕшĕ ман еннелле чупаççĕ.
Эпĕ пĕччен! Шкулта спорт вăййисенче пĕрремĕш вырăн йышăнаттăм пулсан та çак виçĕ çитĕннĕ арçынна хирĕç тăраймассине ăнлантăм. Чупрăм, кăшкăртăм. Куççуль витĕр юлташсене пулăшма чĕнтĕм. Сас паракан пулмарĕ.
Çул аякрах пулманнипе юлташсене иртсе каякан машинăри çынсем хăтарайнă. Ман çинчен вĕсем каласа кăтартман.
Ватă юланутÇă
Мĕнле тăрăшсан та, кăшкăрсан та эпĕ танатаран хăтăлаймарăм. Вĕсем мана хăваласа çитсе çатăрласа тытрĕç. Шăл ереççĕ, хăшĕсем вĕриленсе кайнă лашасем пек сывлаççĕ. Тарпа эрех шăрши сăмсана çурать.
Эпĕ йĕни, ӳкĕтлени вĕсене тата та хĕрӳлентерсе ячĕ пулас. Иккĕшĕ тытса тăчĕç, виççĕмĕшĕ йĕрĕнчĕклĕн салтăнтарма тытăнчĕ. Хăйсем кулаççĕ.
Вĕсенчен аслăраххи васкаса кĕпене хыврĕ. Çурма çурмарĕ хăй, ерипен çĕр çине сарса хучĕ. Унтан ман ӳте кам малтан вараласси çинчен шăпа яма шутларĕç. Сĕмсĕррĕн çулăхма тытăннă выльăхăн усал алли çылăхсăр ӳтĕме çупăрлама тытăнсан сасартăк пирĕн ума ватă юланутçă тухса тăчĕ. Шурă лашапа вăл – хăйне мăнаçлă тытать. Пĕр сăмах та чĕнмерĕ, арçынсене куçĕпе шăтарасла пăхрĕ. Ăна курсан пӳтсĕрсем тарма пуçларĕç – тараймарĕç. Хăйсем тăнă вырăнтан та хускалаймарĕç.
Вăл мана та нимĕн те каламарĕ. Пулăшу аллине сăмахсăрах тăсрĕ инкеке лекнĕ пикене. Эпĕ ерипен, хам мăшкăлтан хăтăлнине ĕненмесĕр, ура çине тăтăм. Ватă умĕнче намăсланса, пуçа усса кĕпене тăхăнтăм та сăрталла утрăм. Ман хыççăн ура сассисем илтĕнмерĕç.
Куç-пуç хуралса кайнипе сулăна-сулăна çул патнелле çывхартăм. Унта юри мана кĕтнĕ пек машина чарăнса тăнă. Çамрăк мăшăр иккен. Вĕсем ман çине хĕрхенӳллĕн пăхса илчĕç те пĕр сăмах каламасăр машина ăшне ларма сĕнчĕç. Эпĕ ăçта пурăннине пĕлсен общежити умнех çитерсе ячĕç.
Юлташсем пурте пӳлĕмреччĕ. Малтан пĕри нимĕн те чĕнмерĕ. Кайран шăхвăртса арçын ачасемпе ман хушăра мĕн пулса иртнине пĕлесшĕн пулчĕç. Эпĕ стена енне çаврăнса выртрăм та ирччен те никама пĕр сăмах хушмарăм. Ман куç умĕнче юланутлă ватă тăчĕ.
Усал хыпар
Ирхине тăрсан манăн çывăх юлташ киле васкарĕ. Колхозра укçа пулман пирки пирĕн кăшт кĕтсе тăмалла пулчĕ. Юлташăн ĕç укçине эпир илсе килтĕмĕр.
Эпĕ киле таврăннă вăхăтра анне пӳрт умĕнче йĕрсе ларатчĕ. Куçĕсем хĕрелнĕ хăйĕн. Çуртра темле усал шăплăх хуçаланать. Атте, чикарккă туртса лараканскер, эпĕ кĕрсен пăлтăралла тухрĕ. Йăмăкпа шăллăм ман çине хурлăхлăн пăхрĕç. Эпĕ илсе килнĕ парнесем никама та савăнтармарĕç. Çан-çурăм сăрăлтатса кайрĕ, çавах мĕн пулнине ăнланмарăм.
Анне кăна ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ. Аптранипе кил-çуртра мĕн пулса иртнине пĕлме кӳрше каçрăм. Пускил мана курсан пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. Манран пăрăнасшăн пулчĕ, унтан чăтаймарĕ – саппунĕпе куççульне шăлса шеллесе калаçма пуçларĕ. Унăн сăмахĕсем мана пуçран чукмарпа çапнăнах туйăнчĕç. Эпĕ веçех ăнлантăм. Яла малтан килнĕ юлташ хĕр мана вырăс ачисем хур кăтартнă тесе ялта сасă кăларнă иккен. Ку хыпара манăн килтисем те илтнĕ, кӳ-ршĕ-аршă та пĕлнĕ. Ят янă кăна мар, хам ирĕкпе виçĕ вырăс ачине парăннă, - тенĕ.
Манăн юратнă çынпа, чун савнипе тĕл пулса ăша пусарас килчĕ. Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтрĕм.
Çав кун хĕвел те час анмарĕ, кĕтӳ те васкаса кĕртмерĕç. Манăн чĕрем кăна тухса ӳкес пек тапрĕ. Чунăма уçсан анне мана ĕненчĕ, хĕрхенчĕ. Атте пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
Кӳршĕ хĕрĕпе каçхи вăййа тухрăмăр. Пĕр касăри çамрăксем манран ютшăнарах тăчĕç. Клуб умĕнче хамăн савнине шырарăм, ман çума пырса тăрасса кĕтрĕм. Анчах вăл манăн юлташпа юнашар тăчĕ. Пĕрле ташларĕç, пĕрле юрларĕç.
Каялла киле таврăннă чух эпĕ пĕчченех урăх урампа утрăм. Вăрăм пулчĕ маншăн çак çул: сакăр çул пĕр парта хушшинче ларнă тантăшăм ман çинчен усал ят сарса çӳренин сăлтавне ниепле те ăнланаймарăм. «Усал сăмах утпа çӳрет» тесе ахаль каламан иккен. Чĕкĕнтĕр ани çинче пĕрле ĕçленĕ ытти хĕр-тантăшсем тĕл пулсан мана лăплантарасшăн пулчĕç. Пиртен маларах килнĕ юлташ нумай «хура» ĕçсем тума ĕлкĕрнĕ.
Килтен аякра
Кĕркунне çитрĕ. Август уйăхĕнче эпĕ Шупашкара кайса повăра вĕренме кĕтĕм. Кунта çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç. Пурнăç малалла шурĕ. Çĕнĕ çул çитиччен эпĕ экзаменсене маларах парса пĕтертĕм те киле васкарăм. Чĕререн савнийĕм тухмарĕ. Манăн ăна курса калаçас килчĕ.
Киле каяс умĕн общежитире комендант мана темле хĕр шырани çинчен каласа кăтартрĕ. Комендант каласа панă тăрăх ку вăл ман çинчен усал ят яракан юлташăм пулнине ăнланса илтĕм. Мĕн кирлĕ-ши ăна/ Тата мĕн шухăшласа тупнă-ши/ Ырă ĕç тума 200 çухрăма килме пултарнă-ши/ Е манран каçару ыйтасшăн-ши/
Ку вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕччĕ. Кĕсье телефонĕсем çукчĕ. Çемьери, ялти хыпарсене çыру урлă кăна пĕлме пулатчĕ. Килтисемсĕр пуçне никам та çыру çырмастчĕ.
Савни йăмăкран ман адреса ыйтнă, анчах лешĕ ăна паман. Усал хĕр-тантăшăм лару-тăруран çăмăллăн тухма пултарнă – адреса почтальонкăран илнĕ. Çак адреспа шăп та шай ентеш мана шыраса тупасшăн пулнă та. Общежитире тупайманнипе техникума кайнă та экзамен тытакан хĕрсене ман çинчен темĕн те пĕр каласа кăтартма пуçланă. Вĕсен хушшинче ĕненекенни те, ĕненменни те пулнах. Сас-хура пирĕн ушкăн старости патне çитсен лешĕ усала милиципе хăратса вĕренӳ заведенийĕнчен хăваласа кăларса янă.
Вăрманаллах пăхать
Киле таврăнсан акă мĕн пĕлтĕм. Савнине ĕçтерсе ӳсĕртсе «юлташ» хăйсем патне илсе кĕнĕ те ирчченех вырăн çинче хăварнă. Ку вăл Кĕрхи сăра уявĕнче пулнă. Çĕнĕ çул еннелле Лена ялта хăй йывăр çын пулни çинчен сасă кăларать. Çакăн çинчен Шупашкара çити пĕлтерет.
Яла килсен эпĕ клуба каймарăм. Ял халăхĕ умĕнче мана питĕ йывăр пулчĕ. Çурçĕр çитес умĕн пирĕн пата кӳршĕ хĕрĕ пычĕ. Вăл мана урамра ĕлĕкхи савни – Микулай – пултăр кĕтнине каларĕ.
Манăн анне – питĕ ăнланакан çын. Эпĕ тухма та шухăшламаннине туйсан юнашар лартсах ăнлантарчĕ. «Коля хăй килчĕ пулсан эппин вăл хальччен тĕрĕс мар хăтланнине чунĕпе ăнланнă, - терĕ вăл. – Тух, атя, пыр.
Хама мĕнле йывăр пулсан та хăçан-тăр туслă пулнă çын патне тухрăмах. Манăн чĕре ăна куçĕнчен пăхса виçĕ сăмах та пулсан илтме хистерĕ. Эпĕ тухнă чух Коля алăк çумне таянса тăратчĕ. Мана курсан аллине тăсса ыталасшăн пулчĕ. Анчах темшĕн хам умра пач палламан, ют çын тăнине ăнлантăм. Унăн ячĕ кăна çавах юлнă, чунĕ вара ют. Уйăх çути çинче унăн хурлăхлă куçне куртăм. Шел, анчах пирĕн хушăра пĕр-пĕрин патне туртакан вăй пулмарĕ. Вăл мана Ленăпа иккĕшин хушшинче нимĕн те пулманни, манах юратни, тĕлĕкре те эпĕ тĕлленни çинчен каларĕ. Темĕнччен ăнлантарма тăрăшрĕ. Анчах ман хăлхана нимĕн те кĕмерĕ. Хам умра ют çын тăнине кăна ăнлантăм. Ленăпа иккĕшне телей сунса киле васкарăм. Хулпуççи çинчен темиçе тонна таякан йывăрлăха сирнĕ пекех пулчĕ. Хама çăмăллăн туйрăм.
Тепĕр кун каçпа клуба тухрăм. Унта Лена пурччĕ, Микулая курмарăм. «Тантăш» хĕрсене тем çинчен пăшăлтатрĕ, ăна итлекен пулмарĕ. Манран та пăрăнмарĕç.
Шупашкара таврăнсанах ялтан хыпар çитрĕ: Лена Кольăна судпа хăратсах авлантарнă. Эпĕ илтмен пек пултăм.
Вăхăт иртрĕ – Лена нимĕнле ача та çуратаймарĕ. Турă ăна çынна усал тунăшăн çемье телейне памарĕ. Вăл анне пулса кураймарĕ.
ЭпĔ – арăм
Эпĕ техникум пĕтерсе ĕçе кĕтĕм. Пĕр сăн-питрен пит илемлĕ, çӳллĕ каччăпа пĕрлешрĕм. Мана вăл питĕ юрататчĕ, эпĕ хамăн чĕрене пĕрре çухатнă юратăва урăх çынна парнелеме пултараймарăм. «Стерпится – слюбится», - тени те пулăшмарĕ.
Кунта та пире Лена «пулăшрĕ». Пĕррехинче вăл упăшкана тĕл пулсан ман çинчен темĕн те пĕр каласа кăтартнă. Коля халиччен те мана юратнине пĕлтернĕ. Упăшка хăйне эпĕ чуна парса юратайманнине сиссе пурăннăскер кӳлешӳ чирĕпе чирлеме тытăнчĕ. Çак чир аталанса пычĕ. Ăна ывăлпа хĕр çурални те çĕнтереймерĕ. Эпир уйрăлтăмăр. Икĕ ачана илсе аттепе анне патне таврăнтăм. Вăл вăхăтра асаттепе асанне вилнĕччĕ. Эпир çавăнта пурăнма тытăнтăмăр. Алимент шырамарăм. Фермăра выльăх пăхма тытăнтăм. Вырăс ялĕнче çуралса ӳснĕ ачасене чăваш шкулĕнче вĕренме йывăр пулчĕ. Анчах та пĕрле пур йывăрлăха та парăнтарма пулать.
Микулайăн ачасем çук. Манпа пĕрлешесшĕн пулчĕ вăл, анчах та эпĕ пĕрре таптанă юратăва тӳрлетме çуккине ăнлантăм. Лена пек сутăнчăк-ултавçă та пулас килмерĕ. Çын телейне таптани нимĕнле ырлăх та кӳрес çук.
Пурнăç малалла шурĕ. Аттепе анне пулăшнипе выльăх усрарăм, ачасем юнашар пурăнчĕç, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшрĕç.
Манăн упăшка ирĕк пурнăçпа иртĕхсе пурăнчĕ. Пĕр-икĕ майрапа та пурăнса пăхрĕ – нимĕн те пиçсе пĕтмерĕ.
Пĕррехинче ĕçе кайсан аварие çакланнă. Алли-ури ылтăнччĕ. Çын сăмахне итлеме юратаканскер нимсĕр тăрса юлчĕ. Майрасене те кирлĕ пулмарĕ, ĕçкĕрен те хăтăлаймарĕ.
Эпир унпа венчете тăнă-çке. Чиркӳре тăнă чух аваннине те, начаррине пĕрле ирттерĕпĕр тесе Турă умĕнче тупа тунă. Анне питĕ ыйтнипе эпĕ пульницана упăшкана пăхма кайрăм.
Ачасем ашшĕне юрататчĕç. Коляска çине лартса ачасем ашшĕне ĕлĕк хамăр пурăннă хваттере таврăнтăмăр. Майрисем килте пурри-çуккине пĕтĕмпех тасатса кайнă – пуш-пушах. Тĕпренчĕкĕсем ашшĕ патĕнчен хăпмарĕç.
Чунри тăвăл
Укçа çук. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕ. Эпĕ каллех фермăна ĕçлеме кайрăм. Кӳлешӳ пĕтмерĕ. Упăшка хăй çемйине нимĕнпе те пулăшайманине те ăнланчĕ. Темле йывăр пулсан та эпĕ ăна пăрахмарăм. «Турă тӳснĕ – манăн та тӳсмелле»,- терĕм.
Пĕррехинче эпир килте çук чухне манăн упăшка хăй валли вилĕм шыраса тупнă... Хăй çине питĕ пысăк çылăх илсе алă хунă.
Мĕншĕн çапла хăтланчĕ-ши вăл/ Ман çинчен, ачасем çинчен пĕртте шухăшламарĕ.
Ман валли çак пурнăçра мĕн юлчĕ-ши/ Йывăр ĕçпе алă-ура ыратать. Инвалидсем кирлĕ мар тесе хуçа мана ĕçрен кăларчĕ. Çулĕ çитмен пирки эпĕ халĕ пенси укçи те илейместĕп. Халĕ мана ачасем вутă кӳрсе параççĕ, апат-çимĕç илсе килеççĕ. Эпĕ шав пульница-поликлиник ăсем тăрăх çӳретĕп. Мĕскĕнленетĕп.
Мĕншĕн капла пулчĕ-ши/ Ман ăраскала «тантăш» сăмахĕ пĕтерчĕ-ши/ Е юратнă çынна пĕрре сутнăшăн каçарайманни çунтарса ячĕ-ши çамрăк пурнăçăма/ Микулая час-часах тĕлĕкре куратăп. Ман еннелле аллине тăсса тем каласшăн. Манăн ун патне пĕрре çеç шăнкăравламалла та вĕт. Вăл вара ĕмĕрлĕхех юнашар пулĕ. Çук çав. Мăнкăмăллăх тени кӳренĕве манма памасть...
 
Майна районĕ.
 
: 490, Хаçат: 42 (1391), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: