Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пахчана каймалли вăхăт çитнипе савăнса Толя тахçанах хатĕрлесе хунă япалисене илчĕ те икĕ кунлăха хуларан тухса шăвăнчĕ. Ара, эрне хушши çанталăк хĕвеллĕ те ăшă тăчĕ. Радиопа пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче те çумăр çумалла мар.
Пахчи пулсан та Тольăн çăмăл машини хальлĕхе çук-ха. Çавăнпа хĕрĕпе кĕрӳшĕ ăна пырса илме шантарчĕç. Вырсарникун тăватă сехет тĕлне кĕтме каларĕç.
Пилĕк кунра помидорсем хĕрелме ĕлкĕрнĕ, хăярсем те паян-ыран татмасан саралса каяççĕ.
Пахчара икĕ кун сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Сехет йĕпписем тăваттă тĕлне çывхараççĕ ĕнтĕ. Ачисем килнĕ çĕре пахча çимĕçе сумкасене тултарчĕ те Толя тепре киличчен сĕвĕрĕлет тесе холодильникра ларакан сăрана илсе савăтне васкамасăр пушатрĕ. Тенкел çине ларса кĕтме пуçларĕ.
Кĕтнĕ чухне вăхăт вăрах шăвать теççĕ пулин те тăватă сехет хăвăрт çитсе иртсе кайрĕ. (Вăл вăхăтра кĕсье телефонĕсем çукчĕ.) Ачисем курăнмарĕç. Пахчаран хулана каякан юлашки автобус вара пилĕк сехетре. Ыран ĕçе каймалла. Чарăну патне кайма та нумай вăхăт кирлĕ. Кая юлас мар тесе хыпаланчĕ вăл. Çĕклемне йăтса пăхрĕ – сумкасем çăмăл пек туйăнчĕç. Пыра-киле аллисем ывăнса çитрĕç. Кăшт та пулин çăмăлтарах пултăр тесе Толя çиелти пысăк хăярĕсене сумкаран кăларса çул хĕррине хурса хăварчĕ. Çĕклем вăхăтлăха çăмăлланчĕ пулин те сăра хăйĕн ĕçнех турĕ. Арçынăн темиçе хутчен çул хĕррине хăярпа помидор хурса хăвармалла пулчĕ. Автобус чарăнăвне çитнĕ тĕле ун аллинче хваттер çăраççи уççисĕр пуçне ним те юлмарĕ.
Хулана чиперех çитрĕ вăл. Килĕнче никам та çуккипе телевизор умне вырнаçса ларчĕ. Саккăрмĕш сехетре ачисем вирхĕнсе çитрĕç.
- Атте, эпир кăштах кая юлтăмăр. Эс пахчара çуккине курсан тӳрех киле васкарăмăр, - лăплантарасшăн пулчĕç вĕсем ашшĕне.
Толя чĕнмерĕ.
Пӳлĕмре пахча çимĕç çуккине асăрхасан хĕрĕ ыйтмасăр чăтаймарĕ:
- Атте, икĕ кун пуçтарнă тухăç ăçта вара пирĕн/
- Пахчаран тытăнса автобус чарăнăвне çитиччен шыраса тупма пултаратăр, - терĕ те пуян çимĕç çитĕнтернĕ пахчаçă телевизор сассине хытăрах ярса юратнă кăларăмне малалла курма пуçларĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 521, Хаçат: 42 (1391), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: