Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш халăх сăмахлăхĕнче апат пирки калани нумай. Чăнах та, çын ĕçлет-и е ĕçлемест-и, чирлĕ-и е сывă-и – хырăм выçать. Чирлĕ, сывалма тапаланакан çыншăн вара мĕнле апат çини питĕ витĕмлĕ. Тутлă апат эмел пек сиплет, кăмăла çĕклет, хавхалантарать. Кăмăл лайăх пулсан вара çын час сывалать.
Сăмахăма майĕпен пульницара апат пĕçерекенсем çине куçарасшăн.
Ульяновск облаçĕнчи ача-пăча инфекци пульницин столовăйĕнче икĕ пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ вăй хурать – Надежда Васильевна Рощина тата Елена Ивановна Козлова.
Пурĕ апат пĕçернĕ çĕрте 3 повар тата кухньăра пулăшакан 3 çын вăй хураççĕ.
Ĕç кунĕ вĕсен ирпе 5.30 сехетре пуçланать те каçпа 18.30 сехетре вĕçленет. Çавăнпа та вĕсем икĕ кун сиктерсе икĕ кун ĕçлеççĕ.
Надежда Рощина Ульяновска Барăш районĕнчи Туйрал (Живайкино) ялĕнчен килнĕ. Шкул хыççăн вăл Ульяновскри коопераци училищине повара вĕренме кĕнĕ. Дипломлă специалист пулса тăрсан облпотребсоюз тытăмĕ-нче 11 çул вăй хунă. 1993 çулта вара инфекци пульницине килсе вырнаçнă. Унтанпа 23 çул чирлĕ ачасене тутлă апатпа сиплессишĕн тăрăшать.
- Эпир чирлемесĕр пĕри те пурăнмастпăр. Чирлесен çăвар тути те пĕтет вĕт, чи тутлине кăна чĕлхе туять. Çавăнпа та пульницара выртакансем валли тутлăрах пĕçерме тăрăшатпăр. Пĕчĕкскерсене апатпа та пулин кăштах савăнтарасшăн. Паллах, унччен пульницана пахарах çимĕç тиесе килетчĕç. Халĕ чаплах çимĕç кӳрсе памасан та, чăвашсем нимрен нимĕр пĕçеретпĕр тенĕ пек техĕмлĕ хутăшсем ярса апата тутлăлантаратпăр, укроп-петрушка яратпăр, пылакне ытларах хушатпăр, - каласа парать Надежда Васильевна.
Елена Козлова кухньăра пулăшакан. Вăл Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Шкул пĕтерсен Ульяновска куçса килнĕ, тăватă çул М. Горький ячĕллĕ фабрикăра вăй хунă. 1988 çулта вара инфекци пульницине ĕçе кĕнĕ.
-Эпĕ ĕçе кĕнĕ чухне пульницан тĕп тухтăрĕ Михаил Михайлович Трофимовччĕ. Унтанпа вĕсем чылай улшăнчĕç, халĕ улттăмĕш тĕп тухтăрпа ĕçлетĕп. Ман ĕç кухньăра нумай, çавăнпа та эпĕ иртерех килме тăрăшатăп. Повара пур енĕпе те пулăшасси – çĕрулми шуратса тураса парасси, ытти çимĕçе хатĕ-рлесси – манăн тивĕç. Пĕçермелли вырăна таса тытасси те манран килет. Эпир сĕтелсене, савăт-сапана веçех хлор янă шывпа тасататпăр. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Чăн-чăн хĕрарăм ĕçĕ пирĕн – апат пĕçересси, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытасси, - тет Елена Ивановна.
Ĕçре кашни çынна тытса тăраканни, хавхалантараканни вăл – туслă коллектив. Облаçри ача-пăча инфекци пульницинче ĕçлекенсем вара пĕр саслăн пулса пурте хăйсен коллективне ырлаççĕ. Чăвашсем те кунта нумай вăй хураççĕ. Пĕрле пухăнсан пĕр-пĕринпе хаклă тăвансем пек калаçаççĕ. Коллективпа пĕрле уявсене, çутçанталăка тухса çӳреççĕ.
 
: 542, Хаçат: 43 (1392), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: