Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мончегорск – саами чĕлхинчен куçарсан «илемлĕ тундрăри хула» тени пулать. Çак хула сентябрĕн 24-мĕшĕнче 79 çул тултарчĕ. Мурманск облаçĕнчи чи илемлисен шутне кĕрекен хула кунне палăртма халăх чи илемлĕ тĕп лапама тухрĕ, уяв анлă иртрĕ.
Малтан пурте лапам урлă утса тухрĕç, унта чăвашсем те хутшăнчĕç. «Ирĕклĕ микрофон» тăвăма хутшăнса сцена çине кашни çын тухма тата ыттисене саламлама пултарчĕ. Чăвашсен ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Олег Константинов хăйĕн салам сăмахне вырăсла тата тăван чĕлхепе каларĕ.
Мончегорск чăвашĕсем уяв программине питĕ хастар хутшăнчĕç. Икĕ пин çын ытла чăваш юррисене тимлесе итлерĕç, халăх умне Лидия тата Петр Исметовсем, Олег Константинов, Ольга тата Николай Тегерлинсем, Римма Иванова, Милена Шкилева тухса пултарулăхне кăтартрĕç. Верăпа Владимир Тихоновсене вара мăнукĕ – Диана Парубок юрлама пулăшрĕ.
Чăвашсем çак уява хутшăнса хăйсен историйĕпе культурине хисепленине кăна мар, нумайăшĕшĕн тăван хула пулса тăнă Мончегорска юратнине те çирĕплетрĕç.
 
: 517, Хаçат: 43 (1392), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: