Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Георгий Валентинович Плеханов – вырăс революционерĕ, теоретик тата Маркс вĕренĕв-не сараканĕ.
Вăл 1856 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Чудаловка ялĕнче (халĕ Липецк облаçне кĕрет) пуян мар çемьере çуралнă. Воронежри гимназире, кайран Константиноври çар училищинче, тата Петербургри ту-сăрт институтĕнче вĕреннĕ.
Студент чухнех революционерсен вăрттăн ĕçĕсемпе кăсăкланнă, пăлхавсене, пухусене хутшăннă, прокламацисем çырнă. Вăл «Оратор» хушма ятпа çӳренĕ.
Плеханов пăлхавсене кăмăлламан, çавăнпа та организаци пайланса кайсан пĕр журналăн редакторĕ пулса тăрать, «Черный передел» ушкăнăн ертӳçисенчен пĕри пулса тăрать.
Полици йĕрлеме тытăнсан вăл чикĕ леш енне тарать. Унта ытти çĕрсенчен тарса килнĕ партисен ертӳçисемпе пĕрлешет. Женевăра вĕсем «Освобождение труда» ятлă ушкăн туса хураççĕ, кĕнекесемпе брошюрăсем кăлараççĕ.
Вăл нумай çул Швейцарире, Италире, Францире тата Европăри ытти çĕршывсенче пурăнать. Унăн ĕçĕсене унти специалистсем пысăк хак параççĕ. 1890-мĕш çулсенче Плеханов ĕçтешĕсемпе пĕрле Маркспа Энгельсăн ĕçĕсене вырăсла куçараççĕ, «Новое слово» журнал кăлараççĕ.
1900 çулта çулла Плеханов чикĕ леш енне пынă В.И.Ленинпа пĕрле «Искра» хаçат кăларма шутлаççĕ, РСДРП (б) чăмăртаççĕ. II-мĕш сьездра делегатсем икке пайланаççĕ. Плеханов лăпкăрах меньшевиксен енне куçать.
1905 çулхи революци вăхăтĕнче Плеханов большевиксем чĕнсе каланине йăнăш тесе шутлать, меньшевиксене хастартарах пулма ыйтать.
Раççее вăл 1917 çулта Февраль революцийĕ хыççăн таврăнать.
Октябрь революцине вăл йăнăш утăм тесе хаклать. Сывлăхĕ начарланма тытăнсан ăна Петроградран Финляндири пĕр санаторие вырнаçтараççĕ. 1918 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăнать.
Ăна Петербургра пытараççĕ.
 
: 454, Хаçат: 43 (1392), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: