Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнчи чăваш пайĕ кашни кĕркуннех пултаруллă чăваш ачисен конкурсне ирттерет.
«Путенене» хутшăнма кăмăл тунисем шучĕпе кăçал та пĕлтĕ-рхи пекех нумайччĕ – Тутарсен культура центрне регионти ял-хуларан 200 яхăн пĕчĕк çăлтăр пуçтарăннă. 3-6 тата 7-10 çулсенчи шăпăрлансем хăйсен пултарулăхне виçĕ номинацире («Юрă», «Ташă» тата «Этномода») кăтартрĕç. Ача сачĕсемпе пуçламăш шкула çӳрекен юрă-ташă ăстисен тĕрлĕ енлĕ маçтăрлăхне хак пама куракансене те, сумлă жюри членĕсене те пачах çăмăл пулмарĕ.
Ăмăртăва чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен тата Ульяновскпа Димитровград хулисенчен юрлама-ташлама юратакан чи-чи маттур ачасем килсе çитни куçкĕретех. Наци тумне пăхса ытарма çук. «Путенере» хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартма ачисенчен, тĕпренчĕкĕнчен ытларах ашшĕ-амăшĕн, асламăшĕ-кукамăшĕн, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен хатĕрленме тивни сăмахсăрах паллăччĕ. Тем тесен те аслисен тăрăшулăхĕ, ĕçченлĕхĕ, уйрăмах юлашки эрнинче çĕр çывăрманни уççăнах курăнса тăчĕ: пĕчĕк çăлтăрсем çинчи çĕнĕ кĕпе-тум, пушмак, тĕрлĕ йышши капăрлăхсем, пуçа тăхăнмалли (тухья-масмак...), юрă оранжировки, минусовки тата ытти те ăмсанмалла çӳллĕ шайраччĕ.
Хулари ача сачĕсем самаях пысăк ушкăнсем илсе килнĕ: пĕр-ик ачаран пуçласа 15-20 шăпăрлан таранах. Вĕсемшĕн «чирлекен» аслисем хушшинче вырăссем те, тутарсем те, чăвашсем те пур. Чăваш чĕлхипе культурин кружокĕн ĕçне-хĕлне илсе пынă май çулталăкне пĕрре те пулин халăх хушшине тухса хăйсен ăсталăхне кăтартма май пурришĕн хĕпĕртеççĕ вĕсем. «Ыттисене куратпăр, пахалатпăр, кирлех пулсан, вĕренетпĕр те. Ачасене курса хак пани, хамăрăн пултарулăхпа паллаштарни малашне тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Конкурсра илемлĕ çи-пуçлă, пултаруллă, хăйнеевĕр маттур ачасем нумаййи савăнтарать мана», - терĕ Унтăрти (Ульяновск районĕ) «Солнышко» ача сачĕн ертӳçи Людмила Казакова.
Çакăн евĕр ăмăртусем пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе, культурипе тата историйĕпе кружок е факультатив илсе пыракан, учительсен ĕçне туллин хаклама май параççĕ. Облаçри чăваш шкулĕ-сенче тăван чĕлхепе литературăна предмет евĕр вĕрентекен шкулсем те хăйсен ĕçĕпе мухтанма тивĕç – кашниех юрă-ташă тата халăх тумĕн тупăшăвне хăйсен ачисене илсе килнĕччĕ. Димитровградпа Ульяновскри хăш-пĕр хула шкулĕсене, ача-пăча ӳнер шкулĕсене, гимназисене те (1, 2, 13-мĕш тата ыттисем те) тата вĕрентӳçĕсене палăртса хăвармалла.
- Конкурса пĕлӳ çурчĕсем питĕ тĕплĕн хатĕрленсе килни куçкĕрет. Эпир те – вĕсен шутĕнче. Ташăсене хореографсемпе канашласа лартни те уçăмлăнах курăнать. Ачасем валли çырнă чăваш юррисене илес пулсан, пирĕн телее, Интернетра пур вĕсем. Хальхинче ытларахăшĕ «Асамат кĕперĕ» тата «Кукаçипе куками» юрăсене килĕштернĕ. Кашни хăйне майлă шăрантарчĕ. Çакă пирĕн кăмăл-туйăма сӳрĕклетеймерĕ. Çитес çула çĕнĕ юрăсем пулаççех, - терĕ Ирçел вăтам шкул (Чăнлă районĕ) ачисене хатĕрленĕ çĕре самаях пысăк тӳпе хывнă Татьяна Топтыгина.
Конкурсра мала тухнă ачасене чыслама сцена çине УОЧНКА пуçлăхĕ Олег Мустаев, регионти чăваш хĕрарăмĕсен канашĕн председателĕ Елена Уресметова, паллă чăваш çыравçи Валентина Игнатьева-Тарават, облаçри пултаруллă вокалистпа хореограф Елена Федоровапа Наталья Глущенко, Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр директорĕ Нурия Туркова тухрĕç. Вĕсем ачасене ăшă сăмахсемпе сунăмсем нумай каларĕç.
Акă вĕсем кăçалхи «Путене» çĕнтерӳçисем: чи пĕчĕккисем хушшинче «Юрă» номинацире пĕрремĕш вырăна Алена Маркелова тухрĕ, иккĕмĕшне – Альбинăпа Алина Нурдиновасем (Димитровград), виççĕмĕшне – Ульяна Фадеева (Ульяновск). 7-10 çулсенчи шăпăрлансем хушшинче пĕрремĕ-шсем Симĕс Ращари (Ульяновск районĕ) Анна Портнова тата «Шăпчăксем» ушкăн хĕрачисем (Димитровград) пулчĕç, иккĕмĕшсем – Салмановка шкулĕнче ăс пухакан Артем Силинпа Алиса Шкапова, виççĕмĕшсем – Полина Почечура тата А. Сердюкова (Димитровград). «Ташă» номинацире 3-6 çулхисем хушшинче пултарулăхĕпе 111-мĕш «Пилеш» сад (Ульяновск) ачисене çитекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене Димитровградри «Сказочка» тата «Дельфиненок» ача сачĕсем йышăнчĕç. Ульяновскри 20-мĕш «Искринка» шăпăрланĕсем те ку номинацире виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. 7-10 çулхи маттурсем хушшинче ку номинацире «Шăпчăксем» ушкăн ачисем пĕрремĕшсем пулчĕç, иккĕмĕш пусăмлă Диплома Кивĕ Улхаш шкул вĕренекенĕсем тивĕçрĕç, виççĕмĕшне Ульяновскри «Огонек» ансамбль çĕнсе илчĕ.
Чăваш тумне кăтартакан ачасем хушшинче те ăмăрту хĕрӳ пычĕ. «Этномода» номинацире Ирçел вăтам шкул ачисене çитекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕш вырăна иккĕн пайларĕç: Ульяновскри 13-мĕш гимнази вĕренекенĕ Дарья Харитонова тата «Сказка» ача сачĕн шăпăрланĕсем. Виççĕмĕшне «Этника» ушкăна çӳресе илеме хаклама вĕреннĕ хастарсем.
Çĕнтерӳçĕсене пурне те Чăваш тĕнчинчи паллă чăваш çыравçин Валентина Тараватăн кĕнекине, «Лего» конструктор тата Дипломсем пачĕç.
Спонсорсем – В.Н.Игнатьева, О.Н.Мустаев, И.В.Гаврилова.
 
: 359, Хаçат: 43 (1392), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: