Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Анатолий Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» повеçĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ.
Унччен вăл «Канаш» хаçатра кун çути курнăччĕ. Повеçре автор чăваш литературин тӳпинче ытла ир сӳннĕ çăлтăрăн – Валентин Урташăн – кун-çулне илемлĕ литература шайĕ-нче кăтартса панă.
Автор Тăхăрьял тăрăхĕнче, Раккасси ялĕнче çуралнă. Ку тăрăха çут тĕнчене поэтсемпе çыравçăсем парнелекен литература çăлкуçĕ те теме пулать. Вĕсенчен пĕри – чăваш поэзипе прозин легенди – Валентин Урташ.
Мĕншĕн Анатолий Ырьят шăпах Валентин Урташ пурнăçне кăтартса парать-ха/ Вулакансемшĕн мĕн интересли пур унăн пурнăçĕнче/ Мĕне вĕренме пулать поэтăн пурнăçĕнчен/ Кĕнекене вуланă хыççăн çак ыйтусем çине те хурав тупма пулать.
«Вутра çунман уртăш» повесть – документ тĕрĕслĕхне шута илсе калăпланă таврапĕлӳ ĕçĕ мар. Вăл илемлĕ литература жанрĕн пĕр тĕсĕ – повесть. Эпĕ ăна поэта лайăх пĕлнĕ юлташĕсен, тусĕсен, çывăх çыннисен, тăванĕсен, Раккасси çыннисен асаилĕвĕсене тĕпе хурса калăпларăм. Уйрăмах Валентин Урташ çинчен унăн аппăшĕ – Анна Андреевна Фадеева-Яковлева – тĕплĕн каласа пачĕ. Манпа пĕртăван Гурий тете те, поэтăн çывăх юлташĕ, Валентин Яковлев çинчен нумай пĕлетчĕ. Эпĕ ăна хам та (вăл вăхăтра шкула каяйман пулсан та) астăватăп. Çырнă чухне поэтăн тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ хайлавĕсемпе усă курни повеçри пулăмсене чăнлăх тĕнчине илсе кĕме пулăшрĕç», - каласа парать автор хăй хыçсăмахра.
Кĕнекере çаплах Тутарстан çыравçисен пĕрлĕхĕн членĕн, Митта Ваçлей, Алексей Талвир, Кашкар Махмучĕ, Иван Патмар, Юхма Мишшин премийĕсен лауреачĕн Евгений Турханăн «Вутра çунман уртăш» повеçе тишкерсе çырнă «Тăван литературăна пуянлатнă» статйи те пур.
«Ку кĕнеке вăрçă çинчен çеç мар, этем чысĕпе тивĕçĕ, халăхсем хушшинчи туслăх, патриотизм çинчен те. Çĕнĕ хайлав этем ăс-тăнне çӳллĕ шая çĕклет. Çамрăксемшĕн вăл – пурăнма вĕрентекен çутă çăлтăр» – хак панă повеçе Евгений Турхан.
Анатолий Ырьятăн çĕнĕ кĕнеки 150 экземплярпа пичетленсе тухнă.
 
: 573, Хаçат: 43 (1392), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: